АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛЛАХИ КУНСЕМ ÇИНЧЕН ХАЛЕХ ШУТЛАМАЛЛА

09 апреля 2010 г.

Кашни квартал вĕçĕнче ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп зоотехникне С.Васильева каласа пама ыйтрăмăр.

– Пĕрремĕш кварталта районта чĕрĕ виçепе 147,7 т аш-какай туса илнĕ, ку иртнĕ çулти çак тапхăртипе илсен 103,2 процентпа танлашать. Чылай хуçалăхра аш-какай туса илесси чакнă, çакна фермăсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ сахалланса пынипе, сыснасем пачах та юлманнипе сăлтавламалла. Çавăн пекех выльăх шутне чакармасăр иртнĕ çултинчен ытларах аш-какай туса илме пултарнă хуçалăхсене те асăнса хăварас килет: "Нектар" ООО, Киров ячĕллĕ ЯХПК. Пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăхсен ашĕ – 70,0 процентпа, сыснасен – 3 процентпа, чăх-чĕп ашĕ 27 процентпа танлашнă.

Виçĕ уйăхра районта пĕтĕмпе 1058 т сĕт суса илнĕ (94 проц.). Чылай хуçалăхра сĕт туса илесси лайăхланса пыни палăрать, кунта "Нектар", "Восход", "Исток", "Хучель", "Родник", "Сормовский", "Канаш", Киров ячĕллĕ хуçалăхсене асăнса хăварас килет. Халăхран сĕт пуçтарассипе районта "Восход" тата "Исток" пĕрлĕхсем çеç хастар ĕçлесе пыраççĕ. Кун пирки ыттисен те шутласа пăхмалла, çакă хуçалăхăн финанс лару-тăрăвне йĕркелесе ярас ĕçре пысăк пулăшу кÿрет.

Районта пĕр ĕне пуçне вăтамран 769 килограмм сĕт суса илнĕ, ку пĕлтĕрхинчен 8 процент пысăкрах (2009 çулта – 714 кг). Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу ферми (1089 кг), "Родник" (1060 кг), "Нектар" (1050 кг), "Хучель" (1040 кг) тата ыттисем ку енĕпе уйрăмах аван ĕçлесе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра сĕт хакне питех йÿнетсе ямарĕç, çавăнпа та ертÿçĕсен ĕнесен шутне чакарма васкамалла мар. Кайран ĕнесен йышне çав шая çитерме çăмăлах пулмĕ.

100 га пуçне 8,5 ц (2009 çулта – 8,3 ц) аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ ЯХПК (19,7 ц), "Урюм" (10,8 ц) лайăх кăтартупа ĕçлесе пынă. 100 га пуçне 61,3 ц сĕт суса илнĕ, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 6 процент чухлĕ пĕчĕкрех. Сĕт илессипе Киров ячĕллĕ ЯХПКн (226,1 ц), "Сормовский" (102,9 ц) тата "Восход" (128,1 ц) пĕрлĕхсен районта кăтарту чи пысăкки.

– Сергей Павлович, выльăх шучĕ çулсерен чакса пырать, паянхи куна районта ку енĕпе лару-тăру еплерех;

– Выльăх шучĕ чакса пыни паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри, çак тĕслĕхпе эпир кашни кунах тĕл пулатпăр. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 3962 мăйракаллă шултра выльăх пулнă, кăçалхи ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 3583 пуç шутланать (90,4 проц.). Районта чылай хуçалăхра выльăхсен шучĕ чакса пырать пулин те "Нектар", Киров ячĕллĕ, "Исток", "Родник" хуçалăхсенче выльăхсен йышне упраса хăварма пултарнă.

Ĕнесен шучĕ ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районта 1360 пуçпа танлашнă, пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 1531 ĕне пулнă. Ĕнесенчен чылай хуçалăхра хăтăлма тăрăшаççĕ, "Урюм" ЯХПКра вĕсем 20 пуç, "Пинер" ОООра 50 пуç ытла чакнă. Çакăн пек лару-тăру "Мотор" тата "Родина" хуçалăхсенче те палăрать. Паянхи кун вĕсем çав укçапа кив-çенсене татаççĕ, малашлăхра вăрлăх, удобрени тата çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем мĕнпе туянма шутлаççĕ-ха.

Пĕрремĕш кварталта 600 пăру илнĕ, пĕлтĕр те çак вăхăт тĕлне 600 пăруччĕ. "Путь Ленина", "Нектар", "Пинер", "Урюм", "Канаш", "Восход", "Исток", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче иртнĕ çулхинчен ытларах пăрусем илнĕ. Çавна май унта сăвăм шайĕ те пĕлтĕрхинчен пысăкрах.

100 ĕне пуçне 36 пăру илнĕ, иртнĕ çулта çак кăтарту 31 пăрупа танлашнă. 100 ĕне пуçне 40 пăруран ытларах илнĕ хуçалăхсем: "Путь Ленина", "Урюм", "Исток", "Родина", "Родник" тата "Агат".

Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 428 грамм ÿт хушаççĕ. 2009 çулта çак кăтарту 430 граммпа танлашнă. "Нектар", "Пинер", "Мотор", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче çак кăтарту 500 грамран та пысăкрах. Ытти хуçалăхсенче пуринче те 500 грамран каярах. Енчен те çак кăтарту 600 грамран иртсен выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тин тупăш кÿме пуçлĕ. Çакă выльăхсене мĕнле пăхнинчен нумай килет. Вĕсене çитерекен апат тутлăхлă тата минераллă хутăшсемпе пуян пулмалла.

Районта сыснасен шучĕ пысăках мар, пĕтĕмпе те 1044 пуç çеç. Çакна та палăртмалла, ял халăхĕ сысна çурисем туянасшăн, анчах та хуçалăхсем вĕсене çурасемпе тивĕçтерме пултараймаççĕ. Чылайăшĕ сыснасем патне каялла таврăнма кăмăл тăвать, тырă хакĕ йÿнĕ, çурасене вара пасарта халĕ те пысăк хакпах туянаççĕ.

Çу уйăхĕнчи уявсем иртсе кайсан çаран çине кĕтÿ тухĕ. Çакна асра тытмалла, пĕрремĕш кунсенче выльăха уя илсе тухиччен утă-улăмпа тăрантармалла. Çавăн пекех тăвар пирки те манмалла мар. Фермăсене юсаса йĕркене кĕртмелли ĕç планне туса хатĕрлемелле. Выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăнасси çинчен те шутлама тытăнмалла. Сĕт пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Çуллахи вăхăтра йÿнĕ апатпа усă курса выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пысăк тупăш илсе юлма тăрăшмалла.

А.МЯСНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика