АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАВ ÇУЛСЕН ЧАПĔ НИХĂÇАН ÇУХАЛМĔ

14 апреля 2010 г.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕш кунĕнче Хĕвел анăç енчен пирĕн Тăван çĕршыв çинелле хура пĕлĕтсем шуса килнĕ. 1418 куна пынă хаяр та тискер вăрçă. Пĕтĕм халăх кĕрешĕве тухнă. Уçырма ялĕнче те, пур çĕрти пекех, митинг иртнĕ. Колхозниксем, рабочисем, ялти интеллигенци нимĕç фашисчĕсене тĕп тума тупа тунă. Уйăх хушшинче республикăри 5700 çын хăй ирĕкĕпе фронта кайма хут çырнă, вĕсенчен 1393-шĕ – хĕрарăмсем.

Уçырма ялĕнчен вăрçă хирне 246 çын тухса кайнă, 147-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне пилĕк хĕрарăм тăнă. Анна Кузьмина, Мария Николаева, Мария Семенова çыхăнуçăсем пулнă, Зинаида Ивановăпа Клавдия Федорова аманнă салтаксене сыватнă. Пурте вĕсем тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килнĕ.

Уçырма ывăлĕсем тăшманпа паттăррăн çапăçнă. Нумайăшне Совет Союзĕн орден-медалĕсемпе наградăланă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн виçĕ уйăхран çĕршывăн кăнтăр хĕвел тухăç чиккисене хÿтĕлес тĕллевпе хăватлă Хĕрлĕ Çар 1945 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Япони милитарисчĕсемпе вăрçă пуçланă. Унта Уçырма çыннисем те пулнă: Петр Петров, Мария Николаева тата ыттисем те.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен 99-ăн таврăннă. Уçырмаран фронта тухса кайнисенчен кашни улттăмăшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Чĕрĕ таврăннисенчен кашни тăваттăмăшĕ е чирлĕ, е аманнă. Хăш-пĕр çемьесенче иккĕн е виççĕн пуçĕсене хунă. Григорий Константинов тата Николай Кириллов çемйисенче тăваттăн куçĕсене хупнă. Пирĕн ăру Тăван çĕршывшăн çапăçса вилнисене, госпитальсенче чунĕсене кăларнисене, хыпарсăр çухалнисене, шел пулин те, пĕлмест-ха.

Уçырма çыннисем оборона фондне укçа пуçтарас ĕçе хутшăнса займ облигацийĕсем хывнă. Апат-çимĕç продукчĕсем, чăлха-алсиш пухнă. 1943 çулта Канаш районĕ (ун чухне район пĕчĕк пулнă, нумай ял Шăхасан районĕн шутланнă) фронта 156 пăт тырă, 28 пăт çĕр улми ăсатнă. "Чăваш Осоавиахимĕ" самолетсем, "Чăваш пионерĕ" танк, "Чăваш тракторисчĕсем", "Телейлĕ ачалăхшăн", "Рабочипе хресченсен Хĕрлĕ Çарĕ" танксен колонни тума укçа пуçтарнă çĕре активлă хутшăннă. "Тăван çĕршывшăн", Кутузов ячĕллĕ бронепуйăссем тунă çĕрте те активлăх кăтартнă. Вĕсенчен пĕри – вакунсем юсакан завод тимĕрçи, Уçырма çынни Порфирий Петров. Вăрçă çулĕсенче заводран пилĕк бронепуйăс тухнă.

1941 çулхи чÿкĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕччен шкулта "Комсомол Чувашии" бронепуйăс штабĕ вырнаçнă. Штаб начальникĕ Шильников аслă лейтенант, унăн çумĕ Гудко лейтенант, комиссарĕ Логинов пулнă. Çак экипаж Уçырмара çар техникине вĕреннĕ, присяга тытнă. Бронепуйăс Мускава хÿтĕленĕ, Грязи станцийĕнче фашистсен десантне тĕп тунă. Лихая станцинче тăшман самолечĕсене хÿтерсе янă. Кушевская станцинче фашистсен 30 танкне аркатнă. Чи хаяр çапăçу Тихорецкая станцийĕ çывăхĕнче пулнă. Нимĕçсем ăна хупăрласа илнĕ, рельссене салатнă. Çак тытăçура экипаж членĕ Николай Орлов тăшман самолетне персе антарнă. Каялла чакмалли çул ванчăк пулнипе командовани бронепуйăссене сирпĕтме приказ панă. "Чăваш комсомолĕ" бронепуйăс çинчи комсомол организацийĕн секретарĕ Анаткас каччи Алексей Клементьев пулнă. Вăл вăрçă хыççăн бригадирта ĕçленĕ, колхоза ертсе пынă.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех ял çыннисем фронтри салтаксем валли чăлха-алсиш, атă-пушмак, махорка хутаççи, çăматă, сурăх тирĕ пуçтарма тытăннă. Вăрçа пула ял хуçалăхĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Фашистсен çарĕсем çĕршывăн Кăнтăр тата Хĕвел анăç районĕсене нимĕç çарĕсем оккупациленĕ пирки халăх валли, промышленность валли хатĕрлекен чĕр тавар Тĕп тата Хĕвел тухăç районĕсенчи колхозниксем çине тиеннĕ. Ĕç вăйĕ çитмен. Юсавлă тракторсемпе автомашинăсене фронта ăсат-нă. Çак йывăр тапхăрта 1942 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Канашра республикăн чи пысăк машинăпа трактор станцийĕ çунса кайнă. 1944 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче СССР Халăх комиссариачĕсен канашĕ Канаш хулинче моторсем юсакан завод тума хушу кăларнă. 1980 çулта вăл автоагрегат завочĕ пулса тăнă.

Аслă Октябрь революцийĕ 26 çул тултарнă ятпа Канаш станцинчен 324-мĕш стрелковăй дивизийĕ (ăна пирĕн республика шефа илнĕ пулнă), Латвири партизансем валли 22 вакун, тĕрлĕ парне ăсатнă. Унта 12 пин посылка, 14 тонна аш-какай, 3 тонна услам çу, 262 тонна пыл, 60 тонна çăнăх, çăмарта, канфет, пĕремĕк пулнă.

Вăрçă çулĕсенче карточкăпа рабочисене кунне çăкăр 600 грамм, служащисене 400 грамм панă. Колхозниксене пĕр ĕç кунĕшĕн 200-300 грамм тырă, укçи 15-20 пус çеç тивнĕ. Ун чухне çăкăр темрен те хаклă, чи тутлă апат шутланнă. Çĕр улми çитмен. Çуркунне, çĕр кушăрхасан, колхоз уйĕнче крахмал пуçтарнă. Ăна çăнăхпа пăтраштарса икерчĕ, вĕлтрен хушса шÿрпе пĕçернĕ.

Уй-хирте, фермăсенче ватăсем, салтак арăмĕсем, çул çитмен çамрăксем вăй хунă. Лашасем çитменнипе вăкăрсемпе усă курнă. Пахчасене сухапуçа ушкăнпа туртса хуратса хăварнă. Çĕр улмине алăпа лартнă, алă вĕççĕн кăпкалатнă. Тырра çурлапа вырнă.

"Комбайн" колхоз уй-хир ĕçĕсене вăхăтра туса пынă, тыр-пула вăхăтра пухса кĕртнĕ, патшалăха тырă, çĕр улми, аш-какай памалли заданисене яланах пурнăçланă. Хирти ĕçсене тума Канашри машинăпа трактор станцийĕ пысăк пулăшу кÿнĕ. Уçырма, Карăклă, Юмансар ялĕсене тивĕçтерсе тăракан тракторсен бригадинче арçынсемпе пĕрле виçĕ хĕр тăрăшнă. Вĕсем – Матрена Волкова, Мария Тимофеева, Куракова (Куйбышев облаçĕнче çуралса ÿснĕскер). 1942 çулта Мария плана 76 процент ирттерсе пурнăçланă, 198 килограмм çунтармалли материал перекетленĕ. Вăрçăн малтанхи çулĕнче ялта эвакуаципе килнĕ вырăссем, украинсем, белоруссем, еврейсем пурăнма пуçланă. Вĕсен ачисем ял ачисемпе выляса чăвашла калаçма хăвăрт вĕреннĕ. 1943-44 çулсенче пирĕн çĕршыв территорине фашистсенчен тасатма тытăннă. Ирĕке кăларнă республикăсемпе облаçсене вăрлăх, выльăх-чĕрлĕх ăсатнă.

Фронтран сусăрланнă салтаксем килме пуçланă: камăн алли, камăн ури çук. Çăмăлтарах аманнисем сывалса çитсенех каллех çапăçу хирне васканă. Хăшĕсем колхоз ĕçне пуçĕпех кÿлĕннĕ. Сăмахран, хăрах алăллă Порфирий Семенов, уксах Иван Тимофеев, Алексей Семенов инвалид 15-20 çул уй-хир бригадисене ертсе пынă. Александр Гаврилов телеграфистра, Николай Матвеев почтăра хуçалăх заведующийĕнче ĕçленĕ. Чылайăшĕ конюх, хуралçă, платник, кладовщик ĕçĕсемпе çем-йисене тăрантса пурăннă.

Вăрçă пуçланнă çул раштав тата кăрлач уйăхĕсенче сивĕсем 50 градуса çитнĕ. Сивве пăхмасăр хĕрарăмсене Тăвай районĕнчи Эль шывĕ хĕррипе окопсем чавма янă. Стариксемпе ачасем Шупашкартан машинăпа трактор станцийĕ валли çунтармалли тата сĕрмелли материалсем лашапа турттарнă. Юр тытнă, хире навус хывнă, кил тăрăх çÿресе кĕл пухнă.

Уçырма колхозне Канашри педагогика училищинче, финанспа экономика техникумĕнче, хулари шкулсенче вĕренекенсем пулăшсах тăнă. Вакунсем юсакан заводра ĕçлекенсем ял хуçалăх машинисене йĕркене кĕртме 10 пин ытла деталь хатĕрленĕ, плугсемпе жнейкăсене юсанă. Завод Канашри машинăпа трактор станцине, "Хунав", "Ямурза", "Новый путь", "Комбайн", Молотов ячĕллĕ колхозсене шефа илнĕ. Каярахпа вĕсем пурте "Канашский" совхоза кĕнĕ. Колхоз валли ВРЗра 50 тимĕрçĕ, токарьсем, слесарьсем, сверловщиксем вĕрентсе хатĕрленĕ.

1945 çулхи ака уйăхĕнче "Красная Чувашия" (халĕ "Советская Чувашия") хаçат çапла çырнă: "Чăваш Ен çыннисем вăрçă çулĕсенче оборона тата Хĕрлĕ Çар фончĕсем валли хăйсен ирĕкĕпе 100 миллион тенкĕ укçа, 24 миллион тенкĕлĕх облигаци пухнă, 306,8 миллион тенкĕлĕх займ çырăннă, 56,5 миллион тенкĕлĕх лотерея билечĕ туяннă, 1,5 миллион пăт тырă, 80 пин пăт аш-какай панă. Хĕрлĕ Çар салтакĕсем валли 21500 кĕрĕк, тиртен çĕленĕ куртка, ваткăллă шăлавар, 25 пин мăшăр çăматă, 85 пин сурăх тирĕ, 53 тонна çăм тата 50 вакун тĕрлĕ парне ăсатнă".

Республикăра 18 госпиталь пулнă. Вĕсенчен виççĕшĕ – Канашра. Аманнисенчен 63,6 проценчĕ сывалса каллех строя тăнă. 0,4 проценчĕ йывăр сурансене пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Совет Çарĕ фашистла Германине парăнтарнă. Çав кун пĕтĕм çĕршыв Çĕнтерĕве паллă тунă. Уçырма ялĕнче те уяв митингĕ иртнĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика