АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂВАННЕ ÇАРАТМА ХĂТЛАННĂ

07 апреля 2010 г.

Халĕ çакăн пек мода çирĕпленсе пыни сисĕнет: хăш-пĕр çынсен ăçта та пулин вăй хурса укçа ĕçлесе илес кăмăл çук, анчах та тутлă ĕçсе çиес килет. Ямăт укçа-тенкĕ те вĕсен тĕлне пулать. Шăхасан ялĕнче пурăнакан 46 çулти Киров та ниçта та ĕçлемест, килĕнче пĕчченех пурăнать. Юрать-ха амăшĕн аппăшĕ пур, çавăн патĕнче тăранса пурăнать. Аппăшĕ те шеллет мăнтарăна. Лешĕ вара çакна шута хума та пĕлмест. Унăн пĕр тĕллев – укçа тупса эрех илсе ĕçесси. (Хушаматсене улăштарнă).

Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕн пĕр кунĕнче Киров аппăшĕ патне пынă. Пÿрте кĕрсен диван çине вырнаçса ларнă, вырăн çитти айĕнчен алине хытă япала лекнĕ. Аппăшĕ тепĕр пÿлĕме кĕнипе усă курса арçын çитти айĕнчен пĕчĕк тутăрпа чĕркенĕ укçа тĕрки туртса кăларнă та ăна шăлавар кĕсйине чиксе хунă. Унччен маларах хĕрарăм тăванне ĕне сутнине пĕлтернĕ. Çавăнпа та унта укçа пулни арçынна пĕрре те иккĕлентермен. Апат çисе тăрансан Киров пÿртрен васкаса тухса кайнă. Урама тухсан тÿрех хăйĕн кÿрши Петров патне çул тытнă. Унтан иккĕшĕ пĕрле аслă урамра вырнаçнă "Кировский" магазина çул тытнă, кунта виçĕ кĕленче шурă эрех, литр çурă сăра тата çырткалама тесе кăлпасси туяннă. Пĕр кĕленчине магазин умĕнчех пушатнă. Ыттине ĕçме тесе Петров килне кайнă. Вăрă хăй мĕлкинчен те шикленет тенĕ евĕр вăрланă укçана Киров тĕплĕнрех пытарас тесе нуски ăшне чикнĕ. Килне çитсен тата тĕплĕнрех пуçтарса хунă, укçа тĕркине мунча алăкĕ айĕнчи хушăка чиксе хунă.

Тепĕр кунне аппăшĕ хăйĕн укçи çухалнине пĕлнĕ те çакăн çинчен милицине пĕлтернĕ. Укçа вăрри кам пулни пĕрре те иккĕлентермен ăна, мĕншĕн тесен ун патне Кировсăр пуçне урăх никам та пыман. Йĕрке хуралçисем хăй патне çитсен хайхи арçын айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Çитмĕл урлă каçнă хĕрарăмăн уйăхри пенси виçи 3500 тенкĕ пулнă, арçын вара тÿрех 18000 тенкĕ вăрланă. Çакă кинемейшĕн калама çук пысăк сумма.

Тăван тăвана çаратнă тĕслĕхсем пĕрре мар тĕл пулаççĕ юлашки вăхăтра. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă. Тăванĕсем кахалсене укçа-тенкĕ е урăх япала вăрласан та каçараççĕ пулĕ-ха тесе шутлаççĕ-ши. Çав вăхăтрах çакăнта илсе кăтартнă пек пенсионерсем мĕнлерех куляннине тавçăрма та пултараймаççĕ.

И.НИКОЛАЕВА, районти милицин аслă следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика