23 апреля 2010 г.
Вăрçă чарăннăранпа кĕçех 65 çул çитет пулин те хăрушă вăрçă саманчĕсем пирĕн чĕресенчех-ха. Эпир хамăр аттесем вăрçă çинчен каласа панине тепĕр хут шухăшласа ăнланатпăр, ачасемпе мăнуксене вĕсен паттăрлăхĕпе паллаштарма тăрăшатпăр. Манăн сире Шаккăл ялĕнче пурăннă Лаврентий Васильевич Васильевпа паллаштарас килет. Вăл – манăн хуняçа.
Л.Васильев икĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Малтан, 1939 çулта, финн вăрçине хутшăннă, кайран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç çапăçнă. Ашшĕ – пĕрремĕш тĕнче вăрçин инваличĕ, вăл фронтран хăрах урасăр таврăннă.
Лаврентий вăрçа малтанхи кунсенчех тухса кайнă. Вĕсем виçĕ пĕр тăван çитĕннĕ. Федорпа Адриан та фронтра пулнă, телее, виççĕшĕ те каялла чĕрĕ-сывă çаврăнса килнĕ.
Л.Васильев ефрейтор совет салтакĕсемпе пĕрле çĕршывăн Хĕвел анăç чиккинчен чакса пырса Мускава çитнĕ. Хыçра тĕп хула çурчĕсем, 10-15 çухрăм пур е çук. Раштав уйăхĕ. Çав тери сивĕ, хăш чухне сывлăш температури 40 градус таранчченех çитет. Йĕри-тавра тарăн юр. Салтакăн темиçе хутчен те постра тăма тивнĕ. Пĕррехинче нимĕç танкĕсен сассине илтет вăл. Пĕр танкĕн тупи хĕрелсех кайнă иккен, çакна Лаврентий Васильевич тÿрех асăрхать, танк енне тупăран тĕллесе перет. Лешĕ чарăнса ларать, иккĕмĕш танкĕ çаврăнать те каялла тарать.
Тÿпере пĕр чарăнмасăр нимĕç самолечĕсем вĕçнĕ, вĕсем совет салтакĕсене парăнма чĕнсе калакан листовкăсем пăрахнă. Анчах та Лаврентий Васильевич Тăван çĕршыва сутман, пур-пĕр тăшмана çĕнтерессе шаннă. Пĕр сутăнчăк офицер çакăн пек патриот пулнишĕн ăна тăнне çухатиччен хĕнесе хăварнă.
Тепĕр 10-12 сехетрен вăл тăна кĕнĕ. Таврара салтаксем пулман. Çывăхра çеç çын нăйкăшнă сасă илтĕннĕ. Ку хамăр районти Çулпуç каччи Яков Максимов пулнă. Вăл контузиленнĕ. Часах Мускав ополченĕцĕсен командирĕ Ларионов тупăннă. Вĕсем виççĕшĕ çичĕ тупăран пĕрре юрăхли ăсталанă. Тăшмансем атака пуçличчен çапăçăва хатĕрленме ĕлкĕрнĕ.
Кĕçех атака пуçланнă, анчах та виçĕ паттăр ăна сирсе янă. Вĕсене хамăр танксем те пулăшнă. Каç пулнă, çапăçу вĕçленнĕ. Ларионов командир паттăрлăх кăтартнăшăн вĕсене Герой ятне пама тăратассине пĕлтернĕ. Çак тĕллевпе вăл командованипе çыхăнма штаб енне çул тытнă, анчах та снаряд пырса тивнипе вилмеллех аманнă.
Сĕм çĕрле кăна пирĕн ентешсем патне хамăрăннисем çитнĕ. Çак тытăçура паттăрлăх кăтартнăшăн, тăшмана тĕп хула патне пыртарманшăн Л.Васильев салтака "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден парса наградăланă.
Мускав патĕнче пынă çапăçусенче нимĕç самолечĕсем асăрхасран юр çинче аялти шурă кĕпе-йĕмпе çеç выртни те пулнă. Кам шăнса вилмен, тăшмана хирĕç малалла çапăçнă.
Л.Васильев артиллерист пĕрремĕш Украина фронтĕнче пулнă. Вĕсене Конев маршал ертсе пынă. Курск пĕкки патĕнче тупăсенчен пĕр чарăнми пенĕ. Çавна май тупăсен вĕçĕсем хĕрелсе кайнă. Çар хатĕрĕсене сыхласа хăварас тесе çĕр каçа вĕсене 200-300 çухрăма урăх вырăна куçарса кайнă, унсăрăн нимĕç самолечĕсем бомба пăрахма пултарнă.
Çак çапăçусем хыççăн Совет çарĕ фашистсене Хĕвел анăç еннелле хăвалама пуçланă. Васильев ефрейтор пĕтĕм Европа урлă каçса Берлин патне çитнĕ. Ăна илессипе пуçарнă операци вăхăтĕнче бомба осколокĕпе сылтăм аякран аманнă. Çурри ытла çĕрпе витĕннĕ салтака санитарка асăрханă. Чавса кăларнă та аманнăскере Прага хулине госпитале ăсатнă. Прага хулине ирĕке кăларнă çĕре шăллĕ Адриан хутшăннă пулнă.
Госпитальте ултă уйăх сипленнĕ хыççăн Л.Васильев яла таврăннă. Вăхăт чылай иртнĕрен ачисене палласа илеймен вăл. Кĕçĕн хĕрĕ ют çынсене киле кĕртме хушманран алăкне питĕрсе лартнă.
Лаврентий Васильевича тăшмана хирĕç хастар кĕрешнĕшĕн "Паттăрлăхшăн", "Прагăна ирĕке кăларнăшăн", "Мускава хÿтĕленĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă тата Сталин алă пуснă Грамотăна парса чысланă.
Мăшăрĕпе, Наталья Ивановнăпа, çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Улттăшĕ педагогика ĕçне суйласа илнĕ. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура. Мăнукĕсем те шкулта ĕçлеççĕ. Васильевсен педагогика династийĕ районта чи пысăккисенчен пĕри.
Вăрçă хыççăн Лаврентий Васильевич хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, арман авăртнă, кăмакаçă пулнă. Кивĕ шкулти кăмакасене аслă ывăлĕпе Юрийпа иккĕшĕ купаланă. Вăрçă паттăрĕсене асăнса ял варрине лартнă палăка та вăлах кĕçĕн ывăлĕпе Вадимпа хăпартнă. Кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕнче палăк умĕнче тăнă чухне хамăн хуняçана ырăпа аса илетĕп. Вăл ялта хисеплĕ çын пулнă. Çав тери вулама юрататчĕ.
Палăк умĕнче митинг пулса иртнĕ хыççăн çулсеренех упăшкапа Юрий Лаврентьевичпа масар çине вил тăприсене тасатма каятпăр. Вăрçă ветеранĕсене, аттепе аннене асăнатпăр. Вĕсемпе эпир мăнаçланатпăр.
С.ВАСИЛЬЕВА.