АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂШМАНА ÇАПСА АРКАТНĂ

07 апреля 2010 г.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Пирĕн çĕршыв çине пĕр систермесĕр нимĕç фашисчĕсем тапăнса килнĕ. Мирлĕ хуласемпе ялсем çунса ишĕлнĕ. Юн тăкăннă, пиншер пĕр айăпсăр совет çыннин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Тăшмана çапса аркатма пирĕн ялтан 187 çын хутшăннă. Вĕсенчен 90-шĕ вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă. Паттăрсен ячĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма ял варринче палăк лартнă. Унти мрамор çине кашнин ятне касса çырнă, ял историн кĕнекине кĕртнĕ.

Çак хăрушă вăрçа пирĕн ялти хăш-пĕр килтен виççĕн-тăваттăн тухса кайнă. Шел, нумайăшĕ таврăнайман. Архиповсен тăватă ывăлтан – иккĕшĕ, Лазаревсен тăватă ывăлтан виççĕшĕ вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă. Кун пек хурлăх тÿснĕ çемьесем тата та пур.

Çав вăхăтрах Мускавран Берлина çитнисем те çук мар паллах. Вĕсем Польша, Чехословаки, Румыни, Болгари, Австрипе Венгри çĕршывĕсене ирĕке кăларнă чухне паттăрлăх кăтартнă. Пысăк тата паллă хуласене тăшмансенчен тасатнă.

Акă, Ленинград блокадинче Павел Михайлов пулнă, Киев, Сталинград, Вена, Будапешт хулисене ирĕк кăларнă çĕре Василий Осипов хутшăннă, Çурçĕр Кавказра, Краснодар, Ставрополь крайĕсенче çапăçса Василий Тихонов пуçне хунă.

Вăхăт иртет, çул хыççăн çул хыçа юлать. Анчах та вăрçă суранĕсем хăйсем çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Вăрçă хыççăн яла 97 салтак таврăнчĕ, анчах та паттăрсен хисепĕ çулран çул чаксах пырать. 1955 çулта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 10 çул çитнине 79 ветеран кĕтсе илчĕ. 1965 çулта – 63, 1975 çулта – 41, 1985 çулта – 24, 1995 çулта – 13. Халĕ ялта чи çирĕпписем иккĕн – Иван Лазаревпа Алексей Кириллов юлчĕç.

Пирĕн ентешсем вăрçă хирĕнче рота, батальон, полк ертсе пынă. Илья Иванов, Прокопий Якимов, Александр Архипов полковник чысне илме тивĕç пулнă. Александр Архипов Чăваш АССРĕн шалти ĕçсен министрĕн çумĕ пулса чылай çул хушши тимленĕ.

Шел, вĕсем те пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. Анчах та паттăрсен ячĕсем халăх асĕнче яланах упранĕç.

М.ВАСИЛЬЕВ, Йăлмачча ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика