09 апреля 2010 г.
Эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн службисен, пайĕсен пуçлăхĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче тăхăр ыйту пулчĕ. Яланхи пекех ларăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.
Сывлăх пулсан кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ, вăхăтра тума пулать. Лару юхăмĕнче те вăл калаçаканшăн та, итлекеншĕн те пит кирлĕ. Тен, çавăнпа та-и, пĕрремĕш сăмах район больницин тĕп врачне Р.Федоровăна пачĕç. Вăл шурă халатлисем пĕлтĕр мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ, хăш-пĕр цифрăсем çинче чарăнса тăчĕ. Районта çав-çавах вилекенсен хисепĕ çуралаканнисенчен нумайрах. Иртнĕ çулта Шăхасан ял тăрăхĕнче çеç çут тĕнчене килекеннисем 9 çын нумайрах. Кăкăр ачи пурнăçран уйрăлни виçĕ хутчен пулнă. Алкоголь, суя эрех ĕçнине пула ĕçлеме пултаракан халăх пĕтет. "Вăраха кайнă алкоголизм" диагнозпа районта 860 çын шутра тăрать. Хĕрарăмсем, çул çитмен çамрăксем хушшинче çак чир ÿсме тытăнни сисĕннĕ: 158 хĕрарăм тата 24 çамрăк палăртнă. Ĕçкĕпе, наркотикпа иртĕхни халăх сывлăхне хавшатнипе пĕрлех социаллă сферăра тата йĕркелĕхе сыхлассинче сиен кÿрет. Ÿсĕрле преступленисем тăвасси, çул çинче сусăрланасси пысăкланса пырать.
Районта пурăнакансенчен 42 проценчĕ пирус туртать. Çулсерен табак тĕтĕмĕ 300 çынна леш тĕнчене ăсанма пулăшать, пурнăçăн 10-15 проценчĕ чухлĕ кĕскелет. Вăтам çулсенчи арçынсем хушшинче чĕлĕм туртнипе хăрушă шыçăпа асапланакансем 59 процент шутланать, чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе 44 процент нушаланать, ÿпке чирĕпе – 70 процент. Наркăмăшланни, инкексем, çавăн пекех хăй çине алă хуни, аманни ĕçлеме пултаракан çынсен ĕмĕрне кĕскетет, сусăрлантарать.
Район халăхĕн сывлăхне сыхлама врачсем çитмеççĕ. Çак ыйтăва татса парас тесен, тен, Чăваш патшалăх университечĕн медицина институтне районти çамрăксене вĕренме кĕме çăмăллăхсем пама ректоратпа килĕшсе татăлмалла. Диплом илсен вара каяллах таврăнĕç. Медицина сестрисемпе фельдшерсем çителĕклĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова тухса калаçрĕ. Сăмах ĕç сыхлавĕ пирки пычĕ. Пĕлтĕр производствăра икĕ инкек пулнă. Пĕрремĕшĕ вилĕмпе вĕçленнĕ, иккĕмĕшĕнче вăйпитти çын ĕçлеме пултараслăхсăр тăрса юлнă. Аманнине пула вăхăтлăх ĕçлейменнипе 76 çын-кун çухалнă. Çакă ĕç условийĕсене тата сыхлавне тĕрĕслев тата сăнав, вырăнти хăй тытăмлăх, профсоюз органĕсен пĕрле çыхăнса ĕçлессине лайăхлатмаллине пĕлтерет.
Ĕç условийĕсем ял хуçалăхĕнче, уйрăмах фермăсенче начарланать. Механизмсем юрăхсăра тухса пынипе, çĕнни туянма вара укçа-тенки çитмест, ал ĕçĕ хушăнать. Кунта вара ытларах хĕрарăмсем вăй хураççĕ. Вăхăтра тÿлесе тăманнишĕн электроэнерги парса тăрассине чарса лартнипе ĕнесене час-часах çителĕксĕр çутăпа алă вĕççĕн сума тивет. Çак сăлтавсене пула чылайăшĕ професси чирĕпе аптрама пуçлать. Механизаторсене те çăмăлах мар. Хĕллехи вăхăтра вĕсен ăшăтса тăман мастерскойсенче техникăна юсама лекет. Иртнĕ çул производство объекчĕсене тата техника процесĕсене модернизацилеме 2587 пин тенкĕ тăкакланă.
Валентина Георгиевна çавăн пекех ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕнче тумалли мероприятисемпе паллаштарчĕ, çак енĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ.
Паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – çуракине хатĕрленсе ăна ăнăçлă ирттерсе ярасси. Çакăн пирки район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров сăмах илчĕ. Валерий Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, çурхи тырăсен вăрлăхĕн 74 проценчĕ акма юрăхлă. "Вперед", "Пинер" хуçалăхсенче, "Мотор", "Ямашевская" агрофирмăсенче вăрлăх хатĕрлес енĕпе начар ĕçлеççĕ. Чылай çĕрте агрономи службине тытса тăма укçа-тенкĕ çук, элитлă тĕш тырă культурисем туса илесси çине çителĕксĕр пăхаççĕ. Хуçалăхсенче туса илекен тыр-пулăн 50 проценчĕ – выльăх апачĕ хатĕрлемелли. Куратпăр ĕнтĕ, пысăк тухăç паракан тырă ÿстересси çине тимлĕх питĕ сахал уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе пĕр вырăнта тапăртатса тăратпăр тесен те йăнăш пулас çук.
Çанталăкĕ кунсерен техникăна хире илсе тухмалли вăхăт çитсе пынине систерсех тăрать. "Урюм", "Вперед", "Пинер", "Сормовский", Крупская ячĕллĕ хуçалăхсенче хĕл ыйхинчен ниепле те вăранса çитеймеççĕ: машинăпа трактор паркĕсенче юсав ĕçĕсем çав тери вăраххăн пыраççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем 320 тонна кирлĕ. Хальлĕхе 180 тонна кÿрсе килнĕ. "Пинер" тата "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, "Ямашевская" тата "Мотор" агрофирмăсенче машин-трактор валли "апат" çукпа пĕрех. Пысăк опытлă механизаторсем çителĕксĕрри те самаях чăрмав кÿрет.
Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе малашне те çанă тавăрсах ĕçлемелле. Вăрлăхсене, наркăмăшлă им-çама тĕрĕслесе пăхса туянма тăрăшмалла. Тырă, çĕр улми хакĕ ÿсес шанăç пур. Апла пулсан тупăшĕ те пулĕ. Ял тăрăхĕсенче çĕрпе усă куракансен карттисене хатĕрлес ĕçе вĕçлемелле.
Патшалăх техсăнавĕн Канаш районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров техника тĕрĕслевĕпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем çирĕплетнĕ графика пăсни пирки ÿпкевлĕн пĕлтерчĕ. Тĕрĕслев ирттермелли кунта хуçалăхсен машинисемпе тракторĕсемсĕр пуçне уйрăм çынсен транспортне те юсавлăх енчен пăхаççĕ. Кĕсьере медицина справки, налук тÿленине, техникăна регистрациленине пĕлтерекен документсем пулмалла.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен регистраци шутлавĕн функцийĕсене Раççейĕн федераллă миграци службин управленине туса пыма парас ĕçе мĕнле йĕркелемелли çинчен çак управленин Чăваш Республикинчи пайĕсен пуçлăхĕсем Ю.Ефремов, Р.Константинова, Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Погайдак каласа пачĕç. Пирĕн районта Управленин территори подразделенийĕсене Уçырма, Çеçпĕл, Ачча, Ухман тата Энтрияль тăрăхĕсенче уçма палăртнă. Вĕсем валли ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çурчĕсенче ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме шутлаççĕ. Тăкакне хăй çине çак ĕçе пурнăçа кĕртекенсем илеççĕ. Çĕнĕлĕх ял çыннисене регистраципе çыхăннă ĕçсене Шăхасана каймасăрах тума май парать.
Шыв-шур тапранчĕ. Çурхи ейÿ тапхăрне инкексĕр ирттерсе ярасси çинчен район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ А.Моисеев тухса калаçрĕ. Часах пушар тухас хăрушлăх сезонĕ пуçланать. Уйрăмах вăрмансем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Мĕншĕн тесен кĕлленнĕ вырăнта йывăçсем çĕнĕрен хуначчăр тесен вуншар çул кĕтме тивет. Енчен те инкек-мĕн пулас пулсан ăна çийĕнчех пĕтерес тесе мерăсем йышăнма ял тăрăхĕсен пушар чаçĕпе, лесничествăпа е вăрман хуçалăхĕпе виçĕ енлĕн килĕшÿ тумалла. Çак ĕçе çывăх вăхăтрах пурнăçламалла.
Районта куçми пурлăха муниципаллă тытăмсенче шута илесси епле пынипе райадминистрацин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов каласа пачĕ. Çĕр пайĕсем пирки те сăмах пулчĕ. Вĕсен хуçисенчен чылайăшĕ налук тÿлессинчен пăрăнать. Усă курма килĕшменнисем те пур. Çавăн пеккисенчен ял тăрăхĕсенче заявленисем илмелле. Пухăннă заявленисене тĕпе хурса ял тăрăхĕ е район администрацийĕ суда пама пултарать. Çапла майпа çĕр пайĕсем суда параканăн пурлăхĕ пулса тăрĕç.
Ачасемшĕн çулталăкри чи хаваслă тапхăр, çуллахи каникул, çывхарса килет. Вĕсем хушшинче дембель çитесси миçе кун юлнине шутлакан салтак пек шăпăрлансем те пур. Ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентекенсем çу кунĕсем ача-пăчашăн интереслĕ, усăллă иртчĕр тесе халех шухăшлама пуçларĕç. Акă паянхи ларура та çакăн пирки сăмах хускатрĕç. Залра ларакансем вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев вĕренекенсен çуллахи канăвне йĕркелемелли, сывлăхне çирĕплетмелли, пушă вăхăтне усăллă ирттермелли мероприятисем пирки каласа панине тăнласа итлерĕç. Шкулсем çумĕнче вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем, ĕç лагерĕсем йĕркеленĕç. Хула тулашĕнчи ачасен сывлăхне çирĕплетмелли "Космонавт" лагерьте канма вырăнти бюджета 2317700 тенкĕ пырса кĕнĕ. Вăл 3 сменăна 334 путевкăпа тивĕçтерме çитет. Пĕр путевки 7700 тенкĕ тăрать. Çак суммăн 90 процентне муниципалитет бюджечĕ компенсацилет. Вунă процентне (770 тенкине) ашшĕ-амăшĕ тÿлет. Путевка илме вĕрентÿ управленине ыйтса хут çырса памалла. Ăна çу уйăхĕ 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. 6-15 çулти ачана канма каймалли путевкăна ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри кăна илме пултарать. Вăл саккунлă представитель пулса тăрать. Заявлени çырма пĕрле паспорт, ачан çурални çинчен калакан ĕнентерÿ хутне е паспортне (14 тултарнă пулсан) илсе пымалла. Вĕсене лагере канма кайма путевка памалли реестра кĕртнине пĕлтерекен номер параççĕ. Путевкăсемпе тивĕçтересси заявленине хăçан çырса панинчен тата черетри номертен килет.
Шкул çумĕнчи лагерьте канмалли путевкăна тÿлевсĕр параççĕ. Çакна валли республика бюджетĕнчен 832800 тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран – 220000 тенкĕ. Çирĕм лагерь уçма палăртнă. Вĕсенче 911 вĕренекен канĕ. Путевкăсене чи малтан йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесенчи ачасене парĕç. Ачасен ĕç бригадисем Катек, Энтрияль, Шăхасан, Шуркасси вăтам шкулĕсенче пулĕç. Вĕсене йĕркелеме 350000 тенкĕ уйăрма пăхнă.
Вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Павлова кăçалхи пĕрремĕш кварталта тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăл хăш-пĕр ял тăрăхĕсен администрацийĕсем районта ирттерме палăртнă мероприятисене яш-кĕрĕм патне çитермен тĕслĕхсем пулни çинчен пĕлтерчĕ. Уйрăмах çакăншăн ачасем питĕ кÿренеççĕ.
Анлă ларăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл ытларах çурхи ĕçсем, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинче чарăнса тăчĕ. Шкулсенче медицина пÿлĕмĕсем уçасси пирки те калаçу хускалчĕ. Хулапа районти налук службин пуçлăхĕ Е.Чернов налук пухасси епле пыни çинчен каласа пачĕ.
В.АЧЧА.