02 апреля 2010 г.
Культурăра тăрăшакансем кăçалхипе виççĕмĕш хут хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Уяв кунĕнче вĕсем пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе паллашаççĕ. "Гордимся мы профессией своей" конкурс та виççĕмĕш хут иртрĕ. Çакна та палăртма кăмăллă, унта хутшăнакансем çуллен вăйланса пыни куç кĕрет. Пĕлтĕр ирттернĕ смотр, сăмахран, ку хутĕнчипе танлаштарсан палăрмаллах улшăнса тăрать. Çакă, паллах, участниксенчен те нумай килет-ха. Унсăр пуçне культура ĕçченĕсем пĕлĕве ÿстермелли курссене çÿрени, тĕрлĕ проектсене хутшăнни, ытти тăрăхсене тухса çÿрени те ырă витĕм кÿрет.
Юратнă ĕçе культура сферинче тупнисене професси уявĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов ăшшăн саламларĕ. Ырлăх-сывлăхпа ăнăçу суннипе пĕрлех Владислав Васильевич культура ĕçченĕсем районăн социаллă пурнăçне пысăк тÿпе хывнине, вĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен шанчăклă пулăшуçисем пулнине палăртрĕ.
– Эпир хамăр районти культура ĕçченĕсемпе мухтанатпăр. Канаш тăрăхĕнчи спортсменсен тата культурăра вăй хуракансен ĕç кăтартăвĕсем республикăри кăтартусенчен çÿлерех пулни хавхалантарать. Пысăк тав сире пархатарлă ĕçĕршĕн. Çĕнĕ автоклуб тухăçлă ĕçлессе, клуб çук ялсене культура варкăшне илсе çитерессе шанса тăратăп, – терĕ. Уява пухăннисенчен чылайăшне ЧР Культура министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Професси ăсталăхĕн конкурсне кăçал ултă библиотекарь тата икĕ клуб ĕçченĕ хутшăнчĕç. Кирек мĕнле ăмăрту-тупăшу та унта хутшăнакан хăйĕнпе паллаштарнинчен пуçланать. Кам сăвă йĕркисем урлă хăй çинчен каласа парать, кам кĕске инсценировка хатĕрлет. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Вулакан ан кÿрентĕр те, сиккассисем çакăн пек мероприятисене яланах ыттисенчен урăхла хатĕрленеççĕ. Хальхинче те кунти культура ĕçченĕсем конкурса хутшăнакан ĕçтешне Алексей Мурзукова "пулăшма" самай хаваслă, интереслĕ сценари хатĕрленĕ. Сцена çине чикансен шавлă та чăрсăр ушкăнĕ кĕрлесе кĕрет. Аякран килекенскерсем пулинех, халтан кайнипе канма вырăн шыраççĕ. Çавăнтах урисене кантарма пушмакĕсене хывса переççĕ, сцена варринчех кану вырăнĕ йĕркелеççĕ. Пĕри юрă ĕнĕрлет, тепри ыйхă килнипе анаслать, виççĕмĕшĕн, пĕр урай карт сарса хунă та, юмăç пăхмалла... Курса ларма питĕ кулăшла. Чикансем иртен-çÿрен çумне çулăхма юратаççĕ вĕт, кусем те пĕр "çĕнĕ вырăс" çумне çулăхаççĕ, ăна çавăрса илеççĕ, юмăç пăхаççĕ, вăл мăшăрĕпе виçĕ хĕр çитĕнтернине, тĕрлĕ шайри пултарулăх смотрĕсенче çĕнтерÿçĕ пулнине, ытти вăрттăнлăхсене пĕлеççĕ. Вĕсем çапкаланчăк чикансем мар иккен – чаплă юрăçсем... Çакăн пек йĕркепе аталанса пырать сценари. Ку Алексей Мурзуковăн "визитки" пулчĕ.
Çĕнĕ Ахпÿрт ял библиотекин заведующийĕ Алина Григорьева ялти вулавăш ĕçне йĕркелесе пыма пуçланăранпа вăхăт самаях иртнĕ, 15 çул ытлашшипех пуль. Çемьере икĕ ача çитĕнет. Кил хуçи арăмĕ мăшăрне юрама пĕлет, "тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме юрататăп" тет.
Марина Осипова чĕрĕк ĕмĕр библиотекарьте тăрăшать. Юлашки çулсенче вăл Пайкилт ял библиотекине ертсе пырать. Унччен вара Марина Петровнăна районти кирек хăш ялта та курма пулатчĕ, унсăр пуçне Канашри чăх-чĕп фабрикинче те лайăх пĕлеççĕ ăна. Мĕн туса çÿренĕ унта тетĕр-и; Районти 18 яла кĕнекепе тивĕçтернĕ вăл, урăхла, куçса çÿрекен библиотека хуçи пулнă. Лаша кÿлсе çула тухасси уншăн ним те мар.
Чулкăмакара çуралса ÿснĕ Елена Демьянова хăйĕн Турă çырнине Хучелте тупнă. Çак ял кинĕ пулса тăнă та вунă çул ытла ĕнтĕ Хучелти вулавăшра заведующи пулса ĕçлет. Ал ĕç тума, апат-çимĕç хатĕрлеме ăста.
Шуркасси ял библиотекарĕ Людмила Филиппова "Канаш ен" хаçатпа тачă çыхăну тытать. Хăй пурăнакан тăрăхри хыпарсене çырсах тăрать. Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Люда. Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухсан Шуркассине ĕçлеме килнĕ.
Вырăскас Пикших тата Анаткас Кипеч ял библиотекарĕсем Светлана Ананьевăпа Анна Спиридонова та хăйсен профессине чун хушнипе суйласа илнĕ. Юрлама-ташлама кăна мар, тĕрлĕ ĕç тума ăста.
Имел хĕрĕ Надежда Александрова Ямашри "Буратино" ача сачĕн воспитателĕ. Унсăр пуçне ялти культура çуртĕнче илемлĕ пултарулăх ертÿçи пулса ĕçлет. Районта иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнать вăл. Надя куракансене кашнинчех çĕнĕ ташăпа паллаштарать. Вăл хăй ташланине пăхма та çав тери кăмăллă.
Конкурсантсем ораторпа артист ăсталăхне, тавра-курăм пуянлăхне кăтартрĕç. Жюри те вĕсен ĕçне çирĕп хакларĕ. Марина Осипова – "Ĕçе юратнăшăн", Надежда Александрова – "Ĕçри хăйне евĕрлĕх", Людмила Филиппова – "Культурăна аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн", Анна Спиридонова – "Малашлăха ăнтăлакан", Алина Григорьева – "Чи лайăх йĕркелÿçĕ", Елена Демьянова "Массăллă мероприятисене ăста йĕркелекен" номинацисенче çĕнтерчĕç.
"Культурăн 2010 çулхи чи лайăх ĕçченĕ" ята Алексей Мурзуков тивĕçрĕ. Светлана Ананьева – "2010 çулхи чи лайăх библиотекарь". Çак ĕçĕн тути-масине кăшт астивсе курнăран вăл ман чуна çывăх. Çавăнпа пурне те саламлатăп, культура ĕçĕ те хисеплисен шутне çирĕп кĕрсе вырнаçасса шанатăп. Эсир куçа курăнман, анчах калама çук пысăк ĕç тăватăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.