07 апреля 2010 г.
çапларах йĕркесем çырнăччĕ эп çамрăк чухне. Чăнахах, савăккăн кулакан хĕвел ăшшипе юр хăвăрт ирĕлнĕçемĕн "уй-хире кисретмелли" хĕрÿ тапхăр - çур аки кунсерен çывхарать. Çурхи уйри ăнăçлăх вара техника кал-кал ĕçленинчен нумай килет. Çавăнпа хуçалăхсенче техникăна мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеме районта ятарлă комисси йĕркеленĕ.
Пĕрремĕш тĕрĕслев "Победит" хуçалăхра иртрĕ. Мехпаркра тракторсене пĕр рете лартса тухнă. Чи хĕрринче - хăватлă Т-150. Унăн "хуçи" - хуçалăхри чи ăста механизатор Михаил Петров. Çĕр ĕç профессине вăл 1962 çулта Казахстанра комсомол путевкипе вĕреннĕ, унта çерем çĕрсене сухаласа тырă акнă. Михаил Петрович 64-ра, пенси çулĕнче пырать, апла пулин те юратнă ĕçрен уйрăлма васкамасть. БДМ-Агро-3,4 агрегатпа çурхи уйра çĕр кăпкалатать. "Пĕчченех ĕлкĕрсе пыратăп. Уя ирех тухса каятăп та каçхине 11 сехетре каялла таврăнатăп. Халь техника лайăх, ĕçлеме кăна ан ÿркен", - тет вăл. Вырма çитсен "Полесье" комбайн çине куçса ларать. Çĕнĕскер ку, пĕлтĕр кăна туяннă ăна. Михаил Петрович унпа 10 пин центнер тырă çапнă.
- Пурĕ çичĕ трактор пирĕн. Пиллĕкĕшĕпе çур акинче усă курăпăр. Уйра техника çĕмĕрĕлесси-ванасси пулатех, çавăнпа тепĕр иккĕшне резервра тытатпăр, - пĕлтерет хуçалăх тĕп инженерĕ Виктор Варсонофьев.
Николай Терентьев, Андрей Васильев, Владимир Иванов, Николай Петров механизаторсем те хăйсен тракторĕсене юсаса йĕркене кĕртнĕ. "Техникăна аван хатĕрленĕ. Маттур!" - палăртрĕ Патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн районти пуçлăхĕ Анатолий Петров.
Ĕç планĕпе çуртрисене 350 гектар акма, çĕр улмине 10 гектар лартма палăртнă. Çурхи уйра мĕнпур ĕçе вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама тĕв тунă "Победит" хуçалăхри механизаторсем.
А.ВЛАДИМИРОВ.