АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАСТАР ĔÇПЕ ЫРĂ ЯТ ИЛНĔ

23 апреля 2010 г.

Чăваш наци радиовĕ юлашки вăхăтра чăваш халăх артистки Людмила Семенова юрлакан "Тăвансем, ĕçер-ха, ĕçсен юрлар-ха! Пурнăç тăршшипе пĕрле пурнар-ха" юрра тăтăшах эфира кăлараççĕ. Сăвă хăйĕн авторне çухатса тахçанах халăхăн пулса тăнă. Анчах кĕввине кам çырни паллă – Валентин Кузнецов.

Валентин Николаевич Шăмăршă тăрăхĕнчи Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче 1950 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Çиччĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Ашшĕ Николай Константинович Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çинче тăшмана хирĕç çапăçнă. Фронтран аманса таврăннă. Нумай çул хатĕрлев кантурĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ Вера Захаровна, ăшă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ, колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пурнăç йывăрлăхне пăхмасăр ачисене вĕреннĕ çынсем тума тăрăшнă. Пĕр тăвансенчен виççĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Валентин, мĕн ачаран юрă-кĕвĕпе кăсăкланаканскер, 1965 çулта сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищине музыка енĕпе ăсталăхне ÿстерме килет. Училищĕрен вĕренсе тухсан Сиккасси вăтам шкулĕнче ачасене музыкăна вĕрентет.

1970-1972 çулсенче Шăмăршă каччи Куйбышев облаçĕнче полк оркестрĕнче службăра тăрать. Çартан таврăнсан каллех Сиккасси шкулне килет, ялти культура çурчĕ çумĕнчи хорпа ĕçлет. Валентин Николаевич ертсе пыракан коллектив 1973 çулта "халăх хорĕ" ята илет, ертÿçе Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе чыслаççĕ. Çак çулах В.Кузнецов музыкăна тата тĕплĕнрех вĕренес, аслă пĕлÿ илес тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетне очно вĕренме кĕрет. 1978 çултанпа Шăхасанта ачасен музыка шкулне ертсе пырать.

Вăл йĕркеленĕ районти тĕп больницăн хорĕ те "халăх хорĕ" ята илнĕ. "Ял хуçалăх техники" предприятире йĕркеленĕ коллективпа Мускава, Украинăна, Тутарстанри Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕсене çитнĕ, унти халăха илемлĕ чăваш юрри-кĕввипе савăнтарнă.

Валентин Кузнецов – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Республика Правительстви, район администрацийĕ панă Хисеп грамотисен шучĕ те çук.

Композитор Григорий Шевкен, Юрий Никитин, Чĕкеç Люççи, Ваçлей Давыдов-Анатри, Надежда Силпи, Лидия Филиппова, Раиса Сарпи сăвăçсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Унăн ĕçĕсем "Халăх шкулĕ", "Пике" журналсенче, Йĕпреç, Вăрнар, Патăрьел район хаçачĕсенче пичетленсе тухнă. Валентин Николаевич 150 ытла юрă çырнă. Унăн юррисене Рена Грачева, Людмила Семенова тата ыттисем те шăрантараççĕ.

Мăшăрĕпе Людмила Ильиничнăпа ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисем иккĕшĕ те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Игорь çемйипе Хусанта пурăнать, мăшăрĕпе икĕ хĕр çи-тĕнтерет, Надя çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Унăн хĕрпе ывăл ÿсеççĕ. Чăннипех те телейлĕ Валентин Николаевич. Çумра юратакан тата ăнланакан мăшăр, ăслă ачасем, хаваслă мăнуксем, ĕçчен кĕрÿпе сăпайлă кин тата юратнă ĕç пур унăн.

Çывăх вăхăтра Валентин Николаевич 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Тăван-пĕлĕшĕн саламĕ çумне эпир те хутшăнатпăр, сумлă ентешĕмĕре çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, малашне те савăк юрăсем çырма пысăк хавхалану сунатпăр. Нумай-нумай çул шăранччăр сирĕн юррăрсем.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика