АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРОФИЛАКТИКА ТĔП ВЫРĂНТА

21 апреля 2010 г.

Автоçулсем çинче инкек пулассине сирсе ярас тĕллевпе кăçал виçĕ уйăхра районта 29 профилактика рейдне йĕркелесе ирттернĕ. Унта "Автобус", "Хăвăртлăх", "Ачасем", "Çуран çÿрекен", "Чукун çул урлă каçмалли переезд" тата ытти тĕллевлĕ акцисене кĕртме пулать. Çак мероприятисем вăхăтĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене пăснă 2233 тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсенчен 782-ĕшне пуш уйăхĕнче шута илнĕ.

Водительсене çул çинче мĕншĕн явап тыттарма тивет-ха; Ытларах чухне хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн, кăçалхи пĕрремĕш кварталта çакăншăн 1422 водителе штрафланă (пуш уйăхĕнче – 431). Иртнĕ çулта асăннă тапхăр тĕлне 945 водителе чарнă пулнă (343). Чылайăшĕ хăрушсăрлăх ременĕсене çаклатмасăрах çула тухать, кварталта çак йĕркене 203 çын пăснă, 95-шĕ – пуш уйăхĕнче. Çавăн пекех руль умне эрех ĕçсе ларакансем те пур, кăçал тата пĕлтĕр виçĕ уйăхра 41 водителе вăхăтлăх удостоверенисемсĕр хăварнă. Çакă та паллă, çуран çÿрекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене пăснипе те автоинкексем пулса иртеççĕ. Кăçал 103 çуран çынна административлă майпа явап тыттарнă, пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 94 протокол çырнă пулнă.

Кăçалхи виçĕ уйăхра пĕтĕмпе 9 аварие шута илнĕ, вĕсенче икĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 12-шĕ аманнă. Пуш уйăхĕнче пĕр инкек пулнă, пĕр çын аманнă. Иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне районти автоçулсем çинче 11 автоинкек пулнă, ултă çын вилнĕ, 23-шĕ аманнă. Аварисем чылай чухне водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе, хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине тухса кайнипе пулаççĕ. Ытларах вĕсене Çĕрпÿ – Чĕмпĕр тата Шăхасан – Калинино автоçулсем çинче шута илеççĕ. Вырăскас Пикших тата Асхва ялĕсем çумĕнче çынсене час-часах çапса хăвараççĕ.

Профилактика тĕлĕшĕ-пе вырăнти хаçат, радио тата телевидени урлă ăнлантару материалĕсене халăх патне çитеретпĕр. Уйăхсерен вĕрентÿ учрежденийĕсенче пулса ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе калаçусем ирттеретпĕр. Ачасем çул-йĕр правилисене еплерех пĕл-нине тĕрĕслес тĕллевпе районта тĕрлĕрен конкурссем йĕркелетпĕр.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика