АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇ УСЛОВИЙĔСЕНЕ ЛАЙĂХЛАТМА

23 апреля 2010 г.

Районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Яланхи пекех вăл район активĕпе тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Унта район администрацийĕн структурăллă подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисенчен йĕркеленĕ информушкăнсен составĕсемпе паллаштарчĕç. Паян вĕсем ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пурăнакансемпе Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнине кĕтсе илес енĕпе хатĕрленĕ мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне (апрелĕн 29-мĕшĕ) паллă тăвас енĕпе мĕнле мероприятисем хатĕрлесе ирттересси, вырăнти тата территорисенчи хăй тытăмлăх органĕсен умне экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çуркуннехи тапхăрне ирттерес, ялсене тирпей-илем кÿрес енĕпе тухса тăнă задачăсем çинчен, совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине кĕтсе илессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕç.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтересси çинчен" йышăннă Указпа килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов вăрçă тата тыл ветеранĕсен ушкăнне пурăнмалли условисене лайăхлатма укçа уйăрса парассине пĕлтерекен документсем пачĕ. Çак документсен хуçисем пулса тăнисене ятранах каласа тухар-ха: И.П.Петров (Кушăкран), Ф.М.Миронов (Ешкилтрен), Я.С.Цаплин (Çĕнĕ Ахпÿртрен), И.А.Кондрашов (Шăхасан выçăлккинчен), А.Д.Зайцева (Яманкассинчен), И.Г.Герасимов (Карăклăран), Е.Е.Егоров (Катекрен), В.Е. Иванова (Йĕрĕхçырминчен), А.А.Шатова (Çĕнĕ Шелттемрен), В.И.Иванов (Юмансартан), С.Н.Савельева (Малти Питтикассинчен), А.А.Алексеев (Малтикасран), М.В.Маркова (Çĕнĕ Маминчен), А. Н.Никитина (Шаккăлтан), Г.Ф.Филиппов (Янкăлчран), Ф.Д. Смирнов (Карăклăран), П.Т. Тимофеев (Уйкасран), И.Л.Лазарев (Йăлмаччаран). Ветерансене хисеп тунă хыççăн информушкăнсем тĕл пулусене васкарĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пыракан ушкăн Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнче пулчĕ. Калаçу Чулкăмакари культура çуртĕнче иртрĕ. Ушкăн членĕсем темăна анлăн уçса пачĕç, ял çыннисем панă ыйтусене хуравларĕç. Чи çивĕч ыйту вăл – пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. Инвесторсем тупас енĕпе нумай ĕçлемелле. Вăхăчĕ вара шав малалла шăвать. Çĕрĕ те пиçсе пырать, хире тухмалли çинчен аса илтерсех тăрать. Уйсенче хыт-хура мар, сарă тырă хумханса лартăрччĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕсем В.Степановпа Э.Александров, район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пыракан ушкăнсем Ăвăспÿрт Кипеч, Янкăлч, Сиккасси ял тăрăхĕсенче пулчĕç.

Информаци кунне район администрацийĕнче пĕтĕм-летрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика