23 апреля 2010 г.
Карăклă çынни Ф.Смирнов çут тĕнчене 1924 çулта килнĕ. Ăна амăшĕ, аппăшĕпе пиччĕшĕ юратса пăхнă. Федя шкула çÿреме пуçласан çуллахи каникулсенче колхоз ĕçне хутшăнма тытăннă. Çĕршыва вăрçă çулăмĕ хыпса илсен амăшĕпе пĕрле окоп чавнă, вăрман каснă. 1942 çулхи авăн уйăхĕнче каччăн салтака кайма черет çитнĕ. Чулхулара вăл виçĕ уйăх радиста вĕреннĕ. Специалиста Челябинск хулине ăсатнă. Унта полк йĕркеленнĕ.
Çĕнтерÿ çулĕпе Белорусси, Украина, Молдави, Болгари, Югослави, Чехословаки, Румыни витĕр тухнă. Румынире Федор йывăр аманнă. Сакăр уйăх тĕрлĕ госпитальте сипленнĕ. Аслă Çĕнтерĕве Днепропетровскри госпитальте кĕтсе илнĕ. Ун чухне сулахай аллине татнăччĕ.
– Вăрçăра питĕ хăрушăччĕ. Çапăçусем, çапăçусем... Бомбăсем тăкăнатчĕç, снаряд-мина çурăлатчĕ, пульăсем пуç çийĕн шăхăрса иртетчĕç. Йынăшу, кăшкăрашу, вилĕм. Кĕскен каласан, тамăкри пекчĕ. Çухалса каяс мар, хăраса ÿкес мар тесе çакна хăнăхма тиветчĕ. Хăш чухне вăйсăрлăха пула пĕчĕк ача пек ÿлесе ярас килетчĕ, – терĕ Федор Дмитриевич шухăшĕпе çапăçу хирне таврăнса.
Тăванĕсемпе çывăх çыннисем Федора 1945 çулхи çĕртме уйăхĕнче кĕтсе илнĕ. Кăшт каннă хыççăн пуçĕпех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ.
– Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăл марччĕ. Вут-çулăм витĕр тухнисем çĕнĕ, телейлĕ пурнăç пуçланасса шаннă, ĕненнĕ. Мăшăрпа пилĕк ача çитĕнтертĕмĕр. Шел, арăмпа тăватă ачам пурнăçран уйрăлса кайрĕç ĕнтĕ. Хĕрĕм Ольга Шăхасанта пурăнать. Час-часах ман пата килсе каять, – терĕ ветеран.
Федор Дмитриевич Римма ятлă кинĕ патĕнче пурăнать. Пилĕк мăнук унăн, мăнукĕсен ачисем улттăн. Хаçат-журнал вулама, телевизор пăхма, радио итлеме юратать. Республика тата район пурнăçĕпе интересленсех тăрать.
– Пире, ватăсене, тăвансен тимлĕхĕ, пулăшăвĕ сывлăш пекех кирлĕ. Вĕсем пирĕнпе калаçни кăна мĕне тăрать, мĕншĕн тесен пирĕнтен нумайăшĕ тухса çÿреймест. Ветерансене çывхарса килекен Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, – терĕ вăрçă ветеранĕ Ф.Смирнов.
А.ВИТАЛЬЕВ.