АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕН АСАИЛĔВĔ – ИСТОРИ СТРАНИЦИ

07 апреля 2010 г.

Паянхи кун пирĕн районта 93 вăрçă участникĕ пурăнать. Эпир вăхăта тытса чараймастпăр, çапах та аса илÿсене сыхласа хăварма пултаратпăр. "Пирĕн Çĕнтерÿ" проект – çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама пулăшакан çĕнĕ меслет. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен аса илĕвĕсен паха архивне хатĕрлеме, ăна пĕрлехи Интернет-портала вырнаçтарма; çулсем иртнĕ-çемĕн çут тĕнчене килекен ăрăва вăрçă паттăрĕсемпе паллашма май парать. Çавна май эпир, районти массăллă информаци хатĕрĕсен сотрудникĕсем, вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле иртнĕ вăхăт çинчен каласа пама пултараякан ветерансем патне çитрĕмĕр. Вĕсем каласа панинчен видео- тата ал çыру материалĕсем хатĕрлерĕмĕр.

Петр Егорович Егоров ветеран, çулĕсене кура мар, тăн-тăн çÿрет, "Рено" автомашина рулĕ умне ларса инçе çула тухма та ÿркенмест. Этем пурнăçĕнчи чи йывăр та асаплă вăхăтсене – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене – акă мĕнле аса илет Петр Егорович:

– 1943 çулта кĕркунне салтака илсе кайрĕç. Хамăр районти Сухайкасси ялĕнче хĕл каçрăмăр. Пирĕн ял ачисем те пурччĕ унта, Егор Васильев, Якку Семенов... Вĕсем вăрçа маларах тухса кайрĕç. Уя илсе тухса çар ĕçне хăнăхтаратчĕç. 1944 çулхи апрельте фронта ăсатрĕç. Калинин хулине çитсен пире çар тумĕ пачĕç, унта Николай Степанова тĕл пултăм. Питĕ шел, вăл 1945 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче пуçне хучĕ. Эпир çапăçăва кĕнĕ вăхăтра пирĕн çарсем тăшман çине пĕр вĕçĕм тапăнса пыратчĕç. Çавăнпа каялла чакнине курман. Пирĕннисем чакса пыни вăрçă пуçламăшĕнче пулнă вĕт. Эпĕ Карелипе финн фронтĕнче çапăçрăм. Финляндире талккишшĕпех ушах вырăнсем, кÿлĕсем, вăрман та шурлăх... Финсем вăйлă вăрçатчĕç. Нимĕç тылне татса кĕрсе çапăçнă эпир. Манăн пулемета снаряд лексе салатса пăрахрĕ, хама хулран амантрĕ. Госпитальте тăватă уйăх сиплентĕм. Сывалнă хыççăн 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче 2-мĕш Белорусси фронтне лекрĕм. Унччен Польшăна нимĕçсенчен тасатнăччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та Познань хули витĕр тухнă чухне никам та хирĕç тăракан пулмарĕ. Киле чĕрĕ-сывă таврăнасса шутлама та пултарайман... – тет ветеран. Фашистпа куçа-куçăн тĕл пулнă, вăрçă çулĕсемпе çуран утса тухнă, кÿлĕ-юхан шывсем урлă ишсе каçнă, çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Инçет Хĕвел тухăçне яппунсемпе çапăçма та кайнă Петр Егорович. 1947 çулхи январь уйăхĕнче Амур облаçĕн тĕп хулине Благовещенска – Китай чиккине çитнĕ. Тăван киле вăрçă паттăрĕ 1950 çулта таврăннă. Тепĕр çултан çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Пĕр ачи, Алексей Петрович Егоров, – Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Тепри, шел те, çамрăклах çĕре кĕнĕ. Виççĕмĕшĕ Инçет Хĕвел тухăçĕнче ĕçлесе пурăнать.

Петр Егоров вăрçă участникне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, нумай медальпе чысланă. Вăл каласа панин кĕске сыпăкне кăна илтĕм. Унăн калаçăвне пĕр чарăнми итлеме пулать. Фактсене тĕрĕс ас тăвать те, питĕ интереслĕ.

Пайкилт ял тăрăхĕнчи Тăрăн ялĕнче пурăнакан вăрçă участникĕ Виктор Ильич Ильин 85 çулта. Хăй пурнăçĕнчи кашни саманта куç умне кăларса тăратма пултарать тесен пĕртте ÿстерсе калани пулмасть. Вăрçă тухни çинчен яла хыпар çитнине паян та питĕ лайăх ас тăвать.

– Çĕнĕ Чалкасси шкулĕ хыççăн Шăхасан шкулне вĕренме килтĕмĕр. Вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Класс ертÿçи Нина Алексеевна питĕ лайăх вĕрентетчĕ. Анчах ун чухлĕ укçа ăçтан тупса памалла; Шкула çÿреме пăрахрăмăр. Тăрăн фермине ĕçлеме килтĕмĕр. Июнь уйăхĕ, пăрусене улăха курăк çине илсе тухнă. Кăнтăрла шăрăхра вĕсене каялла хуса кĕреттĕмĕр. Ферма территорийĕнче юпа çинче пысăк репродуктор пурччĕ. Вăт çавăн чухне вăрçă пуçланнине пĕлтĕмĕр, Молотов чĕнсе каланине илтрĕмĕр, – каласа парать ветеран. (Текстри аса илÿсем, тен, яках вуланмаççĕ. Уншăн каçару ыйтатăп).

Киева ирĕке кăларнă, Днепр юхан шывне илнĕ çĕре хутшăннă. Ровно, Брест, Коваль хулисемшĕн çапăçусене кĕнĕ.

– Нимĕçсем Коваль хулинче, тавралла – пирĕн çарсем. Питĕ вăйлă çапăçусем пулчĕç, нимĕçсен 50-60 самолечĕ бомбăсем тăкса хăварчĕ. Çывăхри вăрмантан, масартан пĕр самантра нимĕн те юлмарĕ. Пирĕн артиллери полкĕ те çакăнта пĕтрĕ.

Эпĕ разведкăра пулнă. Те пĕчĕк пулнăран, мана командир пĕрмай разведкăна яратчĕ. Пĕррехинче батальон командирĕ пакет тыттарчĕ те штаба çитерсе пама хушрĕ. Дубовкăран штаба çитме малтан 1-2 çухрăм хырăмпа шурăм... Задание йĕркеллех пурнăçларăм. Вырăна çитсен штаб начальникĕ Сысун мана чăвашла: "Ильин, кунта пурнăç çăмăл мар", – терĕ.

84-мĕш стрелковăй дивизи йышĕнче Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăм. Пилĕк таран юр шывĕ çинче тупăсем тĕртетпĕр. Çунтармалли-сĕрмелли хатĕр çуккипе Лодзь хулинче 1-3 кун чарăнса тăтăмăр. Кунти ирĕке тухнă халăх пирĕн машинăсен кузовĕсем çине пирус, чечек çыххисем ывăтать.

Пире, артиллеристсене, пухса Жуковăн резерври полкне ячĕç. Нимĕçсем фронта татнă вырăнсене пире яраççĕ. Берлинта Бранденбург хапхине илтĕмĕр. 1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Цербеса, Иккĕмĕш Екатерина патша çуралнă хулана, çитрĕмĕр. Жуковпа икĕ хутчен тĕл пултăм. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçма тиврĕ.

Майăн 3-4-мĕшĕсенче пирĕн тумтире улăштарчĕç, унччен кам мĕнпе пулнă-ха та. Американецсемпе тĕл пулассине пĕлтерчĕç. Малтанхи кунне алăсемпе кăтарткаласа калаçрăмăр, тепĕр кунне – пĕр хĕрарăм куçаруçă пулăшнипе.

Çĕнтерĕве Берлин çывăхĕнче Потсдамра кĕтсе илтĕм...

Çапăçу хирĕнче "власовецсемпе" тĕл пулнине, 17 нимĕç салтакне тыткăна илнине, хăй тĕп тунă фашистсене паянхи пек астăвать ватă салтак. Ветеранăн кăкăрне "Çарти паттăрлăхшăн", "Прагăна ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн" тата ытти медальсем илем кÿреççĕ. Вăрçă хыççăн Виктор Ильич финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă, республикăн финанс министерствинче те ĕçленĕ. Колхозра нумай çул вăй хунă. Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтернĕ. Мăнукĕсемпе, мăнукĕсен ачисемпе савăнаççĕ хисеплĕ ватăсем.

Анатолий Григорьевич Григорьев Сител ялĕнче пурăнать. 1926 çулта çуралнă вăл. "Ока" çăмăл машинăпа хăех çÿрет.

– Вăрçă тухнă чухне эпĕ вун пиллĕкре пулнă. Хăрушă хыпара урамра çынсенчен илтнĕ. Çитĕннĕ арçынсем пуçтарăнса вăрçа тухса кайма тытăнчĕç. Хамăрăн правительствăна шаннă. Молотов, Сталин чĕнсе каланисем совет халăхĕ пурпĕрех çĕнтерет тесе хавхалантарнă.

1944 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче манăн та ят тухрĕ. Малтан Хусан çывăхĕнче службăра тăтăм, çар ĕçне хăнăхтарчĕç. Унтан Витебска илсе çитерчĕç. Эпĕ вăрçа кĕнĕ чухне пирĕн çарсем тăшмана каялла хăвалатчĕç ĕнтĕ, çавăнпа каялла чакнисем пулман. "Власовецсене", дезертирсене курман. 1944 çулхи октябрь уйăхĕнче амантăм. Уйăх çурă сипленсен каллех фронта кайрăм. Декабрь уйăхĕнче каллех амантрĕç, снаряд ванчăкĕ чутах алăсăр хăвармарĕ. Сывалсан февральте вăрçă хирне кĕтĕм. Ун чухне çапăçусем Литва, Латви çĕрĕсем çинче пыратчĕç. Литвара нимĕçсем питĕ çирĕп тăратчĕç. Унсăр пуçне шурлăх вырăнсем. Питĕ йывăрччĕ. 1945 çулхи февраль уйăхĕнче пĕр хаяр çапăçура йывăр аманса хăрах урана çухатрăм. Мана Макартычян Хачатур армян хăйĕн çурăмĕ çине хурса сĕтĕрсе тухнă çапăçу хирĕнчен. Госпитальсенче нумай вăхăт сиплентĕм... Виççĕмĕш степень Мухтав орденĕпе, Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш степень орденĕпе, медальсемпе наградăланă.

Анатолий Григорьевич вăрçăччен шкулта вĕреннĕ-ха та, фронтран таврăнсан ăна хатĕрлев кантурне счетовода лартнă. Нумай çул ял совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăхăн счетовочĕ те пулнă вăл, киномеханикра та нумай вăй хунă.

Пĕр хĕрпе тăватă ывăл çитĕнтернĕ мăшăрĕпе. Кĕçĕн мăнукĕсем халĕ тăваттăн. Кроликсем, качакасем усрать, вĕсемпе вăхăт ирттерет.

Хĕрарăм чунĕпе арçынран çемçерех. Фронтра санитар пулнă Мария Александровна Александрова çав вăхăтсене пăлханса, куççуль витĕр аса илет. Паян вăл 87 çулта.

– Вăрçă çулĕсем çинчен йывăр вăхăт пулнă тесе калани нимĕн те каламаннипе пĕрех. Çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен Тăвайне окоп чавма илсе кайрĕç. Дисциплина тĕлĕнмелле çирĕпчĕ. Кая юлса çÿреме юраман. Çар трибуналĕнчен шутсăр хăраттăмăр.

1942 çулхи çуркунне. Çур аки çывхарать. Окоп чавакансенчен 2 хĕрпе 2 качча суйласа илчĕç. Вĕсен йышне эпĕ те лекрĕм. Арçынсем вăрçа кайса пĕтнĕ те окоп чавнă çĕртен тракториста вĕренме илсе кайрĕç. 4 уйăхран Шăхасанти МТСра вăй хума тытăнтăмăр. Пĕрле ĕçлекен Герасимов тракториста салтака илсе кайсан тракторăн хуçи эпĕ пулса тăтăм. Икĕ çул ĕçлерĕм "У-2" тракторпа. Хĕр-трактористсен бригади малтисен ретне тухрĕ.

1943 çулта мана та повестка килчĕ. Пире, тракторист ĕçне алла илнĕ хĕрсене, танк çарне ярас пек калаçатчĕç. Ама çури анне килтен тухса кайнă чухне пĕр татăк çăкăр парса ямарĕ. Çар комиссариатĕнчен "сухой паек" пачĕç, çавă чуна упрама пулăшрĕ. Удмурт республикинче 2 уйăх пурăнтăмăр. Çÿçсене касрĕç, çăвăнтарса арçынла тумлантарчĕç. Кунтан тавар пуйăсĕпе Суздаль хулине илсе кайрĕç, 4 уйăх санинструктора вĕрентĕмĕр. Ун хыççăн фронтсем тăрăх салатса ячĕç. 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче 1-мĕш Украина фронтне çитрĕм. Пирĕн санитари полкĕ фронтран çур çухрăмра çеç тăнă.

Чехословаки, Польша çĕрĕсем витĕр тухрăм. Граната сирпĕнет, аçа-çиçĕм пек тавралăх кисренет, аманнă салтаксене çапăçу хирĕнчен илсе тухса лаша ураписем çине тиетпĕр. Арçынсем те пулăшатчĕç. Аманнисене госпитале вырнаçтармалла, пĕр çĕре илсе çитеретпĕр – йышăнмаççĕ, тепĕр çĕре... Аран-аран вырнаçтаратпăр. Эй, мĕн кăна курмарăм. Чылайăшĕ алă çинчех вилсе каятчĕ. Пуç çийĕн пуля шăхăрать, снаряд çурăлать, аманнисем мĕнле кăшкăраççĕ тата... (аса илнĕ чухне халĕ те йĕрет. Одер шывĕ урлă каçнă чухне Мария Александровна ураран тата алăран аманнă. Сывалас енне кайсан хăйĕн батальоннех таврăннă).

Çĕнтерĕве ăçта кĕтсе илнине калаймастăп. Питĕ нумай çуран утрăмăр. Сĕм вăрманти пĕр уçланка çитрĕмĕр. Кунта темиçе бригада пуçтарăннă. Пурне те строя тăратрĕç те пакунсем çĕлеме хушрĕç. Мĕнрен; "Шинельтен касса", – теççĕ. Шинелĕ те çук. Пурте юнпа хытса ларнă, çурăлса пĕтнĕ кĕпесемпе. Аманнисене пурне те пĕрремĕш пулăшу патăмăр, суранĕсене çыхса ятăмăр. Лăпланса çитсен вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерчĕç. 4 çул çак сăмахсене кĕтнĕ салтаксем пĕр самант чĕнмесĕр тăнă хыççăн савăнса кăшкăрма, пĕр-пĕрне ыталама тытăнчĕç. Тинех çĕнтертĕмĕр.

Мирлĕ пурнăçра Мария Александровна налук инспекторĕ пулнă, районăн тĕп больницинче нумай çул тăрăшнă. Мăшăрĕпе 6 ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă, аслă пĕлÿ илме пулăшнă.

Хĕрлĕ Çăлтăр, виççĕмĕш степень Мухтав орденĕсемпе, нумай медальпе наградăланă. М.Александрова çинчен çырнă йĕркесене "Уроженцы Чувашии на фронтах Великой Отечественной войны", "Медики Чувашии в годы войны" кĕнекесенче вулама пулать.

Алексей Егорович Смирнов Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1941 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультечĕн виççĕмĕш курсне вĕренсе пĕтернĕ. Çав çулах ăна çара илнĕ.

– Сентябрь пуçламăшĕнче пире, 4-мĕш курс студенчĕсене, штаба пуçтарчĕç те Сталин приказĕпе паллаштарчĕç: института каялла таврăнса экзамен тытма хатĕрленмелле. Виçĕ уйăхра 4-мĕш курс программине вĕренсе патшалăх экзаменĕсене тытрăмăр, пире диплом пачĕç. Институт хыççăн тăван киле таврăнтăм. Учительсем çитмен пирки Çĕнĕ Пăва шкулĕнче историе вĕрентекенре ĕçлерĕм. Кунтан мана тепĕр хут çара илчĕç.

– Кăнтăр Хĕвел анăç, 1-мĕшпе 2-мĕш Белорусси, Тĕп фронтсенче çапăçрăм. 1943 çулта пирĕн 44-мĕш артбригада Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăнчĕ. Ун хыççăн Орелпа Курск, Чернигов облаçĕсене, Глухов, Козельц, Лемеш хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăмăр.

Хамăрăн 44-мĕш артбригадăра эпĕ наводчик, оруди командирĕ, артиллери дивизийĕн, полкĕн комсоргĕ, батарея командирĕн çумĕ пултăм. Çĕнтерĕве 1-мĕш Белорусси фрончĕн йышĕнче Берлин çывăхĕнче кĕтсе илтĕм...

Вăрçă хыççăн Алексей Егорович Елчĕкре, Çĕнĕ Мами, Шăхасан шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетне заочно вĕренсе пĕтернĕ. 1952 çулта саппасри офицера каллех çара илнĕ. Хальхинче служба Çурçĕр Корейăра иртнĕ. Çулталăкран тăван тăрăха таврăнса Шăхасан шкулĕнче вĕрентме пуçланă.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, халăха вĕрентес ĕç отличникĕн Алексей Егорович Смирновăн калаçăвне итлеме паян та питĕ кăсăкăлă, вăл ăс-тăн пуянлăхĕпе, анлă тавра курăмĕпе тĕлĕнтерет. Мăшăрĕпе тăватă ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Вăрçă паттăрне Хĕрлĕ Çăлтăр, Аслă Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш тата 2-мĕш степень орденĕсемпе, хăй калашле, 30 медальпе наградăланă.

Эпĕ паллаштарнă ветерансем кашниех пурнăç историне упраççĕ. Вĕсем каласа кăтăртнисене ÿкерсе илсен шкулта ачасене патриотла воспитани памалли паха материал пулать. Хальлĕхе, тĕрĕс-тĕкел çÿренĕ чухне, çак ветерансемпе вĕренекенсем тĕл пулу ирттернин пĕлтерĕшĕ те пысăк.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика