АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАРТИЗАНСЕН СВЯЗНОЙĔ

23 апреля 2010 г.

Калиткене сассăр хупрĕ те Вера урама тухрĕ. Тавралла асăрханса сăнарĕ. Пуш-пушах урам. Чуна çÿçентерекен шăплăх унта. Хĕр çывăхри вăрман енне çул тытрĕ. Васкаса утнăçемĕн çурăм çинчи кутамккине йăтма меллĕрех вырнаçтарчĕ. Кутамккара - амăшĕ çĕр каçипе партизансем валли пĕçернĕ çавра çăкăрсем. "Хальт!" - хыттăн илтĕнчĕ хыçра усал сасă. Униче хапхипе юнашар сăрă шинель тăхăннă икĕ нимĕç салтакĕ тăраççĕ. Аллисемпе автомат çатăрласа тытнă, халь-халь персе пăрахма хатĕр. "Ăçта каятăн; Партизансем патне-и;" - тĕпчеме пуçларĕç фрицсем. Вера улталама пултарчĕ вĕсене. Текех тытса тăмарĕç ăна, анчах çăкăра кутамккипех тытса илчĕç...

Вăрçă тапхăрĕнчи çак хăрушă ÿкерчĕк собес ĕçченĕсем "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул" юбилей медальне панă чухне Вера Ивановна Григорьева (хĕр чухнехи хушамачĕ - Романова) асĕнче, кинохроника кадрĕ евĕр, кĕтмен çĕртен сăнланчĕç. Вăрçă тата потребкоопераци ветеранĕ халĕ сакăр вун саккăрта. Канашра Пушкин урамĕнчи кивĕ çуртра пурăнать. Юнлă та хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă фронтовиксем Канашри райпора пиллĕкĕн кăна юлнă. Çак паттăрсен йышĕнче Вера Ивановна - пĕртен-пĕр хĕрарăм. Фашистсем оккупациленĕ Белоруссире çавнашкал хăрушă самантсем пĕрре мар пулнă унăн пурнăçĕнче. Пĕрре мар вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулма тÿр килнĕ.

Вера Белоруссире, Витебск облаçĕнчи Сиротино районĕнчи Мазурино ялĕнче çуралнă. Çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн область центрĕнчи пир-авăр фабрикине ĕçе вырнаçнă. 1941 çулхи июлĕн 9-мĕшĕ паян та ун куçĕ умĕнче: фашистсен бомбардировщикĕсем хула çийĕн çăхансем пек явăннă, вĕсем татти-сипписĕр бомбăсем пăрахнипе çуртсем ишĕлнĕ, таврара пушар алхаснă. Гитлеровецсем Хĕвел анăç Двина юхан шывĕн сылтăм çыранне тытса илнĕ те шыв урлă пĕр чăрмавсăр каçма шутланă, анчах совет салтакĕсемпе халăх ополченецĕсем вĕсене вут-çулăмпа кĕтсе илнĕ. Пирĕн боецсем Мазурино ялĕ патĕнче тăшмана хирĕç хаяррăн кĕрешнĕ, юхан шывăн сулахай çыранне çирĕппĕн хÿтĕленĕ. Юнлă çапăçусем кунĕпех чарăнман, çак ял талăкра çичĕ хутчен алран-алла куçнă.

Витебск хулине тытса илнĕ хыççăн фашистсем оккупациленĕ территорире хăйсен юнлă йĕркине çирĕплетнĕ. Пусмăрпа вилĕм Белорусси халăхне парăнтарасса шаннă вĕсем, анчах ирсĕр ĕмĕт пурнăçа кĕмен. Тăшмана хирĕç ним шелсĕр çапăçма, ăна май килнĕ таран ытларах тĕп тума çынсем партизан отрячĕсене чăмăртаннă. Белоруссири партизансен юхăмĕн штабĕ пĕлтернĕ тăрăх, 1942 çул вĕçĕнче Белоруссири мĕн пур партизансен йышĕнчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ Витебск облаçĕнче çапăçнă.

Вера партизансен отрядĕнче связной пулнă. Унăн иккĕмĕш сыпăкри аппăшне, Людмила Журавлевана, нимĕç чĕлхине лайăх пĕлнĕрен Витебскра фашистсен штабне тăлмачăна вырнаçма май килнĕ. Вăл Верăна гитлеровецсен вăрттăн сведенийĕсемпе тивĕçтерсе тăнă, харсăр связной вара çав питех те хаклă донесенисене партизансен отрядне çитерсе панă. Çав сведенисем партизансене калама çук пысăк усă кÿнĕ: тăшман ăçта куçасса малтанах пĕлсе вĕсем засадăсем йĕркеленĕ, тăшман салтакĕсемпе çар техникине тĕп тунă, фронта васкакан эшелонсене сирпĕтнĕ.

Витебск хулине ирĕке кăларнă хыççăн партизансем Хĕрлĕ Çарпа пĕрлешнĕ. Вера хуçалăх чаçĕнче службăра тăнă. 1943 çулта вăл лейтенант-артиллеристпа, кăкăр тулли орденсемпе медальсен кавалерĕпе Николай Григорьевпа паллашнă. Çамрăксен чĕринче юрату туйăмĕ çуралнă. Вăрçă вĕçленичченех пĕр-пĕринпе туслă çыхăнăва упраса пурăннă вĕсем. Вера çĕнтерĕве Германире, Нюиштернберг хулинче кĕтсе илнĕ. Тăшман тĕп йăвине - Берлина çирĕм çухрăм кăна çитеймен. 1946 çулта çамрăксем нимĕç çĕрĕ çинче мăшăрланнă та тепĕр çулхине Вера Ивановна мăшăрĕпе пĕрле Чăваш çĕршывне килнĕ. Николай Григорьевич Канаш хули çумĕнчи Кĕлтеçулĕ ялĕнче çуралнă. Фронтран таврăнсан вăл Канашра чукун çул çинчи милици уйрăмне ĕçе вырнаçнă. Кунта вăл начальник заместителĕ пулнă, полковника çитнĕ.

Вера Ивановна та пирвай чукун çул предприятийĕнче - Канаш станцийĕн сигнализаципе çыхăну дистанцийĕнче ĕçленĕ. 1979 çулта, пенсие тухсан, канăçа пĕлмен хĕрарăм райпон хатĕрлев кантурне ĕçе вырнаçнă та кунта ултă çул ытла тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă. Унăн ĕç кĕнекинче тав туса çырнисем - вуншар.

- Пĕлетĕр-и, Вера Ивановна кăмпа пĕçерме питĕ ăстаччĕ. Ун чухне тăварланă уплюнккана, хыр кăмпине Чехословакине ăсатнă. Пирĕн хатĕрлевçĕсен çимĕçĕсене магазинсенче çынсем ялан юратса туяннă, - хавхаланса каласа парать райпо правленийĕн председателĕн кадрсемпе ĕçлекен çумĕ Зоя Владимирова.

Вера Ивановна тăватă ача çуратса ÿстернĕ, вĕсем амăшне яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Асли, Валентина, унпа пĕрле пурăнать. Амăшĕ пекех райпора ĕçленĕ вăл, шкул-магазинта закройщица пулнă. Любовь - чукун çул çинчи сигнализаципе çыхăну дистанцийĕн телефонистки, Владимир - çак организаци электрикĕ. Халĕ виççĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Светлана, автомобильсем юсакан завод рабочийĕ, шел, пурнăçран ир уйрăлнă. Вера Ивановнан 11 мăнук, çавăн чухлех мăнукĕсен ачисем. Вĕсем асламăш-кукамăшне питĕ юратаççĕ.

Вера Ивановна мăнукĕ Олег Сопкин, Валентина ывăлĕ, Германире Потсдам хули çывăхĕнче, асламăшĕпе аслашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăйсен мухтавлă çул-йĕрне вĕçленĕ вырăнта çар службинче пулнă.

- Анне ялне, Белоруссири Мазуринăна, кашни çулах кайса кураттăмăр, кукаçипе кукамай вил тăприне пуç таяттăмăр, партизансен сукмакĕсемпе утаттăмăр. Анне ватăлчĕ те халĕ инçе çула тухаймастпăр ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, ялĕ çук. Фашистсем çунтарса янă ăна. Ял вырăнăнче пуш-пушă, ним те ÿсмест унта, - тет Валентина, Вера Ивановнан аслă хĕрĕ.

Амăшне питĕ хисеплет вăл, унпа тивĕçлипе мухтанать. Вăл çеç мар, Канашри райпо коллективĕнче те ветерана чун-чĕререн сума сăваççĕ.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика