АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫЙТУСЕНЕ ШУПАШКАРА КАЙМАСĂРАХ ТАТСА ПАЧĔÇ

31 марта 2010 г.

Иртнĕ эрнере район тата хула администраци-йĕсен пуçлăхĕсем Владислав Софроновпа Валентина Полукарова, пайсемпе службăсен яваплă çыннисем, ял тăрăхĕсен ертÿçисем (хула администрацийĕн ĕçченĕсем те) Чăваш Республикин муниципаллă йĕркеленÿсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоконференцие хутшăнчĕç. Кулленхи пурнăç кăларса тăратакан çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç унта. Конференци ĕçне ЧР Президенчĕн Администрацийĕн организаципе контроль управленийĕн начальникĕн çумĕ Валерий Орлов йĕркелесе пычĕ.

Çурхи шыв-шур тапхăрне инкексĕр ирттерсе ярассипе, çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăх мерисене вăйлатассипе çыхăннă ыйтусемпе ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен комитечĕн специалисчĕ А. Егоров калаçрĕ.

Çурхи шыв Сăр, Пысăк Çавал çыранĕсенчен тухса каяс хăрушлăх пысăк. Улатăр, Патăрьел, Пăрачкав районĕсенче юр хулăнăшĕ виçерен темиçе хут пысăкрах. Хальлĕхе республикăри юхан шывсенче пăр хăпарма пуçламан-ха. Шыв-шуртан сыхланмалли мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕ уйăрма, çынсене эвакуацилемелли вырăнсене палăртса хума кирлине каларĕ. Шыв илнĕ тăрăхсенче санитарипе гигиена çинчен те манмалла мар.

Çуркунне типĕ курăка чĕртсе ярса пушар пулассинчен сыхă пулма ыйтрĕ. Пĕлтĕр çакăн пек 1000 факт шута илнĕ. Хамăр тăрăхра та курăк çунтаратпăр тесе инкек тÿснĕ тĕслĕхсем пулнă.

Бюджетăн тупăш пайне пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусемпе Чăваш Республикин налук службин управленийĕн пай пуçлăхĕ Татьяна Тихонова доклад турĕ. Унăн шухăшне тĕпе хурса райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ шайри налук тÿлевĕсене пухассипе ĕçе вăйлатма кирлине палăртрĕ.

Республика прокуратурин саккунсене пурнăçланине тĕрĕслесе тăракан пай пуçлăхĕ Ирина Репкина 131 " федераллă саккун мĕнле вăя кĕрсе пыни, тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

ЧР Шалти ĕçсен министерствин обществăлла йĕркелĕх сыхлавĕн пай ертÿçи Евгений Макаров "Безопасный город" программа районсенче мĕнле пурнăçланнине тишкерчĕ. Чылай район ертÿçин вăл лартнă ыйтусем çине хуравлама тиврĕ. Уйрăммăн илсен, районти милицин ĕç-хĕлне вăйлатма бюджетран мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрни, васкавлă пулăшу кнопкисене вырнаçтарасси, çын нумай пуçтарăнакан вырăнта видеокамерăсем вырнаçтарасси мĕнле шайра пулни кăсăклантарчĕ ăна.

2009 çулта республика территорийĕнче "Мак-2009" операци вăхăтĕнче наркотиклă ÿсен тăран çитĕнтерекен 35 вырăн тупса палăртнă, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 5 гектар. Наркотикпа туслă çынсем сезон пуçлансан мăкăнь пуçтарма ялсене тухса çÿреççĕ. Кăçал милици сотрудникĕсем 1 килограмм героин туртса илнĕ. Кăçал та ытти çулсенчи пекех республикăра, пирĕн районта та, майăн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 30-мĕшĕччен "Мак" операци ирттерессине пĕлтерчĕ ЧР наркотиксен çаврнăшне контроллесе тăракан службăн пай начальникĕ Николай Чернов.

Икĕ сехете тăсăлчĕ видеоконференци. Вырăнтах, Шупашкара каймасăрах çивĕч ыйтусене республика ертÿçисемпе пĕрле тишкерме, татса пама май пулчĕ, вăхăт та перекетленчĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика