31 марта 2010 г.
Пурнăç тĕллевĕ... Ăна кашни çын хăй палăртать, ун патне çывхармалли çулсем шырать. Хăвăн умна темĕнле тĕллев те лартма пулать, паллах, анчах та чи пĕлтерĕшли – чăн-чăн çын пулса çĕршыва юрăхлă пуласси. Тата çакăнтах çемье çавăрса тăнăç пурнăçпа пурăнассине те кĕртсе хăварма пулать. Шăпах çакăн пек тĕллевсемпе çирĕппĕн утать пурнăç çулĕпе Роза Аркадьевна Назарова.
Р.Назарова 1940 çулти пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаранах хура-шурне чылай тÿссе ирттернĕ вăл. 1941 çулта вăрçă тухнă. Ашшĕ, Аркадий Максимович Максимов, пĕчĕк хĕрне çÿле çĕкленĕ те: "Эпĕ таврăниччен пысăк пул, ачам", – тесе фронта тухса кайнă. Анчах та хĕрне урăх курма май килмен унăн, 1942 çулта Тула облаçĕнчи пĕр хаяр çапăçура вăл ĕмĕрлĕхех пуçне хунă.
Мелания Платоновна тăватă ачапа тăрса юлать. Çемьере икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ, Роза кĕçĕнни пулнă. Хĕр ача пĕчĕклех ĕçе кÿленнĕ, хăш-пĕр вăрттăнлăхсене амăшĕнчен тата аслăрах пĕр тăванĕсенчен вĕренсе пынă вăл.
– Çиме çăкăрĕ те çитсе пымастчĕ. Эпĕ кĕçĕнни пулнă май анне хăйĕн татăкне мана паратчĕ. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Аннен хĕвел пек çутă сăнарĕ халĕ те асра. Эпĕ те анне пек ырă кăмăллă, çирĕп чунлă пулма тăрăшаттăм, – аса илет çав йывăр çулсене Роза Аркадьевна.
1948 çулта хĕрупраç Çĕнĕ Чалкассинчи çичĕ класлă шкула вĕренме кайнă. Лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă, математикăпа вырăс чĕлхине уйрăмах кăмăлланă.
1953 çулта Роза Аркадьевнăн пиччĕчшĕ салтакран таврăннă, вĕсем вара çемйипех Перьм облаçне тухса кайнă.
Р.Назарова аса илÿ çăмхине каллех малалла сÿтет: "Вăрман каснă çĕре кайрăмăр. Мана, 6-мĕш класа çÿрекенскере, вырăс шкулне вырнаçтарчĕç, аслисем йывăр ĕçе кÿлĕнчĕç. Вăрман варринче виçĕ çул пурăнтăмăр. Кайран каялла тăван яла таврăнтăмăр".
Пурнăç пĕчĕккĕн майлашăнса пынă. Роза фермăна ĕçе вырнаçнă. Кайран Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче 30 çул ытла техслужащи пулса тимленĕ.Çав вăхăтрах колхоз ĕçĕнчен те пăрăнса юлман. Ывăннине пĕлмесĕр çурлапа тырă вырнă, çум çумланă, çĕр улми тата кăшман уйĕсенче ĕçленĕ. Ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем илме тивĕçлĕ пулнă.
1964 çулта ял каччипе Виталий Андреевичпа çемье чăмăртанă. Тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Туслă çемьере ачасем пĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ, пурте вăтам е аслă пĕлÿллĕ. Аслă ывăлĕ, Коля, Белгород облаçĕнче çемйипе пурăнать, сахăр заводĕнче электрик пулса ĕçлет. Аркадий те электрик, Вăл Шупашкарта пурăнать, çемьеллĕ. Хĕрĕ Таня кÿршĕ ял каччине качча тухнă, Малти Тукайри культура çуртне 20 çул ертсе пырать. Кĕçĕнни, Андрей, çемйипе тăван килте тĕпленнĕ.
Роза кинемейĕн сакăр мăнук çитĕнет, вĕсем çуллахи вăхăтра юратнă кукамăшĕ тата çав вăхăтрах сăпайлă асламăшĕ патне васкаççĕ.
Çĕр çинче атте-анне пурри – чи пысăк телей. Вĕсем пирĕн чи пысăк пуянлăх. Çак кунсенче Р.Назарова 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ăна çывăх çыннисем: мăшăрĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем тата кÿршисемпе пĕлĕшĕсем ăшшăн саламлаççĕ. Ăнăçу, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунаççĕ.
Т.НИКИТИНА, Малти Тукайри культура çурчĕн ертÿçи.