АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂÇАЛХИ ТУХĂÇШĂН КĔРЕШŸ ПУÇЛАНЧĔ

21 апреля 2010 г.

"Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре семинар канашлу иртрĕ. Районти хуçалăхсен ертÿçисем, тĕп агрономĕсемпе инженерĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле ирттерсе ярасси çинчен калаçрĕç. Кун йĕркипе район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров паллаштарчĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн гендиректорĕ М.Гулиев хутшăнчĕç.

Канашлăвăн практикăллă пайĕ хуçалăхăн çĕр улми хранилищинче пуçланчĕ. Çĕр улми вăрлăхне сеткăсене тултарса шаршанласа хунă. Таса та тирпейлĕ, лайăх упраннă. Пĕтĕмпе 170 тонна. "Невский", "Любава" тата "Удача" сортсем 60 гектар йышăнĕç. Çакăн хыççăн çул тĕш тырă упранакан склада выртрĕ. "Агрорус–Волга" суту-илÿ çурчĕ" тулли мар яваплă пĕрлĕх менеджерĕ В.Васильев, "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Денисов мĕнле препаратсем туянмалли, вĕсемпе епле усă курмалли тата вăрлăха мĕнле им-çамламалли çинчен тĕплĕн каласа пачĕç, канашсем сĕнчĕç. О.Захаров рабочи им-çамламалли шĕвеке епле хатĕрлемеллине кăтартрĕ. Вăл "Доспех" агрегата тухăçлă ĕçлеттерет.

Пĕрлĕхĕн машинăпа трактор паркĕнче те тирпейлĕх хуçаланать. Çуракине хутшăнакан техника юсавлă, хире тухма хатĕр. Çунтармалли тата сĕрмелли материалсене кирлĕ чухлĕ кÿрсе килнĕ. Механизаторсем çителĕклĕ. Парк ĕçĕ-хĕлĕпе "Канаш" пĕрлĕх директорĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Долгов паллаштарчĕ, канашлăва хутшăнакансене интереслентерекен ыйтусене хуравларĕ.

Семинар-канашлăвăн пленарлă пайне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ. Вăл кĕскен районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Чылай енĕпе кăтартусем виçĕм çулхинчен япăхрах. Уйрăмах выльăхсен шучĕ чакса пыни самаях шутлаттарать. Тырри-пуллине, утă-улăмне нумай туса илетпĕр, апла пулсан выльăх апачĕ çителĕклех темелле, анчах та темшĕн-çке кĕтÿсем ÿссе пымаççĕ. Çак енĕпе çанă тавăрсах ĕçлеме тивет. Тĕш тырăсен хакĕ йÿнĕ пулни кăçалхи çураки çине ырă мар витĕм кÿме пултарать. Мĕншĕн тесен хуçалăхсем пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕсене пĕчĕклетме пултараççĕ, кашни хăйне майлă йышăну тума тăрăшĕ. Çапах та лайăххине шанмаллах. Тен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине тимлĕрех пăхмалла, унран продуктсем илессине пысăклатмалла. Çитĕнтернĕ тыр-пул çак отрасле аталантарма сисĕмлĕ пулăшу кÿрĕ.

"Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Долгов çурхи уй-хир ĕçĕсене туса ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Хуçалăх çĕрĕсен çуррийĕ тĕш тырă тата пăрçа йышшисен культурисем йышăнĕç. Кукуруза, выльăх пăрçин лаптăкĕсене пысăклатма шутлаççĕ. Кĕтÿ çÿретме нумай çул ÿсекен курăк акса хăварма палăртнă. Пусă çаврăнăшне анлăлатма пăхнă.

Райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕ (тĕп агрономĕ) Г.Степанов сезонти уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерсе ямалли мерăсем, АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ В.Никоноров районти ял хуçалăх предприятийĕсен финанспа экономикин тĕп кăтартăвĕсем, "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Денисов ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсем фитосанитари енчен мĕнле лару-тăрура пулни, Патшалăх техсăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров машинăпа трактор паркĕсем техника енчен хатĕр пулассине лайăхлатасси, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн эксперчĕ В.Гаврилова тĕрлĕ шайри бюджетсенчен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен тăкакĕсен пайне саплаштарма укçа-тенкĕ уйăрса памалли йĕркесем çинчен каласа пачĕç. Ял хуçалăх культурисене страхлассипе çыхăннă ыйтусене "Компания "Поддержка" представителĕ Э.Григорьева ăнлантарчĕ. Канашри перекет банкĕн управляющийĕн çумĕ В.Ижендеев кредит илмелли çĕнĕ йĕркесемпе паллаштарчĕ.

Семинар-канашлăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕхсен шутне ÿстермелли, электроэнергипе, çунтармалли тата сĕрмелли материалсемпе перекетлĕ усă курмалли, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли, экологи субботникĕсем ирттермелли çинчен каларĕ. Чăваш Енре биотехнологие аталантарни ял хуçалăхне агробиотехнологи çине куçма, биоэнергетика энергийĕпе тивĕçтерес ыйтăва татса пама пулăшни, республикăна пысăк пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси çинче чарăнса тăчĕ. Унăн сăмахĕнче çапла майпа халăхăн пурнăç шайĕ çĕкленĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупăнĕç текен шухăш амаланчĕ.

Комсомольски районĕн райхаçатĕнче ĕçленĕ чухне Урмаел тутарĕ, шел, ятне ниепле те аса илейместĕп, çапла калама юрататчĕ: "Акнă хыççăн хиртен тухма пĕлмелле мар, пăхсах тăмалла, кĕр енне вара вăл тухăçĕпе савăнтарĕ". Çак бабайăн сăмахĕсем питĕ тĕрĕс вĕт-ха. Чылай çĕрте акаççĕ те манса каяççĕ. Вăхăт çитсен вырма тухаççĕ. Тухăçĕ начар пулсан тытăнаççĕ вара сăлтавне шырама: е çанталăкĕ шăрăх тăчĕ, е чирсем тĕп турĕç тата ытти те. Тухăçшăн вара çулталăкĕпех кĕрешмелле. Лайăх хĕл каçармалла, вăхăтра им-çамламалла, кирлĕ кондицие лартмалла, удобрени хывса хăвармалла, сухаламалла, кăпкалатмалла – ĕçĕ мăй таран. Канашлура итлесе ларнă чухне чăн-чăн çĕр ĕçченĕн сăмахĕсем темиçе хутчен те пуçа хĕсĕнсе кĕчĕç те нумайччен каялла тухасшăн пулмарĕç.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, уй-хир ĕçĕсем апрелĕн 25- мĕшĕ хыççăн пуçланĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика