31 марта 2010 г.
Кĕçнерникун депутатсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, службăсен, пайсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинче – çичĕ ыйту.
Лару район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков районăн иртнĕ çулхи бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен отчет туса панипе пуçланчĕ. Вăлах пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче районăн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен кăларнă йышăнăва улшăнусем кĕртме палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Депутатсем унпа килĕшсе йышăну проектне çирĕплетсе хăварчĕç.
Лару хулапа район прокуратури район Уставĕнчи хăш-пĕр вырăнсене хирĕçленипе килĕшсе улшăнусем кĕртме йышăнчĕ. Карăклă ялĕнчи никам пурăнман çурт путвалĕпе пĕрле, Кăшнаруйĕнчи котельнăй, Çеçпĕлти склад пулнă çурт, икĕ хутлă пушă çурт, Сиккассинчи газпа ĕçлекен котельнăй, Ухманти ача сачĕ вырнаçнă çуртăн пĕрремĕш хучĕ, Шăхальти тата Ухманти шыв башнисем, Карăклăри, Юмансарти, Шăхальти, Ăвăспÿрт Кипечри, Ухманти тата Энтриялĕнчи водопроводсем малашне ял тăрăхĕсен пурлăхĕ пулĕç. Çапла тума 2003 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх организацийĕсен пĕтĕ-мĕшле принципĕсем çинчен" йышăннă федераллă саккун хушать. Ларура йышăннине мĕнле пурнăçланине район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ тĕрĕслесе тăрĕ.
"Канаш районĕн пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхĕ" ертсе пыракан кампани" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорне В.Алякина иртнĕ çулта тунă ĕçсен отчетне тума çăмăлах пулмарĕ. Сахал мар юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, ăшăтмалли икĕ пăс хуранĕ вырнаçтарнă, тĕрлĕ счетчиксем лартнă, çÿп-çап турттармалли машина, автовышка туяннă тата ытти ĕçсене пурнăçа кĕртнĕ. Тумалли те сахал мар. Водопроводсене çĕнетмелле, юрăхсăра тухнине пула улăштармалли пăс хуранĕсем те пур. Коммуналлă пулăшу тÿлевĕсене халăхран пуçтарасси вара кирлĕ пек пулса пымасть. Иртнĕ çул парăм миллион та 700 пин тенкĕрен иртсе кайнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕшĕн тÿлевĕн 50 проценчĕ кăна пырса кĕнĕ. Уйрăмах газшăн, электроэнергишĕн тÿлес енĕпе япăх. Сивĕсем вăхăтĕнче хваттерте ăшă сывлăш температури нормăран самаях пĕчĕк пулнине кура нумайăшĕ ăшăтса тăнишĕн тÿлеме килĕшмен. Тарифсем ÿссе кайни те тÿлейменлĕхе вăйлатнă. Кризис тапхăрĕнче ĕç укçи вăхăтра илсе тăрайманни, ĕçсĕр тăрса юлни чылай çемьене чухăнлăха кĕртсе ÿкернĕ. Паллах, кампани парăмсене пĕчĕклетес енĕпе мерăсем йышăнсах тăрать, çак енĕпе юристсене явăçтарнă.
Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх службин ĕçĕсемпе кăмăлсăр пулнине халăх хушшинче тăтăшах илтме пулать. Вĕсем çак ыйтупа депутатсем патне пынă тĕслĕхсем те сахал мар. Анчах та чылай чухне вĕсен тивĕçлĕ хурав илтеймесĕрех çаврăнса утма тивнĕ. Çавăнпа та çак службăсемшĕн яваплă пуçлăхсене депутатсен пухăвĕнче лару-тăрăва тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтмалла. Вĕсен хуравĕсене халăх патне çитерни вара чылай çыннăн кăмăлне çавăрса яма пулăшĕ текен шухăшпа вĕçленчĕ В. Алякин отчетне сÿтсе явасси.
Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн тĕп специалист-экспертне З.Петровăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине пама тăратрĕç. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем – "Канашри пассажирсем турттаракан автотранспорт предприятийĕ" ертсе пыракан кампани" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Р.Мясников, район больницин врач-неврологĕ Л.Воробьев суйлавçăсен наказĕсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен отчет туса пачĕç.
Лару вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов сăмах каларĕ. Вăл Д.Петрова депутат Вырăскас Пикшихри кирпĕч завочĕн казармисем пирки хускатнă ыйтăва малалла тăсрĕ. Çак çуртсене хĕл кунĕсенче ăшăтса, пăхса тăрасси тăкаклă. Пăрăхсем хума, газ кĕртме пысăк укçа кирлĕ. Хальлĕхе çакна тума вăйсем çителĕклех мар. Çавăнпа та пĕрле шутласа, вак-тĕвеке шута илсе тивĕçлĕ йышăну тумалла. Ăна вăраха тăсмалла мар: çу иртсен сивĕсем каллех хăйсем çинчен аса илтерме пуçлаççĕ.
В.АЧЧА.