02 апреля 2010 г.
Иртнĕ кĕркунне ял халăхне хăйĕн хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ пахча çимĕçе, выльăх-чĕрлĕхе сутса укçа тума май паракан кооператив хута кайрĕ. Урăхла, ял хуçалăх пасарĕ ĕçлеме пуçларĕ. Пасарăн ĕç йĕркийĕсемпе вулакансене пĕрре мар паллаштарнă-ха эпир, çапах та ун çинчен тепĕр хут аса илтерни ытлашши пулас çук.
Кăçал ял тăрăхĕсенче халăх пухăвĕсем ирттернĕ чухне пĕр ялта районтан килнĕ представительсене пĕр хĕрарăм çакăн пек ыйту пачĕ: "Ĕлĕк тутар пасарĕ пурччĕ. Унта эпир тем те кайса сутма пултараттăмăр. Халĕ выльăхсене йÿнĕ хакпа тутарсене парса яратпăр, сĕте каллех тутарсене сутатпăр. Пасара кайса тăрас пулсан вырăн укçи мĕн хак тÿлемелле... Тахçанхи пек хамăр туса илнĕ япаласене хамăрах сутма пултарсан, укçи-тенки те хамăр алла кĕмелле пулсан лайăх пулмалла-ха вăл..." – терĕ. Ял хуçалăх пасарне мĕн тĕллевпе уçнине тĕплĕн ăнлантарса панăччĕ ун чухне (хуравлаканни райадминистраци ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ Григорий Петрович Петров пулнăччĕ). Ку ум сăмах вырăнне пултăр.
Паян пасара Татьяна Дмитриева ертсе пырать. Татьяна Станиславовна – пуян опытлă, çирĕп ыйтакан, çаврăнăçуллă, çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çын. "Пасар тухăçлă ĕçлетĕр тесен ертÿçĕпе коллективăн пĕр çирĕп чăмăр пулмалла, – тет директор. "Посредниксем" урлă ĕçлемелли йĕркене килĕштермест вăл. Пасара килекенсем пахалăхлă тавар туянма пултарччăр тет.
Апат-çимĕç продукчĕсем вара кунта яланах халăх кăмăлне тивĕçтерекеннисем. Вырăскас Пикшихе пĕркунне çуран кайнă чухне çулташа Юрий Семенович Никитина: "Эсир çак çĕнĕ пасара кĕркелесе тухатăр-и;" – тетĕп. "Килетĕп, эпĕ хама мĕн кирлине пĕрмаях район пасарĕнче туянатăп. Питĕ килĕштертĕм çак сутă вырăнне. Кунта яланах "свежий" апат-çимĕç, какай та йÿнĕ. Вунă хутаç чăх ашĕ, пилĕк кило сысна какайĕ илсе хуратăп та пĕр хушă ним шарламасăрах пурăнатăп. Паян кĕрсе тухмалла-ха", – терĕ. Юлашки вăхăтра автовокзалтан пасаралла утакан çынсене час-часах куркалатăп. Апла пулсан чăннипех те тивĕçтерет вĕсене унти тавар. Халăх ерипен хăнăхса пырать пулĕ-ха хăйне кирлĕ япалана суйласа илме. Кăлпассипе аш-какай полуфабрикачĕсем, "Хлеб", "Чувашский бройлер" предприятисем туса кăларакан апат-çимĕç продукчĕсене пасара заводранах кÿрсе килеççĕ.
Юнкун Канаша çитсен ĕçе кайиччен малтан пасара кĕрсе тухасах терĕм, унти ĕç-пуçа хам куçпа курса хаклас килчĕ. Пасар хута кайнăранпа кунта нумай улшăну пулнă. Кашни сутуçă валли уйрăм пÿлĕм – лавкка. Павильонра ăшă, çутă, çав тери тирпейлĕ, хăтлă, нимĕнле шăршă-маршă та çук. Сахăр туянакан икĕ хĕрарăм пĕр-пĕринпе калаçнине те савăнсах тимлерĕм: "Питĕ лайăх вĕт-ха кунта. Хаклă мар, тăвăр мар, халăх мĕншĕн çÿремест; Хула пасарне хăнăхнă та ĕнтĕ вĕсем. Пĕрре кунта килсе курсан çÿреме пуçлаççĕ-ха та", – теççĕ. Вĕсен калаçăвне малалла тăснă майăн сутуçи те сăмах хушрĕ: "Маршрутка пасар патнех илсе çитерет вĕт", – терĕ. Эпĕ пама хатĕрленĕ ыйтусене хам çăвар уçса каличченех хуравларĕç вĕсем.
Пасара çын çÿремест тени тĕрĕсех мар. Саккăр иртни 20 минутсенче мана хирĕç пасартан темиçе çын тулли сумкăсемпе тухса кайрĕç. Шала кĕрсен те апат-çимĕç туянас текенсем чылайăнччĕ. Аш-какайпа сутă тăвакан вырăнта та питĕ таса. Пулă сутакан вырăн пачах хăйне уйрăм вырăнта. Кунта яланах тин кăна илсе килнĕ, пăсăлман чĕрĕ пулă, сĕт, тăпăрчă, чĕрĕ тата шăратнă услам çу, çăмарта, пахча çимĕç, пыл, улма-çырла, тĕрлĕ кĕрпе тата тем те пĕр сутаççĕ.
Ял хуçалăх пасарĕнче сĕт-çăва, аш-какая пахалăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕслекен лаборатори те пур, унта ветеринарин хамăр районти специалисчĕсем ĕçлеççĕ. Чĕр тавара упрамалли тирпейлĕ складсем тунă, холодильниксем вырнаçтарнă. Ялтан килсе сутакансем валли те хăтлă вырăнсем янтăланă, сутуçă тумне те хатĕрленĕ. Пĕр сăмахпа, тавар сутса услам илмелли майсем çителĕклех. Кĕпе-тум сутмалли павильон та ĕçлет. Илемлĕ япаласем туянма пулать. Çак кунсенче "Хлеб" ОАОн "Калач" магазинĕ уçăлнă. Унта çăкăр-булка ассортименчĕ питĕ пуян.
Пасар павильонĕнче кăна мар, урамра та прилавкăсем хатĕрленĕ, автолавка çинчен те сутма пулать. Çанталăк ăшăтса пынă май кăмăл пуррисем выльăх, кайăк-кĕшĕк, чăх-чĕп сутма пуçлĕç. Ку кăна та мар, тĕрлĕ йывăç-тĕм, чечек-курăк, улма-çырла хунавĕсем туянма та майсем пулĕç малашне. Суту-илÿ вырăнĕ пысăк пулнăран кунта хĕсĕнмесĕр, тĕрткелешмесĕр, пĕр-пĕрин ури çине пусмасăр ирĕклĕн çÿреме пулать.
Ял хуçалăх пасарĕ кашни кун 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен кану кунĕсĕр тата апат вăхăчĕсĕр ĕçлет. Суту-илÿ лаптăкĕсене арендăна илес текенсен пасар администрацине пымалла. Хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене (883533) 4-16-68 телефонпа шăнкăравласа та ыйтса пĕлме пултаратăр.
И.ВЛАДИМИРОВА.