АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НУШИ-ТЕРТНЕ ЧЫЛАЙ ТŸСНĔ

23 апреля 2010 г.

Антонина Андреевна Григорьева 1925 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Яманкасси ялĕнче çуралнă. Çемьере вĕсем пиллĕкĕн çитĕннĕ, Антуни асли пулнă. Ашшĕне, Андрей Гавриловича, кулак тесе тĕрмене тытса янă, амăшĕ, Наталья Павловна, чирлĕ выртнă. Çавна май хĕр ача шкулта виçĕ класс çеç вĕренме ĕлкĕрнĕ, çемьене тăрантарас тесе фермăна сысна пăхма кĕнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул вăл вун улттăра пулнă. Вăрçă тухиччен çемье çинчен шутланă пулсан, халĕ Тăван çĕршыв шăпи çинчен шутламалла пулнă. Вăй питти арçынсене тата колхозри чи чаплă лашасене фронта илсе кайнă. Çакăн хыççăн ялти пурнăç тата та йывăрланнă. Ака-суха ĕçĕсене ырхан лашасемпе туса ирттернĕ, тыр-пулне алă вĕççĕн пуçтарса кĕртнĕ. Туса илнĕ тухăçа фронта ăсатнă.

А.Григорьева тырă леçме Канаш хулине лашапа темиçе хутчен те кайнă. Тырăпа каякансене колхозран 0,5 кг çăкăр панă. Вăрçă вăхăтĕнче краççынпа тăварĕ те хĕсĕкрех пулнă, вĕсене илме лашапа Шупашкар хулинех çитсе килнĕ.

1942 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа раштавччен ялти хĕрсене çар ăсталăхне вĕрентнĕ. Çав вăхăтсене Антонина Андреевна халĕ те лайăх ас тăвать. "Салтак вăййи вылясси вăрман касассинчен те йывăртарах", – тесе ушкăнти икĕ хĕр ирĕк илсе вăрман касма тухса кайнă.

1943 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа çанталăк сивĕтиччен Кинçерте чул кăларнă. Çав çулах, юр çуса хĕл ларсан, Мами вăрманĕнчен чукун çул хĕррине лашасемпе йывăç турттарнă. 1944 çулта çанталăк ăшăтсан Антунине, ялти ытти хĕрсемпе пĕрле, Иваново облаçне торф кăларма янă. Выçăллă-тутăллă ĕçленĕрен çынсем пыйтланнă. Вăрçă чарăнсан тин торф кăларма пăрахса хĕрсем яла таврăннă. Антуни каллех сысна фермине ĕçе вырнаçнă.

– Çак тăватă çул хушшинче ыйхă туличчен çывăрса тата тăраниччен апат çисе курман. Ăшă тумтир пулманран мĕн чухлĕ шăнман-ши; – аса илет 86 çула кайнă Антонина Андреевна, – вăрçă чарăнсан та выçăпа аптăраттăмăр, бригадир пире уйри пиçмен ыраша ухаласа çиме ирĕк паратчĕ.

Мĕнле йывăр пулсан та тăшмана парăнман пирĕн халăх, çутă малашлăха шанса Аслă Çĕнтерĕве кунран-кун çывхартнă.

Л.ГРИГОРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика