16 апреля 2010 г.
Юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов пайсемпе службăсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Пуçтарăннисем тăхтаса тăмасăр татса памалли ыйтусене тишкерчĕç.
Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Степанов Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине чыслăн уявлассипе йĕркеленĕ ĕçсемпе, мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи куçса çÿрекен клуб ял тăрăхĕсенчи тата ваттисен çурчĕсенче пурăнакан ветерансене уяв концерчĕпе савăнтарĕç. Ку тĕлĕшпе программа туса хатĕрленĕ. Çавăн пекех Уçырма, Шăхасан, Юмансар ялĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçă темипе ÿкернĕ фильмсем кăтартассине йĕркелеççĕ. Çавăн пекех апрелĕн 22-мĕшĕнче Уçырмари культура çуртĕнче агитбригадăсен республикăри смотр-конкурсĕ иртет. Çывăх вăхăтрах патриот клубĕсен районти смотрĕ пулать.
Республика ертÿçисем кулленхи тимлĕхре тытакан çивĕч ыйтусенчен пĕри паян – вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене пурăнмалли хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 93 ветеран, фронтра пуç хунă салтак арăмĕсем 18 çын, вăрçăран таврăнсан вилнĕ салтак мăшăрĕсем 228 çын пурăнаççĕ. 2007 çултанпа 10 ветерана хваттерпе тивĕçтернĕ, 22 çын çурт-йĕр черетĕнче тăраççĕ. Районта çÿлерех асăннă категорири ветерансен çурт-йĕрпе пурнăç условийĕсене тĕрĕслесе тишкерекен икĕ ушкăн йĕркеленĕ.
Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта энергие перекетлемелли муниципаллă программа йышăнмалла. Ку ĕçе ЧР Министрсен Кабинечĕ контроллесе тăрать. Ял тăрăхĕсене аталантармалли малашлăх плана çак ыйтăва пурпĕрех кĕртмеллине шута илсе ку ĕçе вăраха ямасăр пурнăçлама кирлине палăртрĕç район ертÿçисем. Ял пуçлăхĕсене хальлĕхе анкета валеçсе пачĕç, "Паритетконсал" тулли мар яваплă пĕрлĕх представителĕсем программăна хатĕрленĕ чухне шута илмелли критерисемпе, йĕркесемпе паллаштарчĕç.
Ялсене тирпей кÿме субботниксем ирттерессипе çыхăннă ыйту та тимлĕхсĕр юлмарĕ. Урамсенче юр юлмарĕ тесен те юрать. Айлăмсенче шыв кÿлленчĕкĕсем тăраççĕ-ха, тăвайкиллĕрех вырăнсенче вара шăлса тасатмалăх типшĕрнĕ. Çавăнпа тавралăха тирпейлеме пуçăнмалла. Урамра выртса çÿрекен эрех-сăра кĕленчисенчен мĕнле тасалса пĕтмелле; Масарсене кĕме паян йĕперех пулĕ-ха, кăшт вăхăт иртсен ялсенче пурте пĕрле пуçтарăнса тасатма тухмалла. Ку ĕçе вырăнĕ-вырăнĕпе кашни çулах аван йĕркелеççĕ, анчах пур çĕрте те пĕр пек мар. Пĕрисем ĕçленĕ чухне теприсем юмах ярса тăни те пулкалать çав.
Çĕнтерÿ уявĕ çитиччен вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксемпе обелисксене юсаса сăрламалла, вĕсен территорине йĕркене кĕртмелле. Çак ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ районăн тĕп архитекторĕ Сергей Николаев.
Кашни çулах çак вăхăтра унта та кунта типĕ курăка çунтарма тытăнаççĕ. Чĕртсе яраканни яланах пур, анчах асăрхаса тăраканни çук. Кăçал кăна çакăн пек 12 тĕслĕх шута илнĕ. Хыт хура пусса илнĕ лаптăксене çунтарнă чухне çывăхра пушар машини пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ райадминистрацин граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Алексей Моисеев. Май уявĕсене ирттернĕ чухне халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче инкек-синкек ан пултăр тесе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен мерăсем йышăнмалла.
Канашлура çавăн пекех районăн тĕп ветврачĕ Анатолий Степанов, райадминистрацин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн сектор заведующийĕ Анатолий Егоров, вырăнти налук службин пай пуçлăхĕ Роза Иванова тухса калаçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ канашлăва пĕтĕмлетсе паян тухса тăракан ыйтăва ырана хăвармасăр татса пама кирлине палăртрĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.