АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАРĂКЛĂРИ ЛАВККАРА

16 апреля 2010 г.

Канаш - Юмансар маршрутпа çÿрекен автобус Çĕрпÿ - Сызрань автотрассăран пăрăнса Карăклăна яка çулпа çăмăллăн ярăнса кĕчĕ. Ял варринчи чарăнура анса юлтăм та кунти райпо магазинĕ еннелле çул тытрăм. Çĕнĕ урамри кермен çуртсене автобус чÿречинчен киленсе сăнанă чухнех асăрхарăм: уйрăм çын тытакан пĕчĕк лавккасем нумай кунта. Пĕтĕмпе тăваттă иккен. Çакна тиркесе каласшăн мар эпĕ - ĕçлеччĕрех, ял çыннисене хăйсен таварĕсемпе савăнтарччăр, конкуренци кирек хăш сферăра та йĕрке тума, ĕç культурине ÿстерме пулăшать. Урăххи канăçсăрлантарчĕ мана: çакнашкал çивĕч лару-тăрура райпо магазинĕ мĕнлерех аталанса пырать-ши, тавар туянакансене çухатман-и вăл;

Кирпĕчрен хăпартса лартнă çутă та ирĕк суту-илÿ çуртне кĕрсен иккĕленÿллĕ шухăшсем туххăмрах сĕврĕлчĕç: халăх ялти потребкоопераци магазинне пăрахман. Ольга Зиновьева сутуçă (ÿкерчĕкре) тавар туянма килекен кашни çынна тарават кĕтсе илет. Пуринпе те - сумлă мучи-кинемейсемпе те, çамрăк çынсемпе те, вĕтĕр-шакăр ача-пăчапа та - пĕр чĕлхе тупать вăл. Хамăр районти Вăрман Енĕш ялĕн хĕрĕ сутуçă профессине райпори магазин-шкулта вĕренсе алла илнĕ.

- Тăван ялтан виççĕн вĕрентĕмĕр унта: Люба Андреева, Люда Михуткина тата эпĕ, - аса илет Ольга Ивановна. - Люба халĕ Шăхасанти универсамра вăй хурать. Мана шăпа, авă, Карăклăна илсе çитерчĕ. Иккĕмĕш çул тимлетĕп кунта. Чăннипе кăçал маншăн юбилей çулĕ: райпо тытăмне ĕçе вырнаçнăранпа 25 çул çитет.

Магазина килнĕ çынсемпе те калаçу пуçартăм. Акă, аллине туя тытнă кинемей çăкăр, минтай пулă туянчĕ (ÿкерчĕкре). Паллашатăп: Наталия Никифоровна Никифорова. Сакăр вун виççĕре. Тыл ветеранĕ. Пурнăçĕ çăмăл пулман. Çемьере улттăн çитĕннĕ, вăл - асли. Амăшĕ ир çĕре кĕнĕрен, ашшĕ вăрçăран инвалид пулса килнĕрен кĕçĕннисене пăхса ÿстересси ун çине тиеннĕ. Чăтнă, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усман. Паян ăна ялти культура çуртĕнче "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул" юбилей медалĕпе чысланă.

- Тавар туянма эпĕ ялан райпо магазинне çÿретĕп. Тем те туянма пулать кунта. Пăх-ха, сентресем речĕпех тулли. Тата сутуçи питĕ маттур. Хисеплет пире, ватăсене, тăван пекех кĕтсе илет, - хавхаланса пĕлтерчĕ Наталия Никифоровна.

Килĕшетĕп унпа: магазинта таварсен ассортименчĕ чăннипех пуян. Райпо цехĕсенче туса кăларнă çимĕç нумай. Акă, кăпăшка çăкăр-булка, сухари, пĕре-мĕк, кĕсел, зефир, вареники, рожки - пурне те уйрăммăн асăнма хаçатра вырăн та çитмĕ - райпо пекарнисенче пĕçернĕскерсем. Витрина-холодильникри пулăсене хатĕрлев кантурĕнчи цехра тăварласа тĕтĕмленĕ. Ял çыннисем вĕсене юратса туянаççĕ.

Сылтăмра арçын кĕписем, халатсем çакăнса тăраççĕ. Кунтах тĕркемре утиял, вырăн таврашĕ. Вĕсене райпон çĕвĕ цехĕнче çĕленĕ иккен. Хакĕсем те "çыртмаççĕ". Акă, алшăлли 35 тенкĕ тăрать. Районти потребобщество ял çыннисемшĕн тăрăшни куçкĕрет.

- Çак магазин икĕ яла - Карăклăпа Çăлпуçа çыхăнтарать. Малтан кунта центр пулнă. Пĕр вырăнта шкул, клуб, фельдшерпа акушер тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пунктсем вырнаçнăччĕ, - каласа парать Александр Кудряшов. Сан Санч магазин ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ кăмăллă. "Лавкка пĕр хушă хупăнса тăчĕ, Ольга Ивановна "чун кĕртрĕ" ăна. Халăха куллен кирлĕ тĕрлĕ таварпа çителĕклĕ тивĕçтерессишĕн тăрăшнипе пĕрлех суту-илÿ çуртĕнчи тасалăхпа тирпейлĕхе те çирĕп тытса тăрать", - пĕлтерчĕ вăл.

Пурăна киле ял "ген-планĕ" темшĕн-çке улшăннă: çĕнĕ шкул та, культура çурчĕ те, ача сачĕ ял хĕрринчи çара уя куçса ларнă.

Магазинти таварсемпе паллашнă май пайщиксен кĕтесĕ куç тĕлне пулчĕ. Чарăнсах паллашрăм. Тавар туянаканăн правилисемпе суту-илÿ йĕркисем тата ытти пирки те тĕплĕн пĕлме пулать унта. Магазин ял çыннисенчен сĕт, тĕрлĕ чĕр-тавар пуçтарать. Кун пирки те унта пĕлтерÿ пур.

Паллах, чĕрĕк ĕмĕр прилавок умĕнче тăрса пысăк ăсталăх пухнă Ольга Зиновьева: сутă тăвас енĕпе те, çынсемпе хутшăнас тĕлĕш-пе те. "Магазина килекенсене яланах хавас эпĕ. Тавар туянакансем йышлă пулсан ĕçлес хавхалану кĕрет. Эсир те пирĕн пата килсех çÿрĕр", - çапла каласа ăсатрĕ пире харсăр сутуçă. Çакăн пек ăшă сăмахсемпе кашни çын кăмăлне çĕклет вăл. Ĕçĕсем яланах ăнса пыччăр унăн.

А.ВЛАДИМИРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика