АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИРКŸ ÇЫННИНЕ ВĔЛЕРНĔ

28 апреля 2010 г.

Ĕнер Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри чиркÿре 19 çул ĕçленĕ 46-ри Анатолий Сорокин протоиерее тăван ялĕнче, Патăрьел районĕнчи Тăрăн масарĕнче, пытарнă. Ăна кĕлĕпе ăсатассине тата пытарассине Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава ертсе йĕркелесе пынă.

Тăрăн – епархишĕн хăйне евĕрлĕ ял. Кунти чиркÿ совет саманинче хĕсĕрленине пăхмасăрах ĕçленĕ. Нумай çын хăйĕн пурнăçне чиркÿпе çыхăнтарнă – священниксем, манахсем пулнă. Анатолий аттен икĕ аппăшĕ пачăшкăсене качча тухнă, тепĕр иккĕшĕ – манах службинче: пĕри Иерусалимри Горненски мăнастирĕнче, тепри Свято-Серафимо-Дивеево мăнастирте. Хăй вăл – çемьере чи кĕçĕннни, 1988 çулта Мускаври чиркÿ семинарине вĕренсе пĕтернĕ, 2005 çулта куçăмсăр майпа вĕренсе Мускаври тĕн академийĕн дипломне илнĕ. Анатолий атте епархин чи лайăх священникĕ шутланнă. Вăл Библие чăвашла куçарас енĕпе ĕçлекен комиссин членĕ пулнă, редакцилеме пулăшса тăнă. Пур енĕпе те усăллă çын пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Варнава владыка ăна Чăваш Енĕн кăнтăрти округне кĕрекен Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенчи чиркÿсене пăхса тăма лартнă.

Анатолий атте юлашки çулсенче Патăрьел ялĕнче "Державная" Турă Амăшĕн храмне тăвас енĕпе нумай ĕçленĕ. Çак ĕçе вĕçленĕренпе пĕрех – шалти ĕçсем çеç юлнă. А.Сорокин протоиерей çемйинче арăмĕ, Елена, пилĕк ачи юлнă. Аслă ывăлĕ – студент, тăватă хĕр, чи кĕçĕнни виççĕмĕш класра вĕренет.

Анатолий аттене иртнĕ шăматкун каçхине тăватă сехет çитеспе вĕлернĕ. Преступник пачăшкăна кĕлĕ пынă вăхăтра, вăл чиркÿрен самантлăха тухсан, тапăннă, килте ăсталанă пăшалтан çурăмран персе вилмеллех амантнă. Çын вĕлерен калушне хывсах тарма тăнă, урамра ăна ял çамрăкĕсем хăваласа çитсе тытнă, пăшалне туртса илнĕ. Часах вăл кам пулнине те палăртнă. Çакăн пек ылханлă ĕçе тăваканĕ пирĕн районти Сухайкасси çынни иккен, 47 çулта, психика чирĕпе аптрать, иккĕмĕш ушкăнри инвалид. Милици çыннисем каланă тăрăх, преступник хăй пачăшкăна тапăннине "вăл ăна килĕшменнипе, асăрхаттарнипе" сăлтавлать-мĕн.

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл хăй хурланнине пĕлтернĕ. "Турă умĕнче пурте тан, кирек камăн пурнăçне татни те – хăрушă çылăх. Анчах пастыре, хăйĕн пурнăçне Турра, халăха халалланă çынна, вĕлерни – Турă саккунне кăна мар, этем совеçĕн никĕсĕсене уççăн тапăнниех", – тенĕ вăл.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика