07 апреля 2010 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче милицин участокри уполномоченнăйĕ пулса ĕçленĕ çынна РФ Уголовнăй кодексĕн 286 тата 161 статйисемпе айăплаççĕ. Следстви палăртнă тăрăх, 2009 çулхи майăн 26-мĕшĕнче çĕрле вăл Çеçпĕл ялĕнчи хресчен фермер хуçалăхĕн территорийĕнче ют çынсем пур текен информацие тĕрĕслеме пынă. Çак ял çыннине тĕл пулнă, ăна хĕнесе пĕтернĕ. Милици сотрудникĕ арçынна хуçалăхра преступлени тунă тесе йышăнтарасшăн пулнă, унăн телефонне туртса илнĕ. Кун хыççăн тепĕр киле кĕнĕ. Пÿртре виççĕн калаçса ларнă. Участковăй вĕсене те мĕнле те пулин преступлени тунă тесе йышăнтарасшăн пулнă, хĕнеме пуçланă.
Следстви вăхăтĕнче çакскер 2008 çулта Çеçпĕл ялĕнчи складран тырă вăрланă тĕслĕхе пытарнă, преступление уçса парассипе нимĕнле мера та йышăнман, тĕрĕслев йĕркелемен, çак ĕç пирки районти шалти ĕçсен пайне пĕлтермен.
Милиционер пулнă çынна суд умне тăратмалли материал паян çителĕклех. Уголовнăй ĕçе районти следстви пайĕнче тишкерсе тухнă.
Н.СИДОРОВ, следователь.