АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УТМĂЛ ПИЛĔК ÇУЛ ИРТСЕН

07 апреля 2010 г.

Эрне пуçламăшĕнче Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕпе Ю.Барышовпа тĕл пултăм. Вăл район администрацийĕн кашни уйăхăн пĕрремĕш тунтикунĕнче пулса иртекен анлă ларăвне вăхăт тупса пыма ыйтрĕ. Эпĕ килĕшрĕм. "Сăлтавне чĕннĕ çĕре çитсен пĕлĕн", - терĕ.

Вăтакас Кипеч çынни В.Алексеев çар тумне 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче тăхăннă. Удмурт Республикинче виçĕ уйăх çар ĕçне вĕреннĕ. Дунай шывĕ хĕрринче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Вут-çулăм айĕнче кĕпер хывса тепĕр çырана каçнă. Будапешт çывăхĕнче фашистсен танкĕсен ушкăнне тĕп тунă çĕре хутшăннăшăн çамрăк салтак Верховнăй Главнокомандующийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Çĕнтерĕве Чехословаки çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Тăван яла Василий Алексеевич 1949 çулхи ака уйăхĕнче таврăннă. Элеваторта çарти евĕр хуралта тăрăшнă. "Урожай" совхозра уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ. Çар наградисем çумне ĕç наградисем хушăннă.

1945 çулхи çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче 347-мĕш стрелковăй полкăн командирĕ салтаксен пысăк ушкăнне "Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медальпе наградăласси çинчен приказ кăларнă. Çав ушкăнра Вăтакас Кипеч çамрăкĕ В.Алексеев та пулнă. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула пирĕн ентеш ăна илеймен. 65 çул иртсен награда хуçине шыраса тупнă. Шел, Василий Алексеевич çак савăнăçлă саманта кĕтсе илеймерĕ, унăн пурнăçĕ иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче татăлчĕ. Паттăр салтакăн медальне Ю.Барышов подполковник унăн ывăлне, пирĕн хаçат редакцийĕнче нумай çул ĕçленĕ Олег Васильевича, пачĕ.

– Пирĕн юратнă аттен наградине шыраса тупма пулăшнă çынсене пысăк тав. Унăн орден-медалĕсемпе пĕрле çак наградăна та ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем ĕмĕр-ĕмĕр упрĕç, унăн ятне нихăçан та манмĕç, – терĕ вăл.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика