21 апреля 2010 г.
Чăваш патшалăх филармонийĕ ачасен наци пултарулăхне юратакансене тăваттăмĕш хут алăкне яриех уçса ăшшăн йышăнчĕ. Ачасен чăваш юррисене юрлакансен "Мехел" телеконкурсăн çĕнтерÿçисен гала-концерчĕ музыкăпа ачалăхăн çутă уявĕ пулса тăчĕ.
Финала тухнă 14 юрăçа, 14 ансамбльпе хор членĕсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, тăванĕсене, куравçăсене Чăваш Республикин культура министрĕ Р.Лизакова саламларĕ. Вăл "Мехел" конкурс уçнă çамрăк талантсем вăхăт иртнĕçемĕн Чăваш Енĕн музыка культурин мухтавĕ пулса тăрассине пĕлтерчĕ.
Сцена çине асăнмалăх парне, награда илме тухнисем хушшинче пирĕн çамрăк ентешсем те пулчĕç. Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекен Ангелина Сергеева уйрăм юрăçсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Уçырма вăтам шкулĕнчи "Вдохновение" ансамбль "Ансамбльсем тата хорсем" номинацире виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.