АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРОФЕССИ ĂСТАЛĂХНЕ ŸСТЕРМЕ

02 апреля 2010 г.

Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче социаллă пурнăçпа гуманитари енĕпе ĕçлекен учительсен семинарĕ иртнĕ. Канаш, Тăвай тата Вăрмар районĕсенчен 23 педагог килнĕ. Чи малтанах хăнасене 1996 çулта Н.Денисов йĕркеленĕ тавра курăм музейĕнчи экспонатсемпе паллаштарнă. Уйрăмах вĕсене çар мухтавĕн кĕтесĕнчи материалсем килĕшнĕ.

Фестивале республикăри вĕрентÿ институчĕн наукăпа методика енĕпе ĕçлекен проректорĕ Е.Казакова уçнă. Районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ С.Калиновская фестивале хутшăнакансемпе паллаштарчĕ. Пирĕн район чысне Чакаçри Т.Андреева, Шăхасанти Е.Энюхова, В.Спиридонова, Ямашри О.Семенова, Вăтакас Кипечри С.Антонова, С.Судякова тата С.Андреева вĕрентекенсем хÿтĕленĕ.

Фестивале хутшăнакансем инноваци технологийĕсемпе усă курса уçă уроксем тата "Пултаруллă ачасене хатĕрлемелли система тата вĕсене педагогика енĕпе пулăшса пырасси" темăпа мастер-классем ирттернĕ. Е.Казакова проректор вĕрентекенĕн хăйĕн професси ăсталăхне мĕнле ÿстерсе пымалли çинчен каласа панă. Çакăн хыççăн уроксене сÿтсе явнă. Вĕрентÿ институчĕн вырăс чĕлхи кафедрин методисчĕсем Г.Воробьева, Л. Иванова, А. Илларионова вĕрентекенсен ĕçне хак панă.

С.Калиновская фестивале хутшăнакансене лауреат дипломĕсем панă. Шкул ачисем юрлас-ташлас пултарулăхне кăтартнă.

М.ФЕДОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика