14 апреля 2010 г.
Вăрçă çулĕсенче тылри пĕтĕм йывăр ĕç ватăсемпе хĕрарăмсем тата ачасем çине тиеннĕ. Вĕсем ывăннине пĕлмесĕр Çĕнтерĕве çывхартнă, пушă вăхăт тупăнсан фронт валли тĕрлĕрен кĕпе-тумтир çĕлесе хатĕрленĕ. Шаккăл ялĕнче пурăнакан Римма Николаевна Шулаева çав çулсене çапларах аса илет:
– Анне хĕллехи вăрăм каçсенче краçын лампи çутса фронт валли алса-чулха çыхатчĕ, пир тĕртетчĕ, кĕпе-тумтир çĕлетчĕ. Çуллахи кунсенче хĕрарăмсем иртен пуçласа каçченех уй-хирте ĕçлетчĕç. Пĕчĕк ачасем валли ялта ясли йĕркеленĕ пулнă. Унта ватă кинемейсем ачасемпе ларнă.
Пĕррехинче яслине çÿрекен 4-5 çулсенчи ачасене те пучах пуçтарма илсе тухнă. Вĕсем хушшинче пĕчĕк Римма та пулнă. Хырăм выççипе хĕр ача пучаха тутанса пăхнă, анчах та хăлчăкĕ пыра ларнипе ÿсĕрме пуçланă. Кинемей ăна çăкăр татăкĕ çыртса илме панă, чăмласан-чăмласан иртсе кайĕ тенĕ. Анчах та ÿслĕк пур пĕр иртмен, çакăнпа пĕрлех çăкăр татăкĕ те ачан выçнă хырăмĕнче çухалнă.
Çуркунне енне пурнăç кăштах çăмăлланнă. Ачасем вăрманта, уй-хирте, сăрт айккисенче уткăшкар, ыраш кĕпçи тата ытти тĕрлĕ курăк тупса çинĕ. 1943 çул чи асапли пулнă. Çăвĕпех çумăр çунă, çĕр улми ана çинчех çĕрсе пĕтнĕ. Ăна кăларса та илеймен. Хĕл кунĕсенче хырăм выççи хăйĕн çинчен аса илтерсех тăнă. Выçăллă-тутăллă хĕл каçкаланă-ха, анчах та лартса хăварма вăрлăх пулман.
Улькка аппа килти чи паха тумтире пуçтарнă та вăрлăх ылмаштарма пасара тухса кайнă. Хăйĕнпе пĕрле çĕвĕ машинине те илес тенĕ, анчах та алли çĕкленмен. Риммăпа аппăшĕ Людмила асламăшне анрата-анрата виçĕ çĕр улми пĕçерттернĕ. Çиме тесе ларсан амăшĕ килсе кĕнĕ, лекнĕ вара çакăншăн ваттине те, вĕттине те. Юлашкинчен амăшĕ ачисене ним çиме çуккипе ларнă та макăрса янă.
Çуркунне ял-йыш çĕр улми уйĕнче крахмал пуçтарнă. Хĕрарăмсем крахмала мăян тата ытти курăк вăррисемпе хутăштарса икерчĕ пĕçерсе панă. Эрĕм курăкĕ те леккеленĕ хушăран, ачасем йÿçĕ пулнине пăхмасăрах çинĕ икерчĕсене.
Вăрçă чарăннă вăхăта еплерех астăвать-ха Римма Николаевна;
– Эпир урамра выляттăмăр. Укăлчаран пĕр салтак кĕчĕ. Ачасем тĕлĕннипе хытса тăчĕç. Вăл Ритасем патне кĕрсе кайрĕ. Салтак курма кÿршĕсем пĕр пÿрт пуçтарăнчĕç. Хăйсен пĕртăванĕсене курман-и тесе ыйтса пĕлеççĕ. Салтак ачисем валли тĕрлĕрен тумтир илсе килнĕ. Эпир çав кун пуçласа колготки куртăмăр. Рита урама тухсан тăхăнтарса кăтартма ыйтатпăр. Вара кашниех тăхăнса модельсем подиум тăрăх утнă евĕр юпа патне кайса килтĕмĕр, – ăшшăн аса илет кинемей.
Каярах Петюк пичче таврăннă. Вăл пысăк сахăр катăкĕ илсе килнĕ. Пурне те пĕр пек катса парса сăйланă. Ачасем, сахăр тутине пĕлменскерсем, çав тери савăннă.
Филип пичче тăван килне çаврăнса килнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вĕсен çемйине вилнĕ хучĕ те килнĕччĕ. Салтакăн шăпи урăхларах çаврăнса тухнă. Ăна вăрçă хирĕнче çĕр ăшĕнче выртаканскере санитарка тупнă та госпитале ăсатнă.
Çакăн пек самант та пулнă. Римма ашшĕ, Канаш станцийĕ урлă поездпа иртсе каяссине пĕлсен, арăмне çырупа çырса систернĕ. Салтак арăмĕ поездсем патĕнче мăшăрне чылай вăхăт хушши кĕтнĕ, анчах та Микулая шыраса тупайман. Вăл кăшкăрса чĕннине упăшки илтнĕ, хурав панă. Анчах та çав самантра поезд тапранса кайнă, тĕл пулу вĕçленнĕ.
Вăрçă чарăннă ĕнтĕ, Осиповсен çемйине кил хуçи халĕ те таврăнайман-ха. Николай Осипович çырура çапла пĕлтернĕ. Вăл саперсен командирĕ пулнă, тинтерех килекен салтаксене вĕрентме хăварнă иккен ăна.
1946 çул. Чÿк уйăхĕ. Урамра шап шурă юр. Ачасем çунашкасемпе ярăнаççĕ. Шинель тăхăннă салтак Риммасен килне кĕрсе кайнă. Хĕр ачасем ярăнма пăрахсах киле чупнă. Ашшĕ фронтран таврăннă. Мĕн тери савăнăç!
Вăхăт шав малаллах шунă. Римма ялти шкултан вĕренсе тухнă, паспорт илес тесе Ивановăри пир-авăр комбинатне ĕçлеме кайнă. Анчах та вĕренес туртăм вăйлăрах пулнă, вĕсем юлташ хĕрĕпе Мария Федоровапа Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илсе педагогсем пулса тăнă.
Р.Шулаева 1965 çулта шкулта ĕçлеме пуçланă. Унăн педагогика стажĕ 30 çул. Вĕсенчен 26 çулне вăл Шаккăл шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Ачасемшĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех пулнă.
Ача малалла епле аталанса пырасси пуçламăш классенче вĕрентекен учительтен нумай килет. Римма Николаевна ачасемпе нумай вăхăт ирттеретчĕ, уроксем вĕçленсен те шкултан чи юлашки тухса каятчĕ. Шкул столовăйне пырсан та апат валеçнĕ вăхăтра вылянă евĕр вĕренекенсенчен хутлав таблицине (таблица умножения) ыйтатчĕ.
Ăста педагог ачасене ал-ĕç тума хăнăхтаратчĕ. Вĕренекенсем уявсенче хăйсем ăсталанă хатĕрсене ашшĕ-амăшĕсене парнелесе савăнтаратчĕç. Р.Шулаева вĕрентекен ачасене концертсенче те час-часах курма пулатчĕ. Вĕсем хăмла пуçтарнă çĕре те хастар хутшăнатчĕç. Уйра ĕçлесе илнĕ укçапа шкул валли икĕ çĕвĕ машини туяннă, вĕсемпе труд урокĕсенче ачасем халĕ те усă кураççĕ.
Р.Шулаева педагога ачасем ырăпа аса илеççĕ, тĕл пулусенче ăс-тăн панăшăн тав тăваççĕ. Римма Николаевнăна Вĕрентекен çулталăкĕпе саламласа ырлăх-сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатăп.
С.ВАСИЛЬЕВА.