02 апреля 2010 г.
Районти вĕрентÿ управленине Чăваш ял хуçалăх академийĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен проректорĕнчен Р.Айзатовран тата вĕренме кĕме хатĕрлекен уйрăмĕн доцентĕнчен Л.Васильевăран çыру килнĕ. Унта вĕсем управлени пуçлăхне Ю. Алексеева районти шкулсенче вĕренекенсене академи йĕркеленĕ мероприятисене хутшăнма явăçтарнăшăн тата пулас çĕр ĕçченне воспитани парассине пĕрле туса пынăшăн тав тунă.ы
"Çамрăк зоотехник" тата "Манăн пулас професси – ветеринари врачĕ" викторинăсенче Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Оля Петрова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ăна пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа наградăланă тата флэшка парнеленĕ. Биологи вĕрентекен Валентина Никифоровăна çĕнтерÿçĕне икĕ викторинăна хутшăнма хатĕрленĕшĕн тав тунă. Шаккăл шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлÿ илекен Наташа Кузьминапа Ваня Владимирова, Ухманти Толя Михайлова грамотăсем парса хавхалантарнă. Вĕсенчен ик-кĕшĕ "Çамрăк зоотехник", виççĕмĕшĕ "Çамрăк инженерсен шкулĕ" викторинăсенче активлă пулнипе палăрнă.
11-мĕш класра вĕренекен Саша Жураева (Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕ), Света Павловăпа Настя Иванова (Чакаç) ялсенчи шкулсенче вĕренекенсем хушшинче биологипе ирттернĕ олимпиадăра лайăх пĕлÿ кăтартнă. Вĕсене грамотăсемпе чысланă.
Физика олимпиадине районти шкулсенчен пиллĕкĕн хутшăннă. Игорь Ильин (Уçырма вăтам шкулĕ) тата Дима Иванов (Энтрияль) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Вĕсен пĕлĕвне дипломпа тата парнепе хакланă. Вĕрентекенĕсене Любовь Семеновăпа Борис Андреева тав тунă.
"Çĕр аннемĕр илемне курма эс вĕрентрĕн, учителĕм, мана" конкурсăн "Ял хуçалăхне механизацилесси" номинацийĕнче Сухайкасси вăтам шкулĕнче кăçал вĕренсе тухакан Георгий Трофимов çĕнтернĕ. Ăна диплом тата флэшка парса хавхалантарнă, ун валли общежитинче пурăнма вырăн, тĕллевлĕ хатĕрленÿ валли контракт хатĕр. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Ивановăна конкурс çĕнтерÿçине хатĕрлес енĕпе хастар пулнăшăн Тав çырăвĕ панă.
Çÿлерех асăннă ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене, кăçал шкултан вĕренсе тухакансене академин ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртекен Уçă кунне пыма чĕннĕ. Программăра – академи ректорĕн Николай Кирилловăн, Ял хуçалăх, Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствисен представителĕсен, абитуриентсен сăмахĕсем, викторинăсенче, олимпиадăсенче, сочиненисен конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăннисене чысласси, академи студенчĕсен концерчĕ, факультетсемпе паллашасси.
Е.ИВАНОВА.