АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭПИР ТŸСНИНЕ ÇАМРĂК ĂРУ АН КУРТĂР

16 апреля 2010 г.

Карăклă ялĕнче 93 çула çывхрса пыракан Римма Ивановна Кирова пурăнать. Учитель ĕçне вăл 1934 çулта пуçăннă.

– Тăхăр теçетке урлă каçасса нихăçан та шутламан. Хăлха та лайăх илтет-ха, куç та аванах курать. Урасем çеç хама итлесшĕн мар, – тет пурнăçра терт-нушине чылай тÿссе ирттернĕ кинемей.

– Римма Ивановна, хăвăр ачалăх çулĕсем çинчен мĕн каласа пама пултаратăр;

– Эпĕ 1917 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Вăрмар районне кĕрекен Арапуç ялĕнче çуралнă. Манăн атте, Иван Киров, çак ялта фельдшер пулса ĕçленĕ. Каярах вăл Сиккассинчи больницăна ĕçлеме куçнă. Хăй вĕреннĕ çын пулнă май пире те пĕлÿллĕ тăвассишĕн тăрăшатчĕ. "Сирĕнтен пĕрисем тухтăр, теприсем вĕрентекен пулччăр", – тетчĕ вăл. Чăнахах та, Нюра йăмăкăм тухтăра, Лиза фельдшера вĕренсе тухрĕç. Эпĕ вĕрентекен пулас ĕмĕтпе педагогика техникумне кайрăм.

– Хăш шкулсенче ĕçленĕ эсир;

– Ĕçлеме эпĕ 1934 çулта пуçларăм. Хамăр Тăвай районĕнче пурăннă пулин те ачасене вĕрентме Ачча шкулне кайрăм. Унта 1939 çулччен тимлерĕм.

Атте Сиккассинче ĕçлесе Яманкасси ялĕнче хваттерте тăратчĕ. Вăтаялĕнчен унта вăрман урлă тÿрех тухма пулатчĕ. Аттепе иксĕмĕр çÿрĕпĕр тесе Яманкасси шкулне вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме куçрăм. 1948 çулта шăпа Карăклă шкулне çавăрса килчĕ, çак шкулта мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçлерĕм.

– Сирĕн сĕтелĕр çинче 1936 çулта "Социализмшăн" хаçатра пичетленсе тухнă заметкăсене те курма пулать.

– Çапла, питĕ тĕрĕс. Эпĕ ун чухне 19 çултаччĕ. Хаçата çыркаласах тăраттăм. Пичетленсе тухсан тĕлсĕр вырăна пăрахман, ачин ачисене кăтартăп тесе упраса хăварнă. Паян, акă, эсир те вуласа паллашма пултаратăр. "Вĕренÿ çулĕн малтанхи кунĕсем" заметка: "Карăклăри шкул директорĕ И.Иванов Горький хулине учительсен съездне кайса килнĕ. Çак съезд ĕçне Совет Союзĕн Геройĕ Валерий Чкалов хутшăннă. Горькинчен И.Иванов естествознанипе, зоологипе, географипе таблицăсем илсе килнĕ". (1936 ç., 89 ").

– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 65 çул çитет. Эсир Çĕнтерÿ кунне еплерех аса илетĕр;

– Хаяр вăрçă вăл вăхăтри чылай çын телейне татрĕ, манăн шăпам та çавнашкалах çаврăнса тухрĕ. 1941 çулхи ака уйăхĕнче Яманкасси шкулĕнче вĕрентекен Арсентий Григорьевич Григорьевпа çемье çавăртăмăр. Икĕ уйăхран манăн упăшка вăрçа тухса кайрĕ. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче ывăлăм Виталий çуралчĕ. Çав çулах çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче савнă мăшăрăн вилнĕ хучĕ килчĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче пурте юрлаççĕ, савăнаççĕ. Эпĕ вара пушă класа кайса лартăм та выртсах макăртăм. Вăрçăран манăн Мишша шăллăм та, ачан ашшĕ те таврăнаймарĕç. Шанчăка çухатмарăм, таврăнатех пулĕ тесе 1948 çулчченех кĕтрĕм. Кĕтрĕм, кĕтсе илеймерĕм. Каярах Карăклă каччипе Григорий Иванович Ивановпа çемье çавăртăм.

– Ачăрсем, мăнукăрсем, вĕсен ачисем миçен тата; Сирĕн патăра килсе çÿреççĕ-и;

– Манăн тăватă ача: Виталий (1942 çулта çуралнă), Роза (1950 ç.), Валерий (1955 ç.), Людмила (1957 ç.). 12 мăнук, вĕсен 8 ачи çитĕнет. Хам уткаласах çÿрейместĕп, Роза хĕрĕм пăхса тăрать. Ыттисем те килкелесех тăраççĕ. Май килмен чухне телефонпа çыхăнатпăр.

– "Канаш ен" хаçата вулакансене мĕн каланă пулăттăр;

– Мирлĕ пурнăç пултăр. Эпир тÿссе ирттернĕ нушана урăх никамăн та курмалла ан пултăр.

Римма Ивановнана Çĕн-терÿ тунăранпа 65 çул çывхарнă ятпа саламлатăп, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатăп. Калаçма кăмăл тунăшăн тав тăватăп.

Л.ГРИГОРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика