31 марта 2010 г.
Валентина Георгиевна Сергеева Янкăлч вăтам шкулĕнче 13 çул ĕçлет. Вăл ачасене истори предметне вĕрентет. Унăн пурнăçри тĕп тĕллевĕ – вăхăтран кая юлас мар, вăхăтпа тан утас.
Паянхи учитель – тÿсĕмлĕ, анлă тавра курăмлă, ăслă, ырă чунлă, çирĕп ыйтакан, хăйĕн шухăшне уçăмлăн палăртма пултаракан интеллигентлă çын. Çак енсем Валентина Георгиевнăра пурте тенĕ пекех пуçтарăннă.
Ирсерен истори кабинетĕнче хаваслă кăмăлпа кĕтсе илет вăл вĕренекенсене. Кашни урокрах ачасене мĕн те пулин çĕнни пама тăрăшать, авал пулса иртнине паянхи кунпа танлаштарса кăтартать, тĕрĕссине шырама вĕрентет. Урока кирлĕ хатĕрсене справочниксенче, илемлĕ тата документлă литературăра, музейсенче, архивсенче шырать. Час-часах Интернет пулăшăвĕпе усă курать.
В.Сергеева вĕрентекен хăйĕн тавра курăмне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пĕлет. Истори кабинечĕ те, кунпа çĕр пĕрмаях улшăнса тăнă пек пĕр вырăнта тăмасть, яланах мĕн те пулин çĕнни пулатех унта, ачасемшĕн кăсăкли тупăнатех. Хастар учителĕн кăтартăвĕсем те лайăх: 2006 çултан пуçласа унăн вĕренекенĕсем çулсерен районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вăл ертсе пыракан предметсемпе 4 призер, унăн икĕ вĕренекенĕ республикăра иртекен олимпиадăсене хутшăнма тивĕç пулчĕç.
Валентина Георгиевна районта тата республикăра ирттерекен конкурссене час-часах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Нумаях пулмасть Тăвай районĕнче вĕрентÿ тата социаллă проектсен республика шайĕнчи виççĕмĕш конкурс иртрĕ. Унта В.Сергеева "Янкăлч шкулĕн историйĕ" темăпа çырнă проектăн наука ертÿçи пулнă, вăл вĕрентекен ачасем çак проекта хÿтелесе 1-мĕш вырăн йышăннă.
Валентина Георгиевна 8-мĕш класра вĕренекенсен ертÿçи. Вăл ачасемшĕн чăн-чăн юлташ, ăнланакан психолог. Ăна вĕренекенсем ырă кăмăллă, ăслă, пултаруллă специалист пулнăшăн юратаççĕ.
Вĕрентекен хăйĕн класĕнчи ачасене истори предметне вĕрентнисĕр пуçне юрă-ташă вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма вĕрентет. Йывăр вăхăтра класс ертÿçи кашни ача валли ăшă сăмах тупма пултарать, ачан кăмăлне куçпа пăхсах ăнланать, вĕсен чун ыратăвне пĕрле пайлать. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисен пĕлĕвĕпе интересленсе, шкулта хăйсене еплерех тытнипе канăçсăрланса класс ертÿçипе тачă çыхăну тытаççĕ, унран ырă сĕнÿсем илеççĕ.
Хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ пурнăçласа пынăшăн В.Сергеевăна район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ хисеп хучĕсем нумай парса чысланă. Кăçал район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă вăл.
М.ПЕТРОВА. Янкăлч шкулĕ.