АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔНЕКЕ СУТАССИПЕ - КОНКУРС

16 апреля 2010 г.

Культура министерстви, Чăвашпотребсоюз тата Чăваш кĕнеке издательстви республикăри потребобщество организацийĕсем хушшинче социаллă пĕлтерĕшлĕ литература сутассипе конкурс ирттересси пирки пĕлтереççĕ.

Конкурс тĕллевĕ - ял çыннисем хушшинче наци литературине юратма вĕрентесси тата çак туртăма чĕртсе тăратасси, ялта пурăнакансен ăс-хакăл, кăмăл-сипет, пултарулăх вăйне аталантарма пулăшасси, вĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ литературăпа май килнĕ таран тивĕçтересси.

Конкурс 4 номинаципе иртет. Çĕнтерÿçĕсене çак виçепе палăртаççĕ:

- "Социаллă литература сутакан лидер" - çулталăк итогĕсем тăрăх 1 кв. м суту-илÿ лаптăкне шута илсе социаллă пĕлтерĕшлĕ литературăна сутса чи пысăк кăтарту тунă организаци;

- "Социаллă пĕлтерĕш-лĕ литературăн чи лайăх сутуçи" - организацире ĕçлекен персонал пĕр çынран ытла пулмалла мар, çулталăк итогĕсем тăрăх 1 кв. м суту-илÿ лаптăкне шута илсе социаллă пĕлтерĕшлĕ литература сутса чи пысăк кăтарту тумалла;

- "Ачалăх çĕршывĕ" - çулталăк итогĕсем тăрăх 1 кв. м суту-илÿ лаптăкне шута илсе социаллă пĕлте-рĕшлĕ ача-пăча литературине сутса чи пысăк кăтарту тунă организаци;

- "Мухтав сана, вĕренÿ кĕнеки" ("Его величество - учебник") - çулталăк итогĕсем тăрăх 1 кв. м суту-илÿ лаптăкне шута илсе социаллă пĕлтерĕшлĕ вĕренÿпе методика литературине сутса чи пысăк кăтарту тунă организаци.

Конкурса хутшăнма 2011 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен Чăваш кĕнеке издательствине (Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13, тел. 57-16-63, 55-24-09) конкурс материалĕсемпе пĕрле - вĕсем текст (ăнлантарса çырни), ÿкерчĕксем, фото, видео пулма пултараççĕ - заявка тăратмалла.

Пĕлтĕрхи конкурсра Комсомольскинчи "Суту-илÿ çурчĕ" ООО ("Социаллă литература сутакан лидер"), Муркашри райпо ("Мухтав сана, вĕренÿ кĕнеки") тата Йĕпреçри райпо ("Ачалăх çĕршывĕ") çĕнтернĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика