07 апреля 2010 г.
Кирек хăçан та этемлĕхе аталану çулĕпе ертсе пыраканĕ пĕлÿлĕх пулнă. Пĕлÿлĕх никĕсĕ вара шкулта упранать. Çавăнпа та малашлăха туртăнакан общество çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ парасси çинчен шухăшлатех.
Кашни ачах пĕр-пĕр предметпа теприсенчен маларах пырать. Пĕри математикăна, тепри химие, виççĕмĕшĕ историе кăмăллать. Пур предметпа та пĕр тан вĕренсе пыракан ачасем сайра хутра тĕл пулаççĕ. Кунсăр пуçне тата кашнин хăйĕн кăмăл туртăмĕ, вĕсем мĕн пĕчĕкренех палăрма пуçлаççĕ. Çавăнпа та ăвăс çулçи пек вĕлтĕр-вĕлтĕр шухăшлă çамрăксене пурнăçри тĕрĕс çула суйласа илес ĕçре вĕрентекенĕн тÿпи те пĕчĕкех мар.
Гуманитари предме-чĕсем этемлĕх аталанăвĕн çул-йĕрне ăнланма, общество сийленсе пынин сăлтавĕсене ăнкарса илме пулăшаççĕ. Халăх чĕринче Тăван çĕршыв, туслăхпа тăванлăх, чăнлăхпа тĕрĕслĕх туйăмĕсем иксĕлсе пыраççĕ теме çук. Çав туйăмсене сĕвĕрĕлме парас мар тесе шкул пысăк ĕç тунă, халĕ те çав тĕллевсене асра тытса ĕçлет. Ку ĕç вара чи малтанах гуманитари предмечĕсем урлă пурнăçланать. Ман сăмахăм Карăклă шкулĕнче истори, общество пĕлĕвĕ, право, экономика предмечĕсене ертсе пыракан Маргарита Михайловна Герасимова учитель çинчен пулĕ.
Учитель пулма мĕн ачаранах çирĕп тĕллев тытнă Патăрьел хĕрĕ. Мари Республикинчи патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсанах Карăклă шкулĕнче истори предметне вĕрентме тытăннă. Мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне, ял пурнăçне хăнăхса ÿснĕ çамрăка ют çĕрте йывăрах пулман. Вăхăт иртнĕ май пысăк ăсталăхĕпе, анлă тавракурăмĕпе палăрса тăма пуçланă Маргарита Михайловна. Кашни утăма тирпейлĕ хывма хăнăхнăскере Карăклăри сумлă çынсен - Иван Герасимовичпа Лидия Павловна Герасимовсен ывăлĕ Алексей куç хывнă. Ялта тепĕр çемье йĕркеленнĕ. Çамрăк мăшăр тĕрлĕ çĕрте пухнă ăспа, ыттисенчен вĕреннĕ ăсталăхпа кил-çуртне çавăрнă, ачисене ÿстернĕ.
Пуласлăх шиклентермест халь вĕсене, Герасимовсен йăхне тăсмашкăн виçĕ ывăл çитĕнет. Чĕркуççи çинче мăнукĕсем сиксе ташланине пăхса савăнаççĕ.
Маргарита Михайловнан педагогикăри пĕтĕ-мĕшле ĕç стажĕ 33 çул. Çамрăк "хунав" çак вĕрентекен ытамне кĕрсессĕн пĕр сăмаха каличчен малтан çиччĕ виçме вĕренет, шухăшлав вăйĕпе тупнă пĕлÿ çеç чăн-чăн пĕлÿ пулнине ăнланса çитет. Вĕренекен информаци илме кăна мар, ăна ыттисене витĕмлĕ каласа ăнлантармаллине тавçăрма пуçлать. Пурнăçра нумай пĕлекен мар, кирлине пĕлекенни ăслăрах иккенне чухлама тытăнать.
"Кашни çыннăн пурнăçра хăйĕн тĕллевĕ пулмалла. Кирек епле пулсан та çав тĕллев патне çитме тăрăшмалла, хăраса каялла чакмалла мар. Ĕненÿсĕр нихăçан нимĕнле пысăк ĕç те ăнăçмасть. Çĕнĕлле вĕренме, ĕçлеме хăнăхмалла. Çавăнпа та вĕрентÿ ĕçĕнче хамран та, ачасенчен те çирĕп ыйтатăп", – тет Маргарита Михайловна. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен виççĕшĕ истори учителĕ, çиччĕшĕ следователь пулса ĕçлеççĕ, экономистсем – вун пиллĕкĕн.
Вĕрентекен çулталăкне Маргарита Михайловна пысăк çитĕнÿсемпе, тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Кирек мĕнле çитĕнÿ те вăл мăнаçланмалли тата мухтанмалли самант çеç мар, вăл – хыçра тăрса юлнă вăхăт таппи. Хăвăн çинчен манса кайса шкулта ырми-канми тăрăшни, пурнăçа тĕлсĕр-йĕрсĕр пурăнса ирттерменни, эс вĕрентнĕ ачасем малашлăх çулне тĕрĕс суйласа илни, вĕренекенсен тав сăмахĕсем.
Учитель ĕçĕн пахалăхне ачасен çитĕнĕвĕсем тăрăх хаклаççĕ. Çулсерен пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă пĕлĕве тĕрлĕ конкурссенче, районти, республикăри олимпиадăсенче курăмлă кăтартма пултарчĕç вăл вĕрентнĕ ачасем, мала тухса хисеплĕ ятсем çĕнсе илчĕç. Юлашки пилĕк çул хушшинче 22 ача районта призер пулчĕ, виççĕшĕ республикăри олимпиадăсенчен малти вырăнпа таврăнчĕç. Кăçал вара Васильев Андрей (9 кл.) республикăра "Право" предмечĕпе ирттернĕ олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăнса савăнтарчĕ. Никитина Татьяна (10 кл.) çак предметпах республикăра виç-çĕмĕш вырăна тухрĕ. Халĕ Андрей Чăваш Республикин чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме хатĕрленет.
"Этем ăсĕн вĕçĕ çук. Вăл чĕрĕ çăл куç пек тапса тăрать. Манăн вĕренекенсем ятарлă лицейсенче, гимназире вĕренекен ачасенчен те тавçăруллăрах, ăслăрах пулни вĕсене те чыс кÿчĕ, мана та савăнтарчĕ", – тет хăй ĕçĕпе кăмăллă Маргарита Михайловна.
Ку вĕренÿ çулĕнче районти истори учителĕсем М.Герасимован вĕрентÿ ăсталăхĕпе, ачасен пĕлĕ-вĕн пахалăхĕпе уçă уроксенче паллашрĕç. Педагогсем Маргарита Михайловнан урокĕсемпе кăмăллă юлчĕç, ĕçне пысăк хак пачĕç. Истори кабинечĕн пурлăх никĕсĕ те чухăн маррине палăртрĕç. Самана таппипе пĕр тан пыма пултаракан ăс-хакăллă педагога кăçал Вĕрентÿ министерстви компьютерпа, проекторпа тивĕçтерчĕ. Пысăк профессионализмлă учителе Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне парса чысланă, Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе наградăланă. Ахальтен мар-тăр Сиккасси шкулĕнчи ачасем М.Герасимова патне хушма занятисене çÿреççĕ.
Маргарита Михайловна тĕп ĕçне яланах класс ертÿçин ĕçĕпе çыхăнтарса пырать. Вуннăмĕшсемпе кирек мĕнле ыйтăва сÿтсе явнă чухне те чи малтан класс кăмăлне шута илет. Енчен те хăй палăртнă шухăш усăллăрах, юравлăрах пулсан кашни ача чун-чĕри патне çул хывма меслет тупать.
Районта ирттернĕ "Чи лайăх класс ертÿçи – 2006", республикăри "Çулталăк учителĕ" конкурссене хутшăнса пултарулăхне кăтартма пултарнă вăл.
Г.ДУНАЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.