АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛАН КУÇ УМĔНЧЕ ВĂЛ

14 апреля 2010 г.

Вăрçă... Мĕнле тискер те хăрушă сăмах! Кам шутласа кăларнă çак ирсĕр сăмаха;! Кам; Вăл нихăçан тÿрленми суран хăварчĕ пирĕн пурнăçра. Мĕн чухлĕ хурлăх илсе килчĕ çĕршыва. "Вăрçă асаппа инкек акать", – тенĕ ваттисем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мĕн чухлĕ çын пуçĕсене хучĕ, чылайăшĕ ашшĕсемсĕр, пиччĕшĕсемсĕр тата аслашшĕсемсĕр тăрса юлчĕ.

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет, çавна май паттăрсене асра тытса "Канаш ен" хаçатра вăрçă тематикипе чылай материал пичетленсе тухрĕ. Эпĕ те хамăн тете, Алексей Григорьевич Григорьев, çинчен çырса кăтартма шутларăм. Пирĕн паттăрсен мухтавлă тивĕçне асра тытмаллах. А.Григорьев кун-çулне, фронтри çул-йĕрне ятарлă пайсем çине уйăрса уçса патăм.

АЧАЛĂХ

Алексей Григорьевич 1925 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Яманкасси ялĕнче çуралнă. Çемьере 6 ача çитĕннĕ, вăл кĕçĕнни пулнă. Йĕкĕт ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă, унтан Сиккасси шкулĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Вăрçă пуçланнă çул вăл вун улттăра пулнă. Çамрăк ача пулсан та аппăшĕ вырăнне Тăвай районне окоп чавма кайнă. Килте çав вăхăтра амăшĕпе аслă аппăшĕ вырăн çинче йывăр чирлесе выртнă. Вĕсене пăхакан çын килте кирлех пулнă.

ЯШЛĂХ ÇУЛĔСЕМ

1942 çулхи утă уйăхĕнче 17 çулхи качча военкомат ĕç хушнă. Унăн ялти 17 çултан аслăрах хĕрсене çар ăсталăхне вĕрентмелле пулнă. Çак ĕç раштав уйăхĕччен пынă. Хĕрсен ушкăнĕнче Антонина Григорьева та пулнă. Ултă уйăха пынă çар вĕренĕвне вăл çапла аса илет: "Эпир 1942 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕччен çар ăсталăхне вĕрентĕмĕр. Урам тăрăх стройпа юрласа иртеттĕмĕр:

"Анне, маншăн ан макăр та,

Хĕрлĕ Çара каятпăр".

Вара ялти ватă çынсем пире курса макăрса юлатчĕç. Уя тухса противогаз тăхăннăскерсем хырăм тăрăх шăваттăмăр, граната ывăтма, пăшалтан тĕл пĕме вĕренеттĕмĕр. Ирхине вăхăтра çитмесен пире мунчана хупатчĕç".

Доронин ячĕллĕ колхоз вăрçăччен вăйлă колхоз пулнă, çавна май 18 çул тултарайман яшсене те, 1942 çултан, çар ĕçне хатĕрлесе çак ялтан фронта ăсатса пынă. Шкулта пурăннă салтаксем хăйсен хушамачĕсене мачча çине çĕçĕпе касса çырса хăварнă.

ВĂРÇĂ ÇУЛĔСЕМ

1943 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче А.Григорьева вăрçа илсе каяççĕ. Вăл Пĕрремĕш Белорусси фронтĕнче радист пулса тăшмана хирĕç кĕрешет. Хĕвел те, таса тÿпе те курăнман çапăçура радист ĕçĕ те çăмăл пулман.

"Нимĕçсем çавăрса илнипе 12 кун хушши шывлă хăмăш хушшинче лартăмăр. Çимелли çук, хăмăш тымарĕпе тунине çисе пурăнтăмăр. Нимĕçсем пирĕн патăмăртан иртнĕ чухне шывлă вырăнах выртса хăмăш витĕр сывлаттăмăр. 8-9 кунтан пилĕк ырата пуçланине лайăхах туйма пуçларăмăр. Хамăр салтаксем ирĕке кăларсан тăраниччен çиекенсем вилчĕç. Пире пурне те кăшт анчах çимелле тесе маларах асăрхаттарнăччĕ", – çапларах аса илетчĕ вăл вăрçă çулĕсене.

ÇĔНТЕРŸ

Пĕрремĕш Белорусси фрончĕ наступлени вăхăтĕнче нимĕçсен хÿтĕленÿ пунктне çапса аркатнă, çыхăну уйрăмĕсене ярса илнĕ. Çĕнтерÿ кунĕччен 110 кун юлсассăн, кăрлачăн 19-мĕшĕнче Кутно, Томашов хулисене ирĕке кăларнă. 63 кун юлсан Голлнов, Массов хулисене, 16 кун юлсассăн, пушăн 20-мĕшĕнче, Альтдами хулине ирĕке кăларса Берлин еннелле çул тытнă. А.Григорьев Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Унăн хаклă докуменчĕсем военкомат янă повесткăран пуçласа Çĕнтерÿ грамоти таран упранса юлнă.

Хамăн шухăшăма А.Алка сăмахĕсемпе вĕçлес килет: "Вăрçăра кÿрекен çĕнтерÿ вăл - савăнăç та, хурлăх та. Анчах таса хĕвел пек чăн-чăн тĕрĕслĕхĕн аслă Çĕнтерĕвĕ вăл – Çĕр çинчи ытарайми пурнăç".

Л.ГРИГОРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика