31 марта 2010 г.
Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хурать Ирина Андреева вĕрентекен. Унта вăл физикăпа математика предмечĕсене вĕрентет.
– Тинтерех çеç Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнчен вĕренсе тухса çак шкула ĕçлеме килтĕм. Вăхăт хăвăрт иртнине сиссе те юлаймарăм, ачасене вĕрентме пуçлани 27 çул çитрĕ, – тет Ирина Петровна.
Физикăпа математика уйрăмне вĕренме кайма ытларах чухне арçын ачасем йышлăн ăнтăлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем, хĕрачасемпе танлаштарсан, техника çумне ытларах туртăнаççĕ. Хĕрача çак уйрăма вĕренме мĕнле майпа лекнине пĕлес килчĕ.
– Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк вăтам шкулĕнче вĕреннĕ эпĕ. Унта физика предметне Зинаида Ильинична ертсе пыратчĕ. Вĕрентекен хăй предмечĕпе мана интереслентерме пултарчĕ. Çакăншăн эпĕ ăна тав сăмахĕ калатăп.
Зинаида Горшкова ăста специалист пулни куç кĕретех, вăл шкул ачине пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă. Паян шкулта физика предметне мĕнлерех вĕрентнине пĕлес килчĕ ман.
– Физика предметне эпĕ питĕ кăмăллатăп. Урокра вĕренсе пынипе пĕрлех тĕрлĕ сăнавсем ирттерни килĕшет, – хăй шухăшне пĕлтерме васкать 9-мĕш класра вĕренекен Александр Абрамов.
– Ирина Петровна пур темăна та лайăх ăнлантарать. Эпĕ нихăçан та вăл ачасем çине сассине хăпартнине илтмен. Пултаруллă вĕрентекен тăрăшнипе физикăна арçын ачасем çеç мар, хĕр ачасем те лайăх ăнланса пыраççĕ, – тет 11-мĕш класра вĕренекен Светлана Николаева, – кашнинчех çĕнĕ япаласем çинчен пĕлетĕн. Уроксем интереслĕ пулнăран тунсăхласа ларма вăхăт çук.
Автобус чарăнăвĕ çывăхĕнче ларакан шкула маларах шкул пĕтернисем те кĕрсе тухмасăр иртмеççĕ. Шупашкар хулинче ача-пăча тухтăрĕ пулса ĕçлекен Марина Павлова та тăван яла, Çатăрка-çырмине, кайма тухнăскер, Ирина Петровнăпа курса калаçмасăр иртсе каймарĕ.
Сăпайлă та маттур Елчĕк районĕн хĕрне Вăтапуç каччи Николай Андреев ĕçлеме килсен тÿрех асăрханă. 1986 çулта вĕсем çемье чăмăртанă. Туслă çемье хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ: Настя тата Женя.
Настя, амăшĕ пекех, шкулта пур предметпа та "5" паллăсемпе çеç вĕренсе пычĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçрĕ. Вăтам шкултан вăл "ылтăн" медальпе вĕренсе тухрĕ. Ирина Петровнăна ачисем малалла ăçта вĕренме кайнине каласа кăтартма ыйтрăм.
– Настя Хусанти химипе технологи университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Унта та "5" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Пултаруллă студентсене хавхалантаракан ятарлă стипендисене илсе тăрать. Женя ывăлăм хальхи вăхăтра Омск хулинче хĕсметре, – савăнса пĕлтерчĕ ĕçтеш.
Л.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.