АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УСАЛТАН ТАРАСЧĔ, ЫРĂ ПАТНЕ ПЫРАСЧĔ

21 апреля 2010 г.

Пирĕн районта 41816 çын пурăнать (2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне). Çак йышран 97 проц. – чăвашсем, вырăссем – 2,4 проц., тутарсем – 0,2 проц., мордвасем, марисем тата украинсем – 0,1 процент.

Канаш ен Чăваш Республикин тĕп пайĕнче вырнаçнăран Çĕрпÿ, Вăрмар, Тăвай, Комсомольски, Йĕпреç, Вăрнар районĕсем тата Тутар Республикин Кайбицки районĕпе чикĕленет. Район территорийĕ 983 тăваткал километр йышăнать. Ун урлă федераци пĕлтерĕшлĕ Çĕрпÿ – Ульяновск (41,5 км), республика пĕлтерĕшлĕ Канаш – Йĕпреç, Канаш – Тăвай (32 км), Канаш – Калинино (22 км) автоçулсем иртеççĕ. Район лаптăкĕ самай пысăк пулнăран унти лару-тăрăва контроллесе тăма çăмăлах мар. Мĕнле хаклать-ха районти милици ĕç-хĕлне унăн пуçлăхĕ Юрий Егоров.

– Канаш енре обществăпа политика тĕлĕшĕнчи лару-тăру, телее, паянхи куна йĕркеллĕ. Районта 2010 çулхи январь – март уйăхĕсенче район тата республика пĕлтерĕшлĕ мероприятисем сахал мар пулчĕç. Вĕсене йĕркелесе ирттернĕ вăхăтра чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухмарĕ.

– Юрий Николаевич, преступленисене шута илесси тата вĕсене уçса парасси мĕнле шайра; Саккуна пăсакансене çийĕнчех тупса палăртассипе мĕнле мерăсем йышăнатăр;

– Следствин оперативлă ушкăнĕ йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çийĕнчех уçса патăр тата тĕплĕн тĕпчесе пĕлтĕр тесе контроле вăйлатрăмăр. Профилактика мероприятийĕсене пысăк тимлĕх уйă-ратпăр.

Кăçалхи январь - март уйăхĕсенче шута илнĕ преступленисен шучĕ 18,3 процент (109-тан 129 таран) ÿснĕ. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен шайĕ 10,9 процентпа танлашнă. Виçĕ уйăхра уйрăмах йывăр 2 (2009 çулта – 2) преступлени, 12 (пĕлтĕр – 19) йывăр преступлени шута илнĕ. Унсăр пуçне çынна вĕлернĕ 2 (1), çаратнă 2 (4) фактсене регистрациленĕ. "Шырав" операци вăхăтĕнче следстви органĕсенчен тарса çÿрекен 16 çынран 6-шне тупса палăртнă. 4 виле камсем пулнине халĕ те палăртаймастпăр-ха, вĕсене шыраттаракансем те пулмарĕç ку таранччен. Хыпарсăр çухалнă 14 çын пирки те нимĕнле информаци те илмерĕмĕр.

2010 çулăн 1-мĕш кварталĕнче кĕсьесене, магазинсене çаратнă фактсем пулмарĕç. Анчах та дача çурчĕсене (5 преступлени), хваттерсене (1) ухтарма юратакансем йышлă. Ют çын пурлăхне вут тĕртме (2 факт) алли çĕкленекен çынсем те пурри уйрăмах хытă пăшăрхантарать. Шута илнĕ кашни преступлени пирĕн тимлĕхре. Çав вăхăтрах криминаллă милицин уçса палăртман преступленисене тишкерсе тухмалла, оперативлă шырав мероприятийĕсем йĕркелемелле.

Ушкăнпа тунă 3 преступлени регистрациленĕ. Пи-рĕн ниçта та ĕçлемен, ĕçкĕпе иртĕхекен, малтан судпа айăпланнă çынсем пуçтарăнакан вырăнсене тупса палăртмалла. Паллах, ку енĕпе ял çыннисем те пулăшма пултараççĕ. Вĕсем вырăнти лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăраççĕ.

Кашни кунах "Рынок" тата "Суррогат" операцисем ирттеретпĕр. Вĕсен вăхăтĕнче ЧР 16-мĕш саккунĕпе (сăмакун юхтарса сутнăшăн) 43 çынна административлă йĕркепе айăпласа штраф тÿлеттернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 593 (2009 çулта – 495) çынна, обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçнĕшĕн 50 (22) çынна, çул çитмен çамрăксене эрех ĕçтерсе ÿсĕртнĕшĕн 7 (2) çынна, автотранспортпа ÿсĕрле çула тухнăшăн 41 (41) çынна явап тыттарнă.

– Наркотикпа туслисем те пур-тăр районта. Вĕсене хирĕç кĕрешесси мĕнле шайра;

– Наркотик сутса саккуна хирĕç ĕç тунипе кĕрешесси те пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Оперативлă шырав тата оперативлă профилактика мероприятийĕсен планне хатĕрленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа кун евĕр 1 (пĕлтĕр – 2) преступление учета илнĕ.

– Район территорийĕ урлă нумай автоçул иртет. Çулсем çинчи транспорт хатĕрĕсен шучĕ те, хăвăртлăхĕ те пысăк. Çавăнпа та çулсем çинчи лару-тăру çăмăлах марри куç кĕрет...

– Çул-йĕр инспецийĕн сотрудникĕсем аварисен тĕп сăлтавĕсене палăртассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Январь – март уйăхĕсенче 9 (2009 çулта – 11) авари шута илнĕ, вĕсенче 2 (6) çын пурнăçĕ татăлнă, 12-шĕ (23) аманнă. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 2233 (2210) çынна тытса чарнă. 41 (41) ÿсĕр водителе штрафланă.

Хамăрăн ĕçе куллен тишкерсе малашлăх тĕллевсене палăртатпăр: преступленисене уçса парас енĕпе ĕç пахалăхне лайăхлатмалла; урамсенчи, обществăлла вырăнсенчи йĕркелĕхе сăнаса тăрассине вăйлатмалла тата ыт.те.

– Калаçушăн пысăк тав, Юрий Николаевич. Ырри ытларах, япăххи сахалрах пултăр сирĕн çулăр çинче.

И.ВЛАДИМИРОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика