31 марта 2010 г.
Çуркунне кунран кун вăй илсе пырать. Тÿпене самаях кармашма ĕлкĕрнĕ хĕвелĕ халĕ малтанхинчен ытларах ăшăтать. Унăн витĕмĕпе кăпăшка юр сийĕ куç умĕнчех çÿхелсе чакса пырать. Кĕçех шыв-шур тапранĕ. Унта вара акана тухасси те инçех мар.
Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи ĕçсене пуçăнма хатĕр-и-ха; Ку ыйту çине район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалист-эксперчĕ Г.Степанов хурав пама килĕшрĕ. Геннадий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районти пур категорири хуçалăхсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене планпа 15546 гектар çинче туса илмелле. Вăл шутран кĕрхисем 6400 гектар, çурхисем 9146 гектар йышăнĕç.
Çак лаптăка акса хăварма планпа 2422 тонна вăрлăх кирлĕ, хуçалăхсенче çĕнĕ тухăç никĕсне 2663 тонна пăхса хăварнă (планăн 110 проценчĕ). Вĕсене пурне те тĕрĕсленĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 2032 тонна вăрлăха çĕр ĕçченĕсем кондицие лартса çитернĕ – 76,3 процент. Киров ячĕллĕ, "Цивиль", "Весна", "Янишево", Крупская ячĕллĕ, "Хучель", "Сормовский", "Мария", "Восход" хуçалăхсенче вăрлăх пахалăхĕпе тивĕçтерет. "Агат" (унта вăрлăхăн 75 процентне кондицие лартнă), "Победит" (85 проц), "Мотор" (73 проц), "Путь Ленина" (84 проц) тата "Урюм" (55 проц) хуçалăхсен ку енĕпе кăштах ĕçлеме тивет. "Вперед" пĕрлĕхре вара пахалăхлă вăрлăх пачах та çук тесен те йăнăш пулмĕ.
Тăпрана удобренисем хывмасăр пахалăхлă тухăç илеймĕн. Хальхи вăхăт тĕлне района ăна пĕтĕмпе 652 тонна кÿрсе килнĕ. Ку – планăн 26 проценчĕ. Çавăн пекех 200 тонна калий пулĕ, вăл пирĕн района, республика бюджечĕ пулăшшнипе, çĕр пулăхлăхне ÿстермелли ятарлă программăпа килĕшÿлĕн килĕ. Удобренисем туянассипе Киров ячĕллĕ ЯХПК (130 тонна кÿрсе килнĕ), "Цивиль" (80 тонна), "Канаш" (100 тонна), "Канаш" АСК (100 тонна), "Нектар" (24,5 тонна) пĕрлĕхсем тата "Путь Ленина (20 тонна) хуçалăх аван ĕçленĕ.
Киров ячĕллĕ, "Цивиль", "Агат", "Хучель" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем акана тухма пур енĕпе те хатĕрленсе çитнĕ, вĕсем уй-хир юртан тасалса пĕтессе кĕтеççĕ.
А.МЯСНИКОВ.