АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔМĔТСЕМ ПУРНĂÇЛАНАÇÇĔ

02 апреля 2010 г.

Вăтапуç шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Раиса Николаевна Степанова пуш уйăхĕнче Египетра пулчĕ. Хĕрлĕ тинĕс хĕрринче вырнаçнă Шарм Эль-Шейх курорт хулинче сывлăхне çирĕплетме пултарчĕ.

– Манăн мăшăрăн çуралнă кунĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕпе пĕр вăхăталла килет, – кăмăллăн калаçăва хутшăнчĕ Виталий Михайлович. – Кăçал эпĕ ун валли урăхларах парне тума шутларăм.

Раиса Степанова 1968 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пĕршенер ялĕнче Николай Яковлевичпа Валентина Ивановна Яковлевсен çемйинче çуралнă. Вăрăмпуç шкулĕнчи сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан учитель пулас ĕмĕтпе вăл Канашри педагогика колледжне вĕренме кайнă. Кĕçĕн классене вĕрентекен учитель дипломне алла илсен ăна Шупашкар районĕнчи Тăрăн вăтам шкулне ĕçлеме янă.

– Юратнă савнине тăрăнсем илсе юласран питĕ шикленеттĕм. Вăл унта икĕ çул ĕçленĕ хыççăн çемье çавăрма шутларăм. Мăшăрăма Вăрăмпуçне илсе килсен вăл Вăтапуç шкулĕнче ĕçлеме пуçларĕ, – аса илет Виталий.

Аслă пĕлÿллĕ педагог кăçалхипе 23-мĕш çул ĕнтĕ çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. Пĕчĕк-скерсене çырма-вулама çеç мар, аслисене хисеплеме, йывăр вăхăтра пулăшма, çут çанталăка упрама тата юратма вĕрентет, сĕнÿ-канашсемпе те пулăшать.

Пултаруллă вĕрентекен шкулта тата районта ирттерекен мероприятисене те хастар хутшăнать. Тавра курăмне аталантарса тăнипе пĕрлех ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шырать. Килес çул Раиса Николаевна вĕрентекен тăваттăмĕш класс ачисем аслă класа куçаççĕ, вĕсене çак пĕлтерĕшлĕ утăма тума хатĕрленĕ май вăл "Умницы и умнички" кружок ертсе пырать.

Раиса Николаевнăпа Виталий Михайлович ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Алеша Канашри педагогика колледжĕнчи информатика уйрăмĕнче пĕрремĕш курсра вĕренет. Оля тăваттăмĕш класа çÿрет.

Кашни çыннăнах мĕнле те пулин туртăм пур. Р.Степанова ĕç хыççăн, пушă вăхăт тупăнсан, мĕнпе киленме юратать-ха;

– Эпир çемьере тăххăрăн çитĕннĕ. Аттепе аннене кил-хуçалăхра пулăшса тăнă. Анне çăм çиппи арлатчĕ, эпир, хĕрсем, алса-носки çыхаттăмăр. Ал ĕç тума юратнипе пĕрлех эпĕ хамăн юратнă çемье валли тутлă апат хатĕрлеме те кăмăллатăп. Мăшăрăм Мускава ĕçлеме çÿренĕ май çул çине темĕн тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе парса яратăп, çавăн пекех кĕтсе те илетĕп.

Раиса Степанова Египетра пулни çинчен асăнса хăварнăччĕ, унта вăл 7 кун хушши пурăнса килчĕ. Пирамидăсен çĕршывĕнче мĕн курнипе кăсăклантăм.

– Египета тахçанах кайса курас килетчĕ. Пирамидăсем те хăйсем патне туртатчĕç. Эпĕ ĕмĕтленни тинех çитрĕ. Пĕр эрне хушшинче ăшă хĕвел пайăркисемпе те, сиплĕ тинĕс шывĕпе те киленме ĕлкертĕм, пирамида ăшне те кĕрсе куртăм. 374 картлашкаран тăракан кукăр-макăр уçлпа ту тăррине ултă километр çÿллĕшне хăпарса хĕвел тухнине кĕтсе илтĕм.

Манахсем лартнă "телей йывăçĕн" туратне те тытса куртăм. Хамăр патăмăрта ÿсмен чечексене пăхса килентĕм тата ытти чылай япалана курса тĕлĕнтĕм. Шел, çичĕ кун çичĕ сехет пекех иртсе кайрĕ, сисĕнмерĕ те.

Çак кану хыççăн шкулта вĕренекенсем те хĕвеллĕ Египет çĕршывĕ çинчен нумайрах пĕлчĕç.

Л.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика