14 апреля 2010 г.
Çĕнтерÿ уявĕ çитнĕ май, кăçал тата Учительсен çулĕ тенĕрен манăн тивĕçлĕ канăва тухнă тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Антонина Дмитриевна Абаськина çинчен каласа парассăм килет.
Красноармейски районĕнчи Ямайкасси ялĕнче хресчен çемйинче 1932 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕ граждан вăрçинче кавалерист пулнă. Икĕ çул çеç вĕреннĕ пулин те колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ хут пĕлмен хĕрарăм пулнă. Ултă ача çуратса ÿстернĕ вĕсем.
1942 çулхи февраль вĕçĕнче Антонина ашшĕне вăрçа илсе кайсан аслă пиччĕшне, Ивана, тÿрех бригадира лартнă. Пуçланса кайнă вара нуша. Ĕçсĕр пĕр кун иртмен. Вăрçă вăхăтĕнче пĕр кун та ĕçрен юлман. Çум çумланă, вăрлăх тасатнă. Вăй çитнĕ таран молотилка умĕнче кĕлте парса тăнă, йĕтеме кĕреçепе хырса тасатнă. Çурлапа тырă вырнă, çĕмелсем тума кĕлте йăтнă, куç курми пуличчен ĕçленĕ. "Таса выратăн. Кĕлтесене тирпейлĕ çыхатăн", – хавхалантарнă Тоньăна амăшĕ.
Çĕр улмине тимĕр кĕреçепе кăларнă. Амăшĕ вăрçă вăхăтĕнче конюха кĕнĕ. Хĕр ача амăшне лашасене пăхма пулăшма тытăннă. Аçа-çиçĕм çиçнĕ вăхăтсенче питĕ хăрушă пулни çинчен каланă чухне паян та çÿçенсе илет Антонина Дмитриевна. Каçсерен пиччĕшĕ выртмана пырса ылмаштарнă.
"Фронта пĕр хура лашана илсе кайни куç умĕнчех. Тĕреклĕ йĕпкĕн хура лашаччĕ. Питĕ вăйлăскерччĕ. Ури шурăччĕ. Илсе кайрĕç – каялла таврăнаймарĕ, – кулянса каласа парать вĕрентекен. – Колхоз купăста лартнă. Шăварма тарăн çырмаран кĕвентепе икĕ витрепе шыв йăтнă. "Йывăрччĕ. Ĕçпех ÿсеймерĕм, асси пулса юлтăм".
Уроксем хыççăн сĕлĕ вырма илсе тухнă, çĕр улми кăларттарнă. Хĕрачан килĕнче ĕне усранă пулин те хăйма çисе курман. Патшалăха 10 килограмм шăратнă çу памалла пулнă. Сĕт яшки пĕçернĕ, уя та чĕреспе çăмах яшки (сĕтпе шуратнăскере) йăтса тухнă.
Пĕррехинче, ĕне çитерсе çÿренĕ чух Шупашкар енчен бомбардировщиксем кĕрлесе килнине курсан шутсăр хăранине аса илет. Нимĕçсем тесе сехĕрленнĕ, хĕрлĕ çăлтăрсем курсан аран-аран лăпланнă.
Фронтран ашшĕнчен килекен виç кĕтеслĕ çырусене пуçтарса пынă. Танкист çырăвĕсем хутаçра упраннă. Вăрçă чарăнасса, ашшĕ таврăнасса хĕрача чăтăмсăр кĕтнĕ. Тен, мĕнле те пулин хыпар пулĕ; Вăрçă чарăннă кун Антонина 5 çухрăмри ялтан килне тĕлĕнмелле васкаса чупса çитнĕ. Ашшĕ çук... Вăрçă чарăннăранпа çулталăк та çитнĕ... Тин усал хыпар илнĕ: ашшĕ хыпарсăр çухалнă. Ĕмĕт татăлнă, куççулĕ шăпăртатса юхнă, чĕре макăрнă.
1949 çулта Ямайкасси ялĕнче инкек пулнине аса илет Антонина Дмитриевна. Çанталăк çав тери шăрăх тăнă. Çĕр çине пуссан вĕри çатма çине пуснă пек пĕçертсе илнĕ. Çав синкерлĕ кун Ишекре Микул кунĕ пулнă. Ял çыннисем уява кайнă. Кÿршĕри Тарас арăмĕ (унăн упăшки вăрçăран таврăнайман) тăван-пĕлĕшĕсене хăна кĕртме тесе икĕ хутчен вут хутса кукăль пĕçернĕ. Пÿрт мăрйи юсавлă пулман пирки çурт тăрринчи улăма çулăм хыпса илнĕ. Инкек çине тата çил вăйланса тухнă, урамри пĕтĕм кил çунса кайнă, нимĕн те юлман. "Асаттен пĕчĕк пÿрт пурччĕ. Ăна çынсем ăса, такана, кĕрепле, пуртă аври, йывăç кĕреçе, çуна, урапа, йĕлтĕр ăсталама саккас паратчĕç. Пир тĕрмелли хатĕрсем те тунă. Йăлтах çунса кайнă", – ассăн сывлать ветеран. Аслашшĕ куляннипех çĕре кĕнĕ.
Питĕ пысăк сăтăр тунă пушар. Хĕрлĕ галстукĕ, зажимĕ, юмах кĕнекисем, сочинени тетрачĕсем, ашшĕн фронтран янă виç кĕтеслĕ çырăвĕсем – пĕтĕмпех пĕтнĕ.
Çĕнĕрен пÿрт лартма питĕ хĕн пулнă. Пиччĕшĕ пĕрене хатĕрлеме кайсан (инкек çине синкек тенĕ пек) урине хуçнă. Тем те курнă, тем те тÿснĕ.
1950 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне филологи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Аркадий Казанов журналистпа, Елизавета Федоровна Васильева чĕлхеçĕпе пĕрле вĕреннĕ. выçăллă-тутăллă пурăннă. Укçи-тенки çитмен. Хваттершĕн те тÿлемелле пулнă. Юрать-ха пиччĕшĕ килтен çимеллисем килкелесе панă. Çимелли те, тăхăнмалли те пулман. Пĕр буханка çăкăршăн темĕн чухлĕ вăхăт черетре тăма тивнĕ.
Вĕренсе пĕтерсен Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкулне ĕçлеме янă. Аслă классенче вырăс чĕлхипе литературине те вĕрентнĕ. Унтан ăна Атнар вăтам шкулне куçарнă, кунта 1971 çулчченех ĕçленĕ.
Тĕрлĕ сăлтава пула пĕчĕк хĕрачипе тата ывăлĕпе Канаш районне çитнĕ, 1971 çулхи июль уйăхĕнче Сиккасси вăтам шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Кунта 1996 çулчченех, тивĕçлĕ канăва тухсан тата тăхăр çул, ачасене пĕлÿ панă.
Антонина Дмитриевнăн тăван амăшĕ тата ачисен ашшĕ 1990 çулта çĕре кĕнĕ. "Пысăк хуйхă, тĕнче пĕтнĕнех туйăнчĕ. Анне халĕ те куç умĕнчех", – хумханса калаçать хисеплĕ ватă.
– Пурнăç йывăррине пăхмасăрах мĕншĕн учителе вĕренме кайнă-ха эсир; – тесе ыйтнăччĕ эпĕ пĕррехинче.
– Кам ĕçлет, çав çиет, – тенĕ пире анне. Çак сăмахсене мĕн ачаран ăша хывнă. Учитель ĕçĕ ĕлĕк пысăк хисепре пулнă. Мана тата иккĕмĕш пичче тĕслĕх кăтартнă. Василий Дмитриевич истори факультетĕнче вĕреннĕ. Ĕçлесе укçаллă пурăнас килнĕ. Нуши манран хăпма пĕлмерĕ. Ачам-пăчама ура çине питĕ йывăррăн тăратрăм. Тÿсрĕм. Хаçат-журнал çырăнаттăм, нумай вулаттăм.
Хăйĕн ĕçне Антонина Дмитриевна чунĕпе парăннă. Тăван чĕлхене юратма вĕрентесси – сăваплăран та сăваплă ĕç. Хатĕрленмесĕр урока нихăçан та кайман. Кăтарту пособийĕсем хатĕрленĕ. Уроксем хыççăн ĕлкĕрсе пырайманнисемпе нумай ĕçленĕ. Пур ачана та пулăшма тăрăшнă. Класс тулашĕнчи ĕçсене те хастар хутшăннă. Экскурсисене, походсене ăçта кăна çитсе курман пулĕ! Ульяновска илсе çÿренĕ, унта ачасене самолетпа вĕçтерсе кăтартнă. Хусана цирк курма тăтăшах кайнă. Кĕтне хĕрринче темиçе хут та пулнă. Тăван тавралăха сăнама, юратма хăнăхтарнă. Хăй вара вăрмана шутсăр юратнă, унтан тухма та пĕлмен. Вăрманăн сиплĕхлĕ шăршипе ÿт-пĕве çирĕплетнĕ. Кĕркунне йĕкел пуçтарса хăй ертсе пыракан класпа малти вырăнсене тухнă. Пушă вăхăтра Сиккасси халăх хорне çÿренĕ, унăн активлă членĕ пулнă. Сăмах май, Антонина Дмитриевнăн сасси – хитре сопрано. Хĕллесенче йĕлтĕрпе уçăлма тухнă, ăмăртусене хутшăннă.
х х х
Сиккасси шкулне ĕçлеме килсенех директор М.Н.Александров мана çапла каланăччĕ: "Эсир телейлĕ çын. Сирĕн ĕçтешĕр çав тери ырă кăмăллăскер", – терĕ.
Чăнах, пĕрре курсах килĕшрĕ мана çак çын. Нумай çул пĕрле ĕçлерĕмĕр (20 çултан кая мар) унпа. Пĕрре те вăрçăнса курман. Çавăн пек çынпа ятлаçма сăлтав çук. Яланах вĕрентсе пынă. Тÿрĕ чунлă, тÿсĕмлĕ çын умĕнче айăпа кĕрес килместчĕ.
Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, анчах канса ларнине кураймастăн ăна. Пĕрмай кăштăртатать. "Ĕçлекен çыннăн тунсăхлама вăхăт çук. Ĕç çынна тытса тăрать", – тет вăл. Çакна калам: Антонина Дмитриевна – салтак ачи. Салтак ачи ятне яман, ямасть те.
Хисеплĕ вĕрентекен мăнукĕсенче те чĕлхе туйăмне аталантарма тăрăшать. 8-мĕш класра вĕренекен мăнукĕ, Ольга Абаськина, асламăшĕ пулăшнипе сăвă çырас ăсталăха алла илсе пырать. Акă унăн "Тăван кĕтес" сăввипе паллашар-ха.
Епле илемлĕ пирĕн тăван ен.
Ăна курма хавас эп пур енчен.
Çынсем кунта сăпайлă та патвар,
Пысăк ĕç тума питех хастар.
Епле илемлĕ таврари вăрман.
Ун улăп йывăçне нумай çын курман.
Ун пин-пин йывăçне никам та шутламан.
Пĕлер-ха тăван ене, тăван!
Чăваш тĕнчи... Ылтăн тĕнче...
Вăл пĕрре çеç пысăк çĕр çинче...
Чăваш юнĕ чупать кунти çынсенче!
Тимлесех пурнар-ха Чăваш çĕршывĕнче.
Юлашкинчен çапла калас килет: юратнă ĕçтешĕме ялан пулăшса пынăшăн çĕре çити тайма пуç. Канлĕ ватлăх сунатăп.
Е.АЛЕКСАНДРОВА, Сиккасси шкулĕн вĕрентекенĕ.