АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХУЛАСЕМ ХУШШИНЧИ АВТОБУССЕМ ÇИНЕ

07 апреля 2010 г.

РЕМЕНЬСЕМАса илтеретпĕр, 2009 çулта РФ Президенчĕ Д.Медведев Раççей правительствине ятарлă поручени панăччĕ, унта çĕршыв ертÿçи хуларан хулана çÿрекен автобуссене хăрушсăрлăх пиçихийĕпе тивĕçтермелли ыйтăва татса пама ыйтнăччĕ.

2010 çулхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче В.Путин премьер-министр ятарлă постановление алă пуснă, унпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Правительствин Министрсен Канашĕн 1090 " (1993 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ) постановленине улшăнусем кĕртнĕ. Çак постановление кăçалхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче пичетлесе кăларнă, вăл пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.

Улшăнусем çапларах: хуларан хулана пассажирсене турттаракан автобуссене хăрушсăрлăх пиçиххийĕсемпе тивĕçтермелле, енчен те автотранспорта конструкципе автотранспорта пиçиххипе тивĕçтермеллине пăхман пулсан вĕсене вырнаçтармалла мар. Пассажирсене турттаракан автотранспорт çинче пиçиххине çыхманшăн водителе 500 тенкĕ, пассажира 200 тенкĕ штраф параççĕ. Ĕç-пуç кунта укçа-тенкĕре мар паллах, хамăрăн сывлăхпа пурнăç çинчен пырать.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейре автоаварисенче çулсерен 300 пин ытла çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Пассажирсене вилĕм чылай чухне хуларан хулана çÿрекен автобуссенче кĕтет. Автобус водителĕсем, çулĕ çывăх пулманран, хăвăрт ывăнаççĕ, чылай чухне йĕркеллĕ çывăрса та тăранаймаççĕ. Çăмăл автомашина салонĕнче ларса пыманран пассажирсем автобуссем çинче пиçиххипе çыхăнма васкамаççĕ. Хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене çаклатни авари вăхăтĕнче вилес хăрушлăха 2-3 хут чакарать. Хăрушсăрлăх йĕркисем çине алă сулсан сехетре 40 километр хăвăртлăхпа çеç пыракан автотранспорт салонĕнче те, вăл пырса тăрăнас пулсан, ĕнсе хуçма пулать. Çул çинче çакăн пек инкек сиксе ан тухтăр тесен ременьсене çирĕпрех çаклатар.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика