АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУТ–ÇУЛĂМ ВИТĔР ТУХНĂ МĂШĂР

16 апреля 2010 г.

Тăвай районĕнче Сивçырма ятлă пĕчĕкçĕ ял пур. Çак ялта Валериан Егоровичпа Феодора Ивановна Стекловсем çуралса ÿснĕ. Çемье пуçĕ мĕн пенсине тухичченех Канаш районĕнчи Сухайкасси вăтам шкулĕнче ачасене физикăпа математика вĕрентнĕ. Унăн мăшăрĕ пĕр вăхăт ял Советĕнче, шкулта секретарь пулса ĕçленĕ, вăтăр çула яхăн Канашри лавккасенчен пĕринче сутуçăра тăрăшнă, "Суту-илÿ отличникĕ" хисеплĕ ята, "Хисеп палли" ордена тивĕç пулнă.

Стекловсем Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ. Феодора Ивановна вăрçă çулĕсемпе Ленинград облаçĕнчен Берлина çитнĕ. Балтика тăрăхĕнчи республикăсене, Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Ăна "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Ленинграда хÿтĕленĕшĕн" медальсемпе наградăланă. Валериан Егоровича виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă.

Стекловсем Канашра Хĕвелтухăç микрорайонта пурăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем патĕнче пултăм, вĕсен аса илĕвĕнчи хăш-пĕр самантсене вулакансем патне çитерес терĕм.

Феодора Ивановна: "Ялĕпех ăсатрĕç"

ВĂТАМ пĕлÿ илес тесе тăватă шкулта вĕренме тиврĕ: Çĕнçырмара, Эльпуçĕнче, Тăвайĕнче тата Енĕш Нăрвашра. Тăван ялтан 6-8 çухрăмсенче вырнаçнă вĕсем. Паллах, йывăрччĕ, çапах та , халĕ шутлатăп та, телейлех пулнă çав эпĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсен паллă артисчĕсемпе Вера Кузьминапа тата Николай Степановпа пĕрле вĕреннĕ: вĕсемпе кулнă-шÿтленĕ, калаçнă, вылянă, хăш чухне вăр-çăнса та илнĕ пулĕ: ача ачах ĕнтĕ, унсăрăн епле-ха.

Вăрçă пуçланнă çул эпĕ вун саккăрти хĕрччĕ. Кĕркунне вуннăмĕш класа каймаллаччĕ. Çурла уйăхĕнче районти çар комиссариатне чĕнтерчĕç. Тухса утрăм Тăвайне. Унта çитсен ман хăлхана çакăн пек сăмахсем кĕчĕç: "Çак хĕрĕн ĕнтĕ ашшĕпе пĕр кунта вăрçа тухса каймалла. Амăшĕн мĕнле чăтмалла ĕнтĕ çак пысăк хуйха". Чун хурланса кайрĕ, йĕрсе ярас мар тесе хама хам аран-аран тытса чартăм. Ăнланчĕç мана кунти çар çыннисем. Аттене фронта авăн уйăхĕнче, мана тепĕр икĕ кунтан ярас терĕç. Комисси витĕр тухрăм. Киле çитсен йăлтах аннене каласа патăм. Иксĕмĕр те тăраниччен макăртăмăр, атте те, икĕ вăр-çăра пулнăскер, куçĕсене кĕпе çаннипе шăла-шăла илчĕ.

Мана фронта ăсатнă чухне шкулта вĕрентмерĕç. Пурте манпа сыв пуллашма тухрĕç. Эх, аса илме питĕ йывăр-çке çав саманта. Те вилме, те чĕрĕлме çула тухнă эп ун чухне. Чĕрене ыраттарса, чуна хурлантарса уйрăлтăм кил-йышпа, шкулпа.

Шупашкарта икĕ уйăх çурă телеграфистка-морзеисткăна вĕрентрĕç. Унтан фронта ăсатрĕç. Волхов фронтĕнчи çыхăну полкне лекрĕм. Пирĕн тивĕç – çар операцине ирттернĕ чух пĕтĕм чаçсемпе çыхăну тытса тăрассиччĕ.

Ăнсăртран

чĕрĕ юлтăм

ТЕМ те пулать вăрçăра. Пĕррехинче тĕлĕнмелле майпа вилĕмрен çăлăнса юлтăм. Ленинград облаçĕнче пулса иртрĕ вăл. Тĕрлĕ чаçсенчен илнĕ сведенисене, приказсене, сводкăсене эпир штаба кайса параттăмăр. Çав кун нимĕç татти-сыпписĕр персе тăчĕ. Анчах та мĕнле пулсан та донесенисене вăхăтра кирлĕ çĕре çитермеллеччĕ. Эпир, çĕр пÿртре ларакан телеграфисткăсем, çак ĕçе черетпе тума шутларăмăр. Эпĕ чи хĕрринче, алăк çумĕнче. Манран пуçлас терĕç.

Тулта хăрушă, çĕр айăн-çийĕн çаврăнать тейĕн. Нумай та каяймарăм, хыçра питĕ хыттăн шартлатса çурăлни илтĕнчĕ. Çаврăнса пăхрăм та... Пирĕн çĕр пÿрт вырăнĕнче пысăк шăтăк çеç курăнса выртать.

Турă çырни пулчĕ-ши ку е хамăн телейĕ çавнашкал. Хĕрсене вара питĕ шел, çамрăклах пуçĕсене çирĕç, хăшĕ-пĕрисем ман пекех каччăпа ыталашса чуп туса та курманччĕ.

Лаша пĕççи

ЛЕНИНГРАД блокадинче тамăкри евĕрччĕ. Апат-çимĕç енчен питех те кансĕрччĕ. Хăш чухне ăша темиçе талăк çăкăр тĕпренчĕкĕ яман. Кун пек чухне çиме мĕн юрăхлă, çавна çăвара персе чикнĕ.

Пĕрре çапла тус-хĕрпе Зина Засоринăпа пушă хырăма мĕнпе те пулин тултарас тĕллевпе çапăçу пулса иртнĕ вырăна кайрăмăр. Шыракан тупать тенĕ евĕр, ăнчĕ çав кун пире. Ирĕлсе пĕтме пуçланă юр айĕнче лаша пĕççи тупрăмăр. Ăна хамăр службăра тăракан вырăна илсе килтĕмĕр. Мĕнле çумалла-ха ăна; Çывăхра шыв çук, Нева инçе. Хĕрсенчен пĕри путвалта пăрăхран шыв хытах тумласа тăни çинчен пĕлтерчĕ. Наччасрах таз кайса лартрăмăр. Çурри таран тулсан лаша пĕççине çурăмăр, хуртсенчен тасатрăмăр, урлă-пирлĕ каскаласа ăнсăртран тупнă хурана ятăмăр та çатăртатса çунакан тимĕр кăмака çине лартрăмăр. Урамран юр илсе кĕтĕмĕр. Хуран шывпа тултăр тесе картишне темиçе хутчен те тухса кĕме тиврĕ. Акă лăкăртатса вĕреме пуçларĕ. Кăпăкпа пĕрле хуртсем явăнма тытăнчĕç. Вĕсене кăпăкĕ качки алтăрпа ăса-ăса айккинелле ывăтрăмăр.

Какай пиçсе çитни пирĕншĕн чăн-чăн уяв пулчĕ темелле. Тăраниччен çинĕ хыççăн тин ырханланса кайнă хĕрсен сăн-питĕнче савăнăç шевли çиçме пуçларĕ.

Лаша какайне çавăн чухне çисе куртăм, унтанпа ăна пĕрре те çăвара хыпман. Чăвашсем çак ĕç выльăхне арçынпа танлаштарнă, çавăнпа нихăçан та пусса çимен. Мĕн тăвас тетĕн-ха, выçлăх вăл тăшман пульлинчен те хăрушăрах.

Хитреччĕ çав Мишша

ÇĂМĂЛ аманнă хыççăн мана санчаçе куçарчĕç. Суранланнисене пăхса тăраттăмччĕ. Наступлени ăнăçлă иртнĕ хыççăн çĕнĕ вырăна куçарчĕç. Санчаç валли уйăрнă çурта тĕрлĕ ăпăр-тапăра йăтнă чухне манăн пĕр çыру чăматанран тухса ÿкнĕ. Каç енне, шыв хатĕрлес тесе юр илме тухсан, ман пата чипер те яштака пÿ-силлĕ артиллерист пырса тăчĕ, сывлăх сунчĕ те:

– Чиперкке, эсĕ Феодора Ивановăна (хĕр чухнехи хушаматăм) пĕлетĕн-и; Тупма çук-ши ăна; – тесе ыйтрĕ.

– Мĕн тума кирлĕ-ха вăл сана;

– Çыру тупрăм, ăна Чăваш Республикинчен янă. Эпĕ хам та унтан та... Ентеше курас килчĕ.

– Эсĕ вара чăвашла пĕлетĕн-и; – ыйтрăм.

Иксĕмĕр те хыттăн кулса ятăмăр. Чылайччен калаçрăмăр унпа. Тăвана тĕл пулнă пекех туйăнчĕ. Миша Тимофеев, çапла чĕнеççĕ ăна, Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Урăх ăна курма тÿр килмерĕ. Тăван киле час таврăнаймарăм. Мишша пирĕн яла пырса кайнине кайран пĕлтĕм. Сивçырма хĕрĕсен чĕрисене вут хыптарса хăварнă терĕç. Ун пек хитре каччăна епле куç хывмăн.

Михаил Тимофеев чĕрĕ-сывах пулсан сассине паратех пуль тетĕп.

Акăлчансен шинелĕ

ПОЛЬШĂРАЧЧĔ эпир ун чухне. Çĕнĕ çул умĕн пире театра илсе кайрĕç. Хамăр çĕршывран артистсем килнĕччĕ. Пурне те килĕшрĕ спектакль, уйрăмах мана. Ялта ÿснĕ чăваш хĕрĕ ăçтан-ха чăн-чăн артистсен ăсталăхне пысăк сцена çинче курма пултарнă-ха.

Ман савăнăç хывăнмалли пÿлĕме çитсен ирхи тĕтре пекех çухалчĕ. Шинеле такам вăрласа кайнă. Пĕтĕмпе ултă çынăнне çаклатса тухнă. Шинель шыракансем хушшинче генерал та пурччĕ. Чун хурланнипе ĕсĕклесе ятăм. Ниепле те чарăнаймастăп. Хамăрăн командир мана пĕчĕк ачана лăплантарнă пек лăплантарать.

– Тупнă кулянмалли. Салтаксем валли паян тесен паян темиçе шинель тупса пама пултаратăп. Вăт генералпа мĕн тумаллине пĕлместĕп. Кунта пуçа ватмалăх пур, – терĕ вăл .

Тепĕр кунне мана акăлчан салтакĕсен вĕр-çĕнĕ шинельне тыттарчĕç.

Çăхан йăвинче

ПИРĔНТЕН кашниннех, пирĕн анчах мар, ытти салтаксен те пулĕ, Берлинта пулса курасси пысăк ĕмĕт пулнă. Рейхстага эпир, чăвашсем, хамăр хушăра çăхан йăви теттĕмĕр. Çăханĕ вăл Гитлер ĕнтĕ. Çĕнтерĕве эпир Германи тĕп хулинче кĕтсе илеймерĕмĕр, пирĕн чаç айккипе иртсе кайрĕ. Берлина кураймасăрах киле кайма тивет-ши тесе хуйха ÿкрĕмĕр. Çакна пирĕн командир сисрĕ пулас, пире машина уйăрса пачĕ. Кузов тулли хĕр рейхстаг еннелле çул тытрăмăр. Çитрĕмĕр, малтан паллах Берлин урамĕсемпе темччен ярăнса çÿрерĕмĕр. Тĕрĕс-тĕкел юлнă çуртсенчен Берлин хитре хула пулнине туйса илтĕмĕр.

Акă эпир рейхстаг умĕнче. Унăн пĕтĕм стенине çырса пĕтернĕ.

– Атьăр эпир те мĕн те пулин çырса хăварар, – терĕм эпĕ.

– Атьăр! – харăссăн кăшкăрчĕç хĕрсем.

Ăçта çырмалла-ха; Аран-аран пĕр пĕчĕк пушă вырăн тупрăмăр. Анах та унта пирĕн алăсем çитмеççĕ. Кам пусма тупасшăн, кам хул пуççи çине хăпарса тăрасшăн. Çуйхашрăмăр, айхашрăмăр – мĕн шутланине тăваймарăмăр. Çав вăхăтра пирĕн шофер А.Шульгин таçтан темле ещĕксем сĕтĕрсе килчĕ. Вĕсене стена çумне купаласа çÿлерех хăпартăмăр. Мана унтан-кунтан тĕрткелесе улăхтарчĕç, кăмрăк татăкĕ тыттарчĕç. Эпĕ вара питĕ тăрăшса "Эпир Ленинградран Берлина çитрĕмĕр!" тесе çырса хутăм.

Унтан рейхстага шала кĕтĕмĕр. Çăвара карсах пăхса çÿрерĕмĕр. Уйрăмах пире люстрăсем килĕшрĕç. Кашниех "çăхан йăвинчен" асăнмалăх пултăр тесе урайĕнче выртакан йăлтăркка ванчăксене илтĕмĕр.

Валериан Егорович: "Çапла пуçланчĕ маншăн вăрçă"

МАНА Хĕрлĕ Çар ретне 1940 çулхи нарăс уйăхĕнче илчĕç. Жуковский ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕнче службăра тăтăм. Вăрçă пуçлансан кĕçĕн авиаспециалистсем хатĕрлекен курсран кĕçĕн сержант званийĕпе вĕренсе тухрăм. Пулас летчиксене самолет çинчи çар хатĕрĕсемпе усă курма хăнăхтартăм. Нимĕçсем Мускав çине бомбăсем пăрахма пуçласан пушарсене сÿнтерме хутшăнтăм, çунакан бомбăсене сиенсĕрлетрĕм. Каярахпа минометчика вĕрентрĕç. 1942 çулхи раштав уйăхĕнче механизациленĕ 35-мĕш бригадăна ячĕç. Унта оборона сооруженийĕсем тунă çĕрте ĕçлерĕм: окопсем, траншейăсем чавнă, çĕр пÿртсем, сăнав пункчĕсем, блиндажсем тунă. Лаша пек ĕçлеттĕмĕр, апачĕ вара питĕ начарччĕ.

Йывăр ĕç, выçăллă-тутăллă пурăнни хăйĕнне турĕ-турех. Эпĕ ÿпке шыççипе чирлесе ÿкрĕм. Мана госпитале вырттарчĕç. Сывалсан 820-мĕш стрелковăй полка куçарчĕç. Çакăнта маншăн чăн-чăн вăрçă пуçланчĕ.

"Чĕлхе" тытса килнĕшĕн

ВИТЕБСК патĕнче "чĕлхе" тытма ячĕç. Эпĕ иккĕмĕш ушкăна лекрĕм. Разведка ăнăçлă иртрĕ. Пĕри те вилмерĕ, аманмарĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Çак задани пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă иккен. Командованин заданине кĕске вăхăтра пурнăçланăшăн мана виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăларĕç. Эпир тытса килнĕ нимĕç офицерĕ тактика тĕлĕшĕнчен паха сведенисем панă иккен.

Санитарсем ман

сасса илтмерĕç

"ЧĔЛХЕ" тытса килнĕ хыççăн икĕ кунтан наступлени пуçланчĕ. Великие Луки хулинчен инçех мар вырнаçнăччĕ эпир ун чухне. Артхатĕрленÿ сехете яхăн тăсăлчĕ. Фашистсен позицийĕсем çинче вут-çулăм калама çук хăрушшăн алхасрĕ. Çын мар, хурт-кăпшанкă та чĕрĕ юлмарĕ пуль унта. "Тăван çĕршывшăн! Атакăна!", – янăраса кайрĕ команда. Мĕн чухлĕ арçын ура çине сиксе тăчĕ: манăн куç-пуç алчăраса кайрĕ, ун чухлĕ салтак эп кинора та курман. Нумай-и, сахал-и чупрăмăр, сасартăк фрицсем асар-писер пеме пуçларĕç. Пуçа çĕклеме çук. Питĕ чее хăтланнă нимĕçсем ун чухне: пирĕн артиллери вут-хĕм сапма пуçласанах хăвăрт кăна сапас позицисене тапса сикнĕ. Çапла вара пирĕн снарядсем пушă траншейăсене сухаланă. Нумай салтак пĕтрĕ, çурри те юлмарĕ пуль. Пур çĕрте те виле, йынăшу, ахлату, усал сăмахсемпе вăрçакансем те пур, хăшĕсем ыратнипе амăшĕсене чĕнеççĕ. Çаксене аса илсен пыра йÿçек капланса килет. Эпĕ ун чухне пулеметпаччĕ, иккĕмĕш номер ураран йывăр аманчĕ. Çĕр çумне выртма приказ пачĕç. Эпĕ айлăм патне чупса çитсе шăн çине ÿкрĕм. Пулемета майлаштарса хутăм та фашистсем килессе кĕтме пуçларăм. Çав вăхăтра хăрушшăн кĕрĕслетрĕ, сылтăм хул кăкĕ пĕçерсе кайрĕ.

Кăштахран тăна кĕтĕм. Сылтăм алла туймастăп. Нивушлĕ снаряд ванчăкĕ ăна тăпăлтарса кăларнă; Хăранипе куçсем хуралса килчĕç. Пуçа айккинелле пăртăм. Алла курах кайрăм, чĕп-чĕр юн. Санитарсене чĕнсе пĕтĕм вăйран кăшкăртăм, анчах та сассăм пăшăлтатнă евĕр çеç тухрĕ. Каллех тăна çухатрăм. Икĕ салтак фуфайка çаннине çĕçĕпе касса çурнă вăхăтра куçăмсене уçрăм, хамăрăннисем иккен. Сурана васкавлăн бинтпа çыхса ячĕç те çапăçу шавĕ кĕрлесе тăракан çĕрелле чупрĕç. Вăй-хала пухса, ыратнипе шăла çыртса ăçта упаленсе, ăçта хырăмпа шуса, ăçта утса тыл еннелле талпăнтăм. Пуç çаврăнать, куç тĕтреленет, енчен-енне сулланатăп. Çул çинче хамăн иккĕмĕш номере куртăм. Çав вырăнтах ахлатса выртать вăл. Мана курсан йĕрсе ячĕ, эпĕ ăна нимĕнпе те пулăшайманнине кура санчаçе çитсен пулăшу яма ыйтрĕ. Эпĕ ăна шантартăм, сăмаха тытрăм. Пулăшу кĕтсе илейчĕ-ши вăл, чĕрех юлчĕ-ши; Хуравне пама пултараймастăп. Час-часах ăна аса илетĕп.

Санчаçе çур çĕр çитеспе çитрĕм. Операци турĕç, çыхса ячĕç. Миçе госпитале ямарĕç пуль, пурпĕр алла йĕркеллĕ сиплеймерĕç. Суран тÿрленсе çитменнине пĕле тăрах киле кайма килĕшрĕм. Турра шĕкĕр, хамăр енчи ăста тухтăрсем тăрăшнипе алăпах юлтăм. Мана виççĕмĕш ушкăнри инвалидсен йышне кĕртрĕç.

Виталий АЧЧА, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ. Канаш хули.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика