02 апреля 2010 г.
Надежда Николаевна Васильева Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш педагогика институчĕн студентки пулса тăнă. Алла диплом илнĕ хыççăн вăл пĕр вăхăт тăван ялĕнчи ача садĕнче ĕçленĕ. Унтан Тăвайĕнчи пионерсен çуртĕнче тĕрĕ кружокне ертсе пынă. Кунта вăл хаклă йышши чулсенчен, вĕтĕ шăрçасенчен тухьясемпе хушпусем ăсталама вĕренсе çитет. Çак ĕçе ачасене те хăнăхтарать. Каярахпа пысăк категориллĕ ăстаçă чылай çул хушши Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче тăрăшать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Надежда Николаевна Канашри ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ĕçлет.
Паян Надежда Николаевна пирĕн редакци хăни.
- Надежда Николаевна, мĕне вĕрентетĕр эсир кунта çитĕнекен ăрăва; Ача-пăча шкулта та пĕлÿ илет вĕт-ха...
- Пирĕн учреждени, шкул пекех, пĕлÿ парать. Анчах мĕнле пĕлÿ-ха вăл; Эпир кунта ытларах воспитани парас тесе тимлетпĕр. Ачасене сăпайлă, типтерлĕ, йĕркеллĕ пулма вĕрентетпĕр. Ман тĕллев вара - ачасене тавралăхри илемлĕхе сăнама, курма вĕрентесси. Хитрелĕхе темле майпа та кăтартма пулать. Тĕслĕхрен, эпĕ ачасене тĕрлĕрен ÿсен-тăрансене, уйрăмах чечексене, лапсăркка йывăçсене, хурт-кăпшанкăсене ăсра сăнарласа, вĕтĕ шăрçапа илемлетсе вĕсене катан пир çине ÿкерме вĕрентетĕп. Пĕр сăмахпа каласан, ал ĕçĕ тума хăнăхтаратăп. Çавна май вĕсен диалектикăлла шухăшлавĕ те аталанса, вăй илсе пырать. Эпĕ чылай çул каяллах "Халăх ăсти" хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă. Ман тĕп тĕллев - хам мĕн пĕлнине пĕтĕмпех ачасене вĕрентсе хăварасси. Вĕсем ман нумай - пурĕ 120 ача. Вĕсенчен 10 - 12-шне эпĕ хампах танлаштарма пултаратăп. Вĕсен питĕ пысăк талант пур тесе шутлатăп эпĕ. Вĕсем хулари пĕрремĕш, виççĕмĕш, тăххăрмĕш шкулсенчен.
Иртнĕ çул эпир хулари тата республикăри ал ĕç выставкисене хутшăнтăмăр, унта та, кунта та пĕрремĕш вырăнсем çĕнсе илтĕмĕр.
- Надежда Николаевна, ачасен мĕнле ĕçĕсене тăратрăр эсир выставкăна;
- Пуканесем. Ылтăн çипрен ăсталаса тунă пуканесем эппин. Тата эпĕ мĕн ачаранах çветтуйсен сăн-питне тĕрлеме юратнă. Ачасене те майĕпен-майĕпен çавăн патне илсе пыма тăрăшатăп. Тĕрĕссипе каласан, çак ĕç патне пурте пыма пултараймаççĕ - унта пыма çав тери пысăк пултарулăх кирлĕ. Ку ĕçе ăшран тухакан типтерлĕхсĕр, тасалăхсăр тăваймастăн.
- Сирĕн турăшсем тĕрлес, ăсталас туртăм ăçтан пуçланса кайрĕ;
- Ун чухне те виççĕре пулнă эпĕ, те тăваттăра. Çынна каласан çын та ĕненмест пулĕ. Мана, çемьере вуннăмĕш ача пулнă май, те "пурăнаять-ши ку;" тесе пулас, чиркĕве те питĕ кая юлса илсе кайнă. Вара пачăшкăна сухалĕнчен туртнине те, шыва кĕрес килменнипе макăрнине те питĕ лайăх ас тăватăп. Унтан пуçа аялалла пĕкрĕç те, пысăк чашăкри шывра эпĕ Иисус Христос сăнне куртăм. Сăнне вара вĕтĕ шăрçапа - бисерпа тĕрленĕ пулнă. Ун чухне эпĕ бисер мĕннине те ăнланман пулнă вĕт-ха. Эпĕ мĕн шкултан вĕренсе тухичченех çутă кантăк ванчăкĕсене пуçтараттăм. 10 класс пĕтернĕ хыççăн професси пирки шутласа тăман - пĕтĕм пурнăçа ачасемпе çыхăнтарма палăртса хунă пулнă.
- Тĕрĕ ĕçне эсир хăçан пуçăннă;
- Институтра вĕреннĕ чухне пирĕн "Прикладное творчество" текен предмет пурччĕ. Çав предметпа пире çав тери типтерлĕ педагог, еврей хăрарăмĕ, таçта инçетри çĕршывранах килнĕскер, вĕрентетчĕ. Вăл пире вилсе кайса ылтăн çиппе тĕрĕ тĕрлеме хăнăхтарас тесе тăрăшатчĕ. Паян та пысăк тав сăмахĕ калас килет ман ăна.
- Ылтăнпа тĕрленĕ чи пирвайхи ĕç мĕн пулнă сирĕн, Надежда Николаевна;
- Салфеткăччĕ вăл. Вĕренсе тухнă хыççăн мана Тăвайне ача садне ĕçлеме ячĕç, унта эпĕ воспитательтен садик заведующине çитрĕм. Пĕлетĕп - ку ĕç мана килĕшсех каймасть. Хам ыйтнипе роно заведующийĕ Пионерсен çуртне куçарчĕ. Вара кунта хамăн пултарулăха яр-уççăн кăтартма пултартăм. Лайăх специалист-педагогсем нумайччĕ Тăвайĕнче. Вара пĕр-пĕрин хушшинче ачасене кам мĕн ĕçе вĕрентмеллине пайларăмăр. "Эсир бисерпа япала тĕрлеме вĕрентĕр", - çапла сĕнÿ пачĕç мана ĕçтешсем. Бисерпа-тăк бисерпа - эпĕ килĕшрĕм.
Хам алăпа ăсталанă пĕрремĕш япала вăл - тĕлĕнсе каймалла - тухья пулчĕ. Малтан эпĕ ăна алла тытса та курман пулнă. Ман кăмăл-туйăм çавăн пек: хам ума тĕллев лартрăм пулсан, ăна пурнăçламаллах. Çак тухьяна парне пама Америкăнах илсе кайрĕç. Çавăн хыççăн лекрĕм те эпĕ творчествăлла шырав серепине.
Ман пурнăçра пĕр питĕ йывăр тапхăр пулчĕ - анне вилчĕ. Çавăн хыççăн пурнăç çине вуçех урăхла пăхма пуçларăм. "Хамăр хыççăн мĕн хăварма пултарăпăр-ха эпир;" - текен шухăш пĕрмаях канăç памастчĕ. "Ырăлăх хăвармалла", - теттĕм хама хам ăшра. Çав вăхăтра мана тем пулчĕ: куçа хупаттăм та, хам тумалли япаласене кураттăм. Эпĕ нихăçан та кăранташпа-хутпа аппаланса ларман. Кĕрсе ларатăп та, тÿрех тума пуçлатăп. Куçа хупса тунă пек пулать ĕнтĕ вăл. Тухьясем пирĕн пилĕк тĕсрен тăраççĕ - хĕрлĕ, сарă, симĕс, хура, шурă. Кашни тĕсĕ мĕне пĕлтернине эпир ачасене малтанах каласа ăнлантаратпăр. Анчах ман ĕлĕкрен пыракан меслетсемпе мар, хама килĕшнĕ пек ăсталас килетчĕ. Калăпăр, ман ума кăн-кăвак тухья е шап-шурă тухьяпа шап-шурă кĕпе тухса тăратчĕç. Ум çаккисем килетчĕç куç умне. Вĕсем вара пачах урăхла, кĕпепе пĕр тĕслĕ курăнаççĕ. Мĕн пулать çакăн пек тусан, тесе шухăша каяттăм та, килте никама кăтартмасăр ăсталаса лараттăм. Ас тăватăп, пĕр тухьяна сакăр уйăх турăм! Кĕрсе ларатăн та, пĕр е икĕ эрне пăхса ларатăн ун çине. Вырăсла "творческий поиск" тесе калаççĕ-и-ха çавăн пек чун туртăмне;
Ун чухне эпĕ ялта пурăннă та, хам ĕçсене никама та кăтартма хăяйман. Лайăх-и вĕсем, япăх-и, никам та хак паман вĕсене. Урампа утса пынă чухне те пĕрмаях тухьясем, ум çаккисем çинчен, вĕсене мĕнле вĕтĕ шăрçапа ăсталасан хитре пуласси çинчен шутласа çÿреттĕм. Нумай япала пуçа кĕретчĕ çав вăхăтра. Тĕрĕссипе каласан, анне вилнĕ хыççăн пусăрăнчăк, хуйхăллă кăмăлпа çÿреттĕм. Юратнă ĕçĕм пулман пулсан эпĕ çак депрессинчен тухаймастăм та пулĕ. Тем тĕрлĕ нумай япала турăм: кăн-кăвак тухьясем, ум çаккисем... Пĕррехинче упăшка Тăвай районĕнчен Шупашкарти промышленность палатине пĕр ал ăстине ямалли çинчен пĕлтерчĕ: "Никама та шыраса тупаймастпăр, эсĕ лăпăртатса ларатăн вĕт, кайса килместĕн-и;" - терĕ. Вăтана-вăтана, çынна пулăшас тесе анчах кайрăм. Унта пĕрремĕш вырăн йышăнатăп тесе шутламан та. Çавăнта анчах ăнлантăм эпĕ ăсталанă япаласем питĕ илемлĕ те интереслĕ пулнине. Мана телевидени, радио, хаçат-журнал корреспонденчĕсем сырса илчĕç, пурте хам çинчен, çавăн пек куçа илĕртекен илемлĕ япаласене мĕнле ăсталани çинчен каласа пама ыйтаççĕ. Ку ĕç 2000 çулта пулса иртрĕ.
Ун хыççăн тĕрлĕ выставкăсенче пулма тиврĕ, – дипломсене, хисеп хучĕсене, хаклă парнесене тивĕç пултăм - вĕсен шучĕ те çук. Мускава та темиçе хутчен çитнĕ. Унта та, кунта та чĕнме пуçларĕç. Ниçта ĕлкĕрме çук. Мускавра ВДНХра тăнă чухне пĕр арçын пычĕ те пăхрĕ-пăхрĕ-пăхрĕ ман япаласене айккине пĕр виçĕ метр кайса тăрса. Эпир, чăвашсем, япала килĕшсен: Ой, мĕнле хитре!" - тесе алран ярса тытатпăр. Ку çын темĕншĕн апла тумарĕ, ман ĕçсене пĕр 20 минут хушши пăхса киленсе тăчĕ. Вара ман пата тата темиçе çынна илсе пычĕ. Вĕсем те айккинчен пĕр вăхăт сăнаса тăчĕç. Кайнă чухне арçынни ман алла чуп туса хăварчĕ. Кайран пĕлтĕм: ку çын Вячеслав Зайцев пулнă иккен. Вара эпĕ ăнлантăм: ман япаласем Мускаври паллă çынсене те тĕлĕнтереççĕ мĕн!
Тĕрлĕрен музейсене çÿресе, пысăк хуласенчи выставкăсене хутшăнса çакна ăнланса илтĕм: ман тата пысăкрах, интереслĕрех япаласем ăсталама тытăнмалла. Мĕн-ха вăл, ман малашне тумалли япаласем; Шутлатăп-шутлатăп – ниепле те ăнкарса илейместĕп. Анчах чун тата çĕннине шырать. Çакна каламалла: мана мĕн пĕчĕкрен чиркÿ япалисем килĕшетчĕç. Пирĕн çемьере пурте турра ĕненекен çынсем пулнă. Эпĕ хам та паян кун та чиркĕве çÿретĕп. Виçĕм çул кăна ăнланса илтĕм ман чуна мĕн кăсăклантарнине: ман турăшсене, çветтуйсен сăн-пичĕсене ылтăнпа, кĕмĕлпе тĕрлемелле! Çак пархатарлă та сăваплă ĕçе пуçăниччен чунпа ÿт-пĕвĕме тасатас тесе Дивеевăна кайрăм. Çавăнта шыва кĕнĕ чухне тĕлĕнмелле япала пулса иртрĕ. Каласан çын та ĕненес çук. Эпĕ çырантан шыва сикрĕм те тÿрех шыв тĕпне анса кайрăм. Пуçра пĕр шухăш: нивушлĕ кунтах вилме тивет; "Серафим Саровский, тархасшăн, пулăшсам мана", - тесе ăшра йăлăнса илме анчах ĕлкĕртĕм, мана такам икĕ аллипе çĕклерĕ те, çÿлелле тĕртсе ячĕ. Йĕри-тавра пĕтĕм халăх ман çине пăхса тăрать. Пурте тĕлĕнсе, хăраса кайнă. Тата çакă тĕлĕнмелле: ман умра Саровский Серафимăн тем пысăкăш турăшĕ тăра парать.
- Ку сирĕн куçа курăннă-и;
- Çу-ук! Ун иконĕ чăнах та унта çакăнса тăнă! Шывран çырана тухрăм та виçĕ хутчен хĕрес хыврăм - мана хам ĕмĕтленнĕ ĕçе пуçăнма çветтуй Серафим пил панă пекех туйăнчĕ.
Эпир хам вĕрентекен хĕр ачасемпе Варнавăран турăшсене тĕрлеме тытăнма пил ыйтрăмăр. Вара çавăн хыççăн пуçăнтăмăр çак ĕçе: ылтăнпа, кĕмĕлпе, чешски натуральнăй ылтăн вĕтĕ шăрçапа турăшсем тĕрлеме тытăнтăмăр.
Халĕ эпĕ Канашри ача-пăча пултарулăх çуртне çÿрекен ачасене хаклă йышши шăрçасемпе тухьясем, турăшсем тĕрлеме, эрешлеме вĕрентетĕп. Ачасем питĕ йĕркеллĕ, пултаруллă, ăста. Ак çак виçĕ пĕчĕк турăша ачасем пĕр уйăх турĕç. Ку ĕçе питĕ ерипен, типтерлĕ тумалла вĕт-ха. Кунта васкани, лăпăр-лапăр туни юрамасть.
- Çак виçĕ турăша пĕр ача тунă-и;
- Тăваттăн турĕç вĕсене. Малтан пĕр хĕрачи бархатне ылтăн çиппе эрешлесе тухрĕ, унтан тепĕр хĕр ачи йĕри-тавра бисерпа тĕрлерĕ, тата тепĕр хĕрачи иçĕм çырлин çулçисене турĕ, çырлисене вара тата тепри хаклă йышши чулсенчен ăсталарĕ.
- Уйăрма пулать-и: чăваш ачисем ытларах тĕрĕ тĕрлеме юратаççĕ, е вырăс ачисем; Е нимĕнле уйрăмлăх та çук-и;
- Малтан эпĕ акă мĕнле шутлаттăм: чăваш хĕрĕсем чăваш тĕррисене, вырăс хĕрĕсем вырăс тĕррисене тĕрлеççĕ пулĕ тесе. Çук иккен. Вырăс хĕрачисене те чăваш тĕрри кăсăклантарать! Чăваш тĕррисене эпир çиппе мар, пĕтĕмпех хаклă йышши чулсенчен, вĕтĕ-вĕтĕ шăрçасенчен ăсталатпăр.
- Надежда Николаевна, эсир хаклă йышши чулсенчен, вĕтĕ шăр-çасенчен питĕ илемлĕ тухьясем ăсталатăр, турăшсем тĕрлетĕр. Каçарăр та ыйтнăшăн: сирĕн çак япаласене туянас текенсем çук-и;
- Темĕн чухлех. Саккас та нумай параççĕ, анчах вăхăт çитменни пĕтерет.Ак тата пĕр япала: ман аппа питĕ хăйне майлă çын вăл. Пĕррехинче: "Надя, - тет, - сана пурте тухьясем тума саккас параççĕ, мана та туса пар-ха, - тет, - тульккăш çынсенни пекки мар, пĕлĕт пек кăн-кăвакки". Туса патăм. Пи-итĕ килĕшрĕ ăна. Ăна çеç те мар, ялти пĕтĕм хăрарăм ăна курса киленчĕ. Халĕ эпĕ тĕрлĕ тĕслĕ тухьясем ăсталатăп. Ак çак хĕрлĕ тухьянах илер. Ку вăл комплект: унта, тухьясăр пуçне, ум çакки, ун çумне алă сулисем, пилĕке çыхмаллисем. Пĕр хăрарăм вопше босоножкипе пĕрле заказать турĕ. Анчах, турăшсемпе ĕçленĕ пирки, вĕсене тума манăн вăхăт çукпа пĕрех. Ак çак симĕс тухьяна Заводскова Надежда юрăç тăхăнать, ăна валли тунă. Ку шурă тухья, кĕмĕл укçасемпе эрешленĕскер, Америкăра, ăна пĕр бизнесмен хăйĕн хĕрне качча пама тутарнăччĕ. Каши япалин хăйĕн историйĕ.
Çак хушпăва çичĕ тĕрлĕ бисерпа хитрелетсе тунă. Тĕттĕм кăвакран пуçланать те, шурăпа пĕтет. Çичĕ тĕс ун çинче. Ăна Чĕмпĕр хула администрацийĕнче пысăк чинра ĕçлекен хăрарăм заказĕпе турăм.
Халĕ выставкăна хатĕрленетĕп. Хула музейĕнче хам ăсталанă пĕтĕм япалана çынсене кăтартасшăн, хак паччăр вĕсене. Ун хыççăн çак выставкăпа Шупашкар çыннисемпе хăнисем тĕп хулари Чăваш наци музейĕнче паллашма пултараççĕ.
- Сирĕн умра, Надежда Николаевна, хисеп хучĕсен, тĕрлĕрен дипломсен купи...
- Темĕн чухлех вĕсем. Пĕтĕм Раççейри "Русь мастеровая" ятлă конкурсра 7 çул хушши пĕрремĕш вырăн йышăнса пытăм. Виçĕм çул Хусанта ирттернĕ "Атăлпа Урал хушшинчи" Пĕтĕм Раççейри уçă конкурсра эпир ачасемпе "Гран-при" çĕнсе илтĕмĕр. Унта эпир чăвашсен 18-мĕш ĕмĕртен пуçласа паян кунчченхи пуçа тăхăнмалли япалисене тăратнăччĕ. Вĕсем куракансене кăна мар, жюри членĕсене те çав тери килĕшнĕччĕ.
- Надежда Николаевна, эсир çак ĕçре питĕ пысăк опыт пухнă. Çак опыта пĕтĕмлетсе кĕнеке е брошюра кăларас ĕмĕт çук-и сирĕн;
- Шупашкарта ĕçленĕ чухнех кăларасшăнччĕ эпĕ пилĕк кĕнеке. Ал çырăвĕсем хатĕр. Бижутери темипе виçĕ журнал кăларма палăртнăччĕ. Тепĕр кĕнеки ылтăн вĕтĕ шăрçапа тĕрĕ тĕрлесе эрешлемелли çĕнĕ меслетсем çинчен пулмалла.
Чăваш хĕрĕсен, хĕрарăмĕсен пуçа тăхăнмалли япалисене туса сутакан ăстасем нумай. Анчах вĕсем хăйсен пĕлĕвне çынсене парасшăнах мар. Эпĕ вара шкулсенче, ачасен пултарулăх çурчĕсенче ĕçлекен, хушма пĕлÿ паракан технологсемпе педагогсем валли ку енĕпе ятарласа методика пособийĕ çырса хатĕрлерĕм. Ку питĕ кирлĕ кĕнеке. Анчах ăна пичетлесе кăларма укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Кам пулăшĕ-ши мана;
В.ЛАПИН.