АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСА ИЛŸСЕМ АЧАСЕНЕ ТЫТКĂНЛАРĔÇ

02 апреля 2010 г.

Тури Юнтапари пуçламăш шкулта вăрçă ветеранĕсемпе тата тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Тĕл пулăва килнĕ хаклă хăнасем ачасене хăйсен çăмăл мар кун-çулĕпе паллаштарчĕç.

Клавдия Яковлева каласа пани ачасене уйрăмах тыткăнларĕ. Вăрçă пуçланнă çул вăл тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ. Ашшĕне авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче фронта илсе кайнă. Поездпа кайнă чухне ашшĕ Мăкăр ялĕ çумĕнчи чукун çул кĕперĕ çывăхĕнче çыру пăрахса хăварнă. Ăна чукун çул çинче тăракан хуралсем тупнă та шкула пырса панă. Салтак мăшăрне ачисене лайăх пăхса çитĕнтерме, пепкисене амăшне пулăшма чĕнсе çырнă.

Варвара Федотова окоп чавнине, вăрман каснине тата торф кăларма кайнине каласа пачĕ.

Шкул ачисемпе ача садне çÿрекенсем хăнасене концерт лартса парса савăнтарчĕç. Куракансене Ирина Георгиева тата Дима Гаврилов юрлани уйрăмах кăмăла кайрĕ. Кайран ветерансене çавра сĕтел хушшине чĕнтĕмĕр, чейпе сăйларăмăр. Асăнмалăх сăн ÿке-рĕнтĕмĕр.

Л.МИХАЙЛОВА, шкул директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика