АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИРĔП ПĔЛŸ ПАРАТЬ

16 апреля 2010 г.

Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн учителĕ Людмила Петровна Емельянова (ÿкерчĕкре) ачасене физикăпа математикăна вĕрентессинче çĕнĕ меслетсемпе усă курать. Вăл пĕлÿ паракан ачасем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ: пĕлÿ пахалăхĕ 55 процентпа танлашать. "Ачасен пултарулăхне аталантарма тата ППЭне тĕплĕн хатĕрленме математика урокĕсенче информаци технологийĕсемпе усă курасси" ыйтупа ĕçленĕ май модуль вĕрентĕвĕн технологине, шыравпа проект ĕçĕсене тĕпе хурать. Людмила Петровна вĕрентекен ачасем математикăпа тытакан пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче лайăх кăтартупа савăнтараççĕ: 2006 çулта вăтам балл 66,6 (районта – 55,05); 2008 çулта – 59,7 (районта – 49,99, республикăра – 48,28); 2009 çулта – 63,5 (районта – 51,73, республикăра – 52,6); пĕрлехи муниципаллă экзаменра: 2007 çулта вăтам балл 4,5 (районта – 3,85), 2008 çулта 4,0 (районта – 4,0) пулнă.Математика урокĕсенче илнĕ тарăн та çирĕп пĕлÿ ачасене аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсене çăмăллăнах вĕренме кĕме май парать. Профиллĕ классенче ĕçлесе Людмила Петровна пысăк опыт пухнă. Юлашки пилĕк çулта икĕ студент И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕренеççĕ.

Людмила Петровнăн вĕренекенĕсем "Математикăн суйласа илнĕ ыйтăвĕсем" математика кружокне хавхаланса çÿреççĕ, районти тата республикăри мероприятисене хастар хутшăнаççĕ: республикăра математикăпа ирттернĕ дистанци олимпиадинче 10 ача Тав çырăвне тивĕçрĕç, пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри çамрăксем хушшинче математикăпа иртнĕ олимпиадăра 9-мĕш тата 6-мĕш классенче вĕренекенсем призерсем пулчĕç.

Л.Емельянова математика учителĕсен шкулти методика пĕрлешĕвне те ăста ертсе пырать. Ĕçтешĕсене педагогикăри çĕнĕ меслетсене алла илме пулăшать, математика учителĕсен районти ассоциацийĕн ларăвĕсене хутшăнать, уçă уроксемпе мастер-классем ирттерет, докладсем тăвать.

2006 çултанпа 9-мĕш "а" класа ертсе пырать. Вĕренÿре, спортра, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Лариса Орынко район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине (2007 çулта), кăçал Александра Дмитриева ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçрĕç. Людмила Петровнăн класĕнчи виçĕ ача йĕлтĕрпе чупса район, республика, Раççей ăмăртăвĕсенчен çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса таврăнчĕç. Бокс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ те пур.

Пирĕн вĕрентекен районти олимпиадăсен, математика учителĕсене аттестацилекен жюрисен, муниципаллă пĕрлехи экзаменсен комиссийĕн членĕ. Асхва ял тăрăхĕнчи обществăлла ĕçсене хаваспах хутшăнать, ялти культура çурчĕ çумĕнчи "Çавал пикисем" ансамбле юрлама çÿрет, волейболла выляма юратать. Пĕрле ĕçлекенсем, ачасем, ашшĕ-амăшĕсем, ял çыннисем хисеплеççĕ ăна.

Нумай пулмасть Людмила Петровна 50 çул тултарнине паллă турĕ. Эпир ăна хаçат урлă ачасен тата ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани панăшăн тав тăватпăр, юбилейпе саламлатпăр.

В.ТИМОФЕЕВ, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика