АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔП ĔÇ – ТĂРĂШСА ВĔРЕНМЕЛЛЕ

31 марта 2010 г.

Февралĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 24-мĕшĕччен районта "Милици тата ачасем" профилактика уйăхлăхĕ иртрĕ. Çак тапхăрта милици сотрудникĕсем, районти вĕрентÿ управленийĕн психологĕсем шкулсене тухса право урокĕсем, "çавра сĕтелсем", калаçу сехечĕсем ирттерчĕç. Акци вăхăтĕнче районти милицин çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕсемпе Л.Антоновăпа, А.Ивановăпа тата район администрацийĕн çамрăксен правине хÿтĕлекен комиссин специалисчĕпе В.Ковшовăпа пĕрле эпĕ те Чакаç вăтам шкулĕнче ирттернĕ мероприятие хутшăнтăм.

Аслă классенче вĕренекенсем Любовь Антонова инспектор калаçăвне питĕ тимлĕ итлерĕç. Любовь Ивановна ачасемпе çул çитменнисем тăвакан преступленисен тĕслĕхĕсене илсе кăтартрĕ, çав ăссăрла ĕçшĕн вĕсене саккунпа мĕнле явап тыттарнине те тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ.

Аслă класра вĕренекен ачасем паян-ыран пурнăçăн аслă çулĕ çине хăйсем тĕллĕн тăрĕç. Çав çул тумхахсăр пултăрччĕ кăна. Паян çамрăксен питĕ тимлĕ пулмалла: саккуна хирĕçле ĕç тума хистекен япала, пулăм та нумай. Чылай чухне аслисем ачасене преступлени тума хистеççĕ, хăш-пĕр çемьесенче пурнăç условийĕ йывăр пулни те çакăн пек ĕçĕн сăлтавĕ пулса тăрать.

2009 çулта çамрăксем 23 преступлени (2008 çулта – 17) тунă, çакă малтанхи çултинчен 35 процент нумайрах. Укçа, кĕсье телефонĕ, апат-çимĕç, тумтир вăрланă тĕслĕхсем ытларах. 2008 çулта Ушанар шкулĕнче вĕренекен пĕртăвансем çак шкул столовăйĕнчен пилĕк хутчен апат-çимĕç вăрласа тухнă. Арçын ачасем çитĕнекен çемье йывăр пурнăç условийĕсенче пурăнать. Ачасен амăшĕ ниçта та ĕçлемест, ашшĕ урăх регионсене укçа ĕçлесе илме çÿрет. Килте хăш-пĕр чухне çиме татăк çăкăр çукки те пулать. Пĕртăвансене район сучĕ условно майпа 6 уйăха ирĕк прависĕр хăварнă. Ачасен уйăхра икĕ хутчен районти шалти ĕçсен пайне тата уголовлă пурнăçлав инспекцине кайса килмелле. Унсăр пуçне вĕсене пурăнакан вырăнта милици сотрудникĕсем тăтăшах асăрхаса, тĕрĕслесе тăраççĕ.

Виçĕм çул Канаш хулинче пурăнакан 17-ри икĕ каччă Сухайкасси ялĕ çывăхĕнче пĕр арçынна тĕл пулса ăна ним сăлтавсăрах хĕнесе вĕлерни çинчен çырнăччĕ эпир. Тĕлĕнмелле хăрушă ĕç. Паян çав йĕкĕтсем иккĕшĕ те тĕрмере.

Пĕлтĕр çуркунне 14 çулти арçын ача тăваттăри хĕрачана мăшкăлласа вĕлерни уяр кун аслати кĕрленĕ евĕрех пулнăччĕ. Унпа пĕрле 10 çулти ача та пулнă иккен. Ача ÿсĕмĕнчен тухичченех путсĕр ĕç тунăскерĕн паян вăхăта колонире ирттерме тивет.

Ачасем халĕ 14 çул тултарсан паспорт илеççĕ, апла пулсан вĕсен хăйсемшĕн явап тытма пултармалла. Çавăнпа та вĕсене саккуна хирĕçле ĕç тунăшăн 14 çултан уголовнăй йĕркепе айăплаççĕ. Çак ÿсĕмрисем юсанма пултараймаççĕ-тĕк вĕсене ятарлă шкула яраççĕ. Вăл Красноармейски районĕнчи Упи салинче вырнаçнă. Унта учительсем вырăнĕнче милици тумĕ тăхăннă сотрудниксем, чÿречесем çинче решеткесем. Унта пурăнма савăнăçлах марри куçкĕрет, юнашар атте-анне те, юлташсем те, тăвансем те çук. Çавăнпа та çул çитмен, кăмăл-туйăм çирĕпленсе çитмен ачасен çитĕннисен ырă енĕсене ăша хывмалла, спортпа туслашни те, пĕр-пĕр усăллă ĕçпе аппаланни те усал ĕçпе çыхланасран хÿтĕлеççех.

Любовь Ивановна палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра обществăлла вырăнта ÿсĕрле çÿрекен ачасен йышĕ палăрмаллах нумайланнă. Çул çитмен çамрăксен прависемпе ĕçлекен районти комиссин иртнĕ ларăвне 20.21 (обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿрени) статьяпа çакланнă çамрăксене йышлăн чĕнтернĕ. Выляса тенĕ пек пĕр-пĕрне тапкалашса, ал-урапа сулкалашса амантни те преступлени шутнех кĕрет, çакăншăн та саккунра айăплав тĕсне палăртнă. Шкула пĕр сăлтавсăр çÿремесен те уголовнăй кодекспа явап тыттараççĕ, милицире учета илеççĕ, ашшĕ-амăшне штраф тÿлетттереççĕ. Л.Антонова аслă инспектор "комендант сехечĕ" çинчен те питĕ ăнланмалла каласа кăтартрĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче паян 45 (20 çул каялла миçе пулнă-ши;) çул çитмен çамрăк учетра тăрать, вĕсенчен виççĕшĕ – условно йĕркепе айăпланнисем. Çав 45 çын ача ÿсĕмĕнчен тухичченех хăйсен пурнăç çулне хура сăрпа варлама ĕлкĕрнĕ. Çакă вара шкул хыççăн малалла вĕренме каяс, çитĕнсен пĕр-пĕр яваплă ĕçе вырнаçас пулсан та чăрмав кÿме пултарать. Преступлени тăвас туртăм пур ачасем хушшинче хĕрачасем те пурри пăшăрхантарать. Вĕсем çулсем иртнĕçемĕн шанчăклă арăм, çепĕç амăшĕ пулмалли çынсем вĕт-ха.

Çак кунах вĕрентÿ управленийĕн педагог-психологĕ Вера Кузьмина вăтам классенче занятисем ирттерчĕ. Ачасене преступлени тăвасран асăрханмалли тĕслĕх-семпе паллаштарчĕ. Вĕсен шухăшлавне аталантарма ситуацисем илсе кăтартрĕ: вăл е ку йывăр лару-тăруран çаврăнса тухас тесен ачасен мĕн тумалла-ха... Кашниех хăйĕн шухăшне каларĕ.

Çак тĕлпулу ачасене кăштах та пулин ырă витĕм кÿчĕ пулсан тем пекехчĕ. Л.Антоновăпа В.Кузьмина ирттернĕ право урокĕсенчен хам валли те нумай çĕннине илтĕм, ачасем пушшех те пулĕ. (Пĕлтĕр пĕр шкулта çакăн пек тĕлпулу ирттернĕччĕ те, унта ачасем питĕ шавлă пулни, вĕсене нимĕн те интереслентерменни халĕ те куç умĕнчех).

Пĕтĕмлетсе çакна кăна калама пултаратăп: çыннăн никам пек те мар, хăйĕн пек пулмалла. Çав вăхăтрах лайăххине асăрхаса унпа пурнăçра усă курма пĕлмелле. Шкула çÿрекен ачан тĕп ĕçĕ, тĕп тĕллевĕ вара – тăрăшса вĕренесси. Ăс-тăн пуянлăхĕ çамрăк чухне те, çитĕнсен те, ватăлсан та шутсăр кирлине асра тытакан çын саккуна хирĕçле çул çине тăмастех пулĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика