АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРУС ТУРТНИ "ЧĂНКĂ" ПУЛНИ-И?

21 апреля 2010 г.

Хĕвел анăçĕнчи табак туса кăларакан компанисем аслă Раççейре хăйсене шанчăклă туяççĕ. Пирус туртакан арçынсен хисепĕ пирĕн çĕршывра çуллен çул нумайланса пырать. Унсăр пуçне пирус тĕтĕмĕн авăрне хĕрарăмсем ытларах лекеççĕ. Вĕсем хыççăн, реклама пулăшнипе, çул çитмен çамрăксем çак сĕрекене çакланаççĕ. Çамрăксем вара пирус туртни "чăнкă" тата "хĕвел анăçри пек" тесе шутлаççĕ. Унсăр пуçне çитĕннисем те тĕслĕх кăтартаççĕ. Анчах та çак "чăнкăлăх" вăхăт иртнĕçемĕн сывлăх хавшаклăхĕн тĕп сăлтавĕ пулса тăрать.

Сăмах май, Раççейре пирус туртакансен шайĕ тĕнчере чи пысăкки. Енчен те тĕнчери халăхăн 28 проценчĕ туртать пулсан, Раççейре арçынсен 60,4 проценчĕ, хĕрарăмсен 25,5 проценчĕ, вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсен 33 проценчĕ туртать. Пирус туртнипе çыхăннă чир-чĕре пула пирĕн çĕршывра çулталăкра 400 пин çын пурнăçран уйрăлать. Çак кăтарту тĕнчере чи пысăкки.

Туртакансем пирус сĕ-рĕмĕпе пĕрле хăйсен организмне мĕнле япаласем лекнине хăçан та пулин шутласа пăхнă-ши; Табакра пируссăр пуçне хут, клей, фильтр, сăрăсемпе чернил тытăмне кĕрекен пестицидсемпе гербицидсен юлашкисем, удобрени, йывăр металлсем, мышьяк, цианид тата ытти токсинсем, аммиак хутăшĕсем, ытти веществосем пур.

Пирус çуннă чухне сиенлĕ хутăшсен шучĕ темиçе хут ÿсет. Пирусăн çунакан вĕçĕнчи температура 800 градусран иртет, урăхла вăл çÿп-çап çунтаракан пĕчĕк завод пулса тăрать. Çав майпа çыннăн организмне сĕрĕм, ацетальдегид, акролеин, формальдегид тата ытти хутăшсем лекеççĕ.

Сĕрĕмре радиоактивлă хутăшсем нумай: полоний-210, свинец, висмут. Çын кунне пĕр пачка пирус туртни вăл çутă пайăркипе сиенленнипе пĕрех.

Хăш-пĕр пируссене тутлă шăршă е пылак тутă калакан япаласем хутăштараççĕ: ментол, шоколад, сахăр. Вĕсем çын организмне лексе çынна çине-çинех пирус туртма хистеççĕ. Ментол организмри клеткăсене сиенлет, çавна май токсинсем клеткăсене лекеççĕ, рак чирĕ аталанма пуçлать.

Ăслă-тăнлă, анчах пирус сиенлĕ пулнине паян пуçа илменнисем çулсем иртнĕçемĕн, вар-хырăм, карланкă, тута-çăвар ракĕ аталанма пуçласан, чавсисене хытах çыртса илĕччĕç те, анчах ăна çыртма çук. Кая юлнă. Тата çăвара пирус хыпиччен хими кĕнекине уçса çÿлерех асăннă элементсем Менделеев таблицинче мĕнле вырăн йышăннине вуласа, тишкерсе пăхсан аванччĕ. Шкулта вĕренни тахçанах манăçнă, çĕнĕрен аса илни шăпах вырăнлă пулать. Вара, тен, туртакансем те сахалрах пулĕç. Çавăн пекех тата туртакан хĕрсен чирлĕ е сусăр ача çуратас хăрушлăх пурри çинчен те шутламалла мар-ши; Атту кашни кĕтесрех мăкăрлантарма пуçларĕç. (Эпĕ тухтăр мар, куç тĕлне пулнă хăш-пĕр тĕслĕхсем тăрăх кăна çыртăм).

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика