23 апреля 2010 г.
Кăçал Сухайкассинчи вăтам шкул хута кайнăранпа 22 çул çитрĕ. Унта халĕ 116 ача вĕренет, вĕсене тарăн пĕлÿ парас тĕлĕшпе 19 вĕрентекен чунне парса ĕçлет. Педагогсен коллективне Елена Николаевна Кузьмина директор ертсе пырать.
Икĕ хутлă пĕлÿ çуртĕнче ачасене вĕренмешкĕн пур услови те пур. Вĕренекенсене хăтлă столовăйĕнче вĕри апат çитереççĕ, физкультура урокĕсенче тата уроксем хыççăн сывлăхне çирĕплетме ачасем спорт залне çÿреççĕ. Аслă категориллĕ вĕрентекен Владимир Николаевич Кириллов уроксене çÿллĕ шайра ирттерет, унăн вĕренекенĕсем çулсерен районти тата республикăри олимпиадăсенче мала тухаççĕ, тĕрлĕ спорт вăййисене хутшăнса шкул чысне хÿтĕлеççĕ.
Шкулти тата ялти тĕслĕх библиотекăра (вăл шкул çуртĕнче вырнаçнă) ачасем вĕренÿ тата вулав кĕнекисемпе паллашаççĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çывхарнă май шкулта час-часах тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр, стендсене çĕнетсе тăратпăр. Ачасем хăйсен аслă ăрури çывăх тăванĕсемпе мухтанма, вĕсен паттăр ĕçĕсене асра тытма тивĕç.
Шкулăн пĕрремĕш хутĕнче кĕçĕн çулсенчи ачасем вĕренеççĕ. Унтах ача сачĕ те вырнаçнă, ун валли икĕ пÿлĕм уйăрнă. Тĕрлĕ мероприяти ирттерме курав залĕ те пур.
1996 çултанпа шкулта краеведени музейĕ ĕçлет. Унăн ĕçне В.Иванова йĕркелесе пырать. Музейра тăван ен урокĕсем тăтăшах иртеççĕ. Ачасем чăваш халăхĕн ĕлĕкхи тумтир тĕслĕхĕсемпе, тĕрлĕ хатĕрсемпе паллашаççĕ.
Шкул ачасен йышĕпе мар, вĕсен пултарулăхĕпе мухтавлă теççĕ манăн ĕçтешсем. Çакна юлашки çулсенче пирĕн шкулта вĕренекенсем районта тата республикăра иртекен конкурссенче мала тухни те çирĕплетет. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем спортра уйрăмах çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Арçын ачасем хоккейла выляма кăмăллаççĕ, пĕлтĕр "Сухай" хоккей команди республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал Сухайкассинче вĕренекен хоккеистсемпе йĕлтĕрçĕсем районти ăмăртусенче çĕнтерсе республикăри вăйăсене хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Спортпа туслă ачасем пирĕн шкулта нумаййăн, вĕсене çирĕп сывлăхлă тата чăтăмлă пулма вĕрентекен Владимирпа Вячеслав Никитинсене тата В.Долгова тав тăватпăр.
Кашни вĕрентекен ачасене тарăн пĕлÿ пама тата вĕсен пултарулăхне аталантарса пырассишĕн тăрăшать. А.Иванова тата В.Иванова вĕрентекенсем ертсе пынипе шкулта вырăсла "Без ошибок" тата чăвашла "Асамлă калем" хаçатсем тухса тăраççĕ. Ачасем шкул хаçатне кăларма хастар хутшăнаççĕ, вĕсен ĕçĕсем "Канаш ен" тата "Тантăш" хаçатсенче тăтăшах пичетленеççĕ.
Вĕрентекенсем уроксене çĕнĕ технологисене усă курса ирттереççĕ. Компьютер класĕ нихăçан та пушă пулмасть. Уроксем хыççăн вĕренекенсем кружоксем тăрăх саланаççĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕ компьютер вăрттăнлăхĕсене алла илес тĕллевпе шкула васкать. Ку ĕçе хальтерех пуçарса янă, малашлăхра "çитĕннĕ" вĕренекенсем ытларах пуласса шанатпăр.
Сухайкасси шкулĕнчи педагогсем хăйсем те тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Районта ирттерекен "Чи маттур класс ертÿçи" конкурсра эпир кашни çулах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче: 2008 çулта çак тивĕçе А.Зиновьева тата Л.Белоусова тивĕçнĕччĕ, 2009 çулта – В.Иванова, 2010 çулта – А.Иванова.
2009 çулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Иванова "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" конкурсра районта çĕнтерсе республикăна кайма тивĕçлĕ пулнăччĕ.
Кăçалхи çула та пирĕн ĕçтешсем ăнăçлă пуçларĕç: В.Иванова республикăра педагогсем хушшинче ирттернĕ фотоконкурсра виççĕмĕш, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Иванова "Чи маттур класс ертÿçи" районти конкурсра иккĕмĕш, физкультура вĕрентекенĕ В.Кириллов "Раççей йĕлтĕрĕ" районти ăмăртура пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Эпир педагог-ветерансемпе те тачă çыхăну тытатпăр, тĕрлĕрен уявсене чĕнетпĕр. Паянхи шкул пурнăçĕпе паллаштарнипе пĕрлех вĕсен сĕнÿ-канашĕсене те хаваспах йышăнатпăр. Шкул ачисем те вĕсем патне тăтăшах çÿреççĕ, вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ.
Нумаях пулмасть Сухайкасси шкулĕнче Ертÿçĕсен кунĕ иртрĕ, унта районти шкулсен директорĕсем Елена Николаевнан тата вĕрентекенсен ĕçĕсемпе кăмăллă юлнине палăртрĕç.
В.ИВАНОВА, вĕрентекен.