16 апреля 2010 г.
Мартăн 17-мĕшĕнче Мускавра Раççейри Центросоюз Канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта хутшăннисем çĕршыври потребкоопераци аталанăвне тĕплĕн тишкернĕ. РФ Центросоюз Канашĕн председателĕ Евгений Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, вăйра тăракан саккунсене улшăнусем кĕртнипе, "Единая Россия" партипе тата Патшалăх Думинчи унăн фракцийĕнчи депутатсемпе тачă çыхăнса ĕçленипе потребкоопераци патшалăх енчен чылай çăмăллăхсем илнĕ. Чи малтанах çакă "Суту-илÿ çинчен" саккуна пырса тивет. Унччен çак саккунра потребкоопераци организацийĕсене мала хуман, регион шайĕнче патшалăх пулăшăвĕ парассине те çирĕплетмен. Халĕ вара потребсоюзсем вырăнти влаçран та пулăшу илме тивĕç. Иртнĕ çул декабрьте Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев потребкооперацин тата ял хуçалăх потребкооперативĕсен организацийĕсене пулăшмашкăн мерăсем хатĕрлеме хушнăччĕ. Кĕскен каласан, юлашки вăхăтра саккунсем потребкооперацишĕн те, пĕчĕк тата вăтам бизнесшăн та лайăх енне улшăннă.
Центросоюз Канашĕн членĕсем 2010-2012 çулсенче кооператив никĕсĕ çинче ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине, тирпейлессине тата сутассине аталантармалли Программа проектне тишкерсе тухнă. Ку программăна Центросоюзра хатĕрлесе Раççей Правительствине тăратнă. Евгений Кузнецов çак документа сÿтсе явнă чухне малта пыракан потребсоюзра, тĕслĕхрен, Удмуртире, Тутарстанра е Чăваш Енре, семинар йĕркелеме (çак регионсен ертÿçисем потребкооперацине пулăшнипе çитĕнÿсем пулнине кăтартма), унта пĕрремĕш вице-премьера Виктор Зубкова явăçтарма сĕннĕ.
Хăйĕн сăмахĕнче Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов (ÿкерчĕкре) çакна палăртнă:
"Паян кооператив çине таянса ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине, тирпейлессине тата сутассине аталантармалли программăна сÿтсе яврăмăр. Çак документа питĕ кĕтетпĕр эпир. Хамăр енчен, хатĕрлев калăпăшне ÿстерме мĕн кирлине пĕтĕмпех тума хатĕр. Çавăн пек майсем тата çавăн пек плансем пур пирĕн. Пĕлтĕр эпир 22 пин тонна сĕт, 2,5 тонна аш-какай туянтăмăр. Кăçал ытларах туянма шутлатпăр, уйрăмах пулăшусем, субсидисем, инвестицисем пулсан. Халĕ пире, тĕслĕхрен, хуласенче пасарсем тума строительствăна укçа-тенкĕ хывни кирлĕ, çакă хулара пурăнакансене ял продукчĕсене ирĕккĕн туянма май парĕ.
Ял çыннисен хуçалăхĕнче çамрăк выльăх самăртас ĕç опычĕ пирки те калаçу пулчĕ паян. Ку тĕлĕшпе пирĕн патăрта Элĕкри, Комсомольскинчи райпосем хастар ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр вĕсем пĕтĕмпе 550 сысна çури сутнă.
Евгений Кузнецов ял хуçалăх подразделенийĕсене ООО евĕр йĕркелеме сĕннĕ механизм питĕ интереслентерчĕ. Çак çул-йĕр харпăрлăха упраса хăварма, çав вăхăтрах ял хуçалăх ĕçĕпе субсидисем илме май парать. Ку ыйтупа çине тăрса ĕçлĕпĕр".
Чăваш Енри кооператорсен ертÿçи Валерий Павлов ял хуçалăх продукчĕсене ытларах туянасси вĕсене сутмалли майсенчен нумай килнине те палăртнă. Акă, пĕлтĕр республикăра сĕт сутассипе йывăрлăхсем пулнă. Малашне те чăрмав кÿмĕç-и вĕсем; Вырăнти монополистсем - сĕте тирпейлекен пысăк предприятисем - чĕртаварăн сутăн илмелли пĕчĕк хакĕсем çинчен калакан отрасльти килĕшÿ çумне пĕрлешме васкамаççĕ.
Центросоюз Канашĕ Правлени йышне улшăнусем кĕртнĕ, Пĕрлехи суту-илÿ системин отчетне итленĕ, тĕрлĕ нумай ыйтăва сÿтсе явнă. Акă, Новгород облаçĕнчи потребобщество правленийĕн ертÿçи Станислав Садальский, лару-тăрупа усă курса, РФ Правительствине Раççейри кооператорсен кунне çирĕплетме сĕннĕ. Хальлĕхе çĕршывра кун пек уяв çук. Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ вара официаллă йĕркепе кану уявĕ шутланмасть.
А.ВЛАДИМИРОВ.