АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛĔ ЛАРУ–ТĂРУРА

02 апреля 2010 г.

Районти профсоюз активĕн семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов унта хутшăнакансене ăшшăн саламларĕ. Вăл район администрацийĕ профсоюз организацийĕсемпе мĕнле çыхăнса ĕçлени çинчен каласа пачĕ.

Семинарта çавăн пекех республикăри профсоюзсен канашĕн председателĕн çумĕ Г.Германова тухса калаçрĕ. Галина Михайловна профсоюзсен организацийĕн республикăри пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Уйрăмах социаллă пурнăçпа ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăракан нормативпа право акчĕсенчи улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçалхи çу уйăхĕсенче ачасемпе çул çитмен çамрăксен канăвне епле йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕ. Чăвашрессовпрофсоюзăн социаллă пурнăçпа ĕç хутшăнăвĕсен пайĕн заведующийĕ В.Ильин Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин вăйра тăракан саккунĕсене пăсмасăр коллективлă килĕшÿсем тăвас йĕркесем çинчен каласа пачĕ. Ĕç сыхлавĕн пайĕн заведующийĕ С. Максимов ĕç сыхлавĕн нормативпа право акчĕсенчи улшăнусене пĕл-терчĕ тата техинспекцин ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Юлашкинчен малашне те пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пыма килĕшсе татăлчĕç, çыхăнăва çирĕплетсех пыма тĕв турĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика