АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕХНИКА ХИРЕ ТУХМА ХАТĔР

21 апреля 2010 г.

Хаçатăн иртнĕ пĕр кăларăмĕнче техтĕрĕслев ирттермелли ятарлă графикпе паллаштарнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн АПК организацийĕсенчи техникăсен çур акине тухас умĕнхи тĕллевлĕ тĕрĕслевĕ пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçланса ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет. Патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн районти начальникĕ А.Петров пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне "Родник", "Победит", "Хучель", "Агат", "Канаш", "Путь Ленина", "Нектар" тата ытти хуçалăхсен тракторĕ-прицепĕсене тĕрĕслесе хак панă.

Нумаях пулмасть Патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕ Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне çитсе килчĕ. Çакна палăртма кăмăллă, хуçалăхри мехпарк çулсерен тĕрлĕрен техникăпа çĕнелсе пуянланать, киввисене те механизаторсем юсавлă ĕçлеттерсе пыраççĕ. Палăртнă кун 17 трактор тата 11 прицеп техтĕрĕслев тухрĕç. Хаклав вăхăтĕнче тупса палăртнă хăш-пĕр çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме шантарчĕç "кировецсем". Пĕрремĕш класлă механизаторăн техники те çавнашкалах пулмалла-вĕт. Унсăрăн, техникине кура, класлăхĕ те чакма пултарать.

Юсавлă техникăпа ĕççие пуçăнма та кăмăллă. Кăçалхи ĕç планĕнче пăхса хăварнă тăрăх Анатолий Андреев, Виссарион Петров, Александр Иванов, Станислав Волков тата Андрей Иванов ДТ-75, МТ-1221 тата МТЗ-80 тракторсемпе анасене сÿреме тухĕç. Кĕрхисене апатлантарас ĕçе МТЗ-80 тракторсемпе Анатолий Орлов, Василий Алексеев, Владимир Петров, Андрей Иванов хутшăнĕç. Çĕр пиçсе çитсенех çак механизаторсемпе пĕрле ыттисем те уй-хире хăйсен тракторĕсем хыççăн культиваторсем, каярах сеялкăсем çаклатса тухĕç. Эпир вĕсене çĕнĕ тухăçшăн пыракан хĕрÿ ĕççире ăнăçу сунатпăр.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика